Шырав
Шырав ĕçĕ:
Григорий, куҫхаршине аллаппипе картласа, куҫне хӗссе пӑхрӗ те ют ҫар мундирӗсен тӗсне те уйӑрса илчӗ: салтаксем тӗксӗм кӑвак мундирсемпе иккен.Григорий, щуря глаза, глядел из-под ладони; он различал даже серую, чужую окраску мундиров.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӗсне ҫухатнӑ кӑвак чечеклӗ йывӑр арча патӗнче ларакан Григорий ун ҫине куҫ хыврӗ.Григорий, сидевший возле тяжелого — в голубых слинялых цветах — сундука, глянул на нее.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑйсем пӗлекен пусӑсене пӑхса, тырӑсен илемлӗ тӗсне курнипе савӑнса, ҫынсем пуҫӗсене мӑнаҫлӑн каҫӑртаҫҫӗ, вӗсен чун-чӗрисем ачашлӑ савӑнӑҫлӑхпа тулнӑран хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пит-куҫӗсенче кулӑ палли нумайччен тытӑнса тӑрать: ҫакӑн пек самантсенче хӗвел хытӑ пӗҫертекен ҫеҫенхир вӗсене праҫник чухнехи пек туйӑнать, кайӑксен юрри, машинӑсем шавлани нумай вӑхӑтчен янӑракан илемлӗ музыка пек илтӗнет…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳпе пӗлӗтлӗ те нӳрӗк, хӗвел пӑхмасть тесен те юрать, юр та пусӑрӑнса хӑйӗн шап-шурӑ тӗсне ҫухатнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темскер улшӑннӑ: те пӗркеленчӗксем нумайланнӑ, те вилӗм курнӑ куҫӗсем хӑйсен ӗлӗкхи тӗсне улӑштарнӑ.Что-то изменилось: или добавились морщинки, или глаза, повидавшие смерть, теряли свой прежний цвет.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсен сарӑ мамӑк тӗкӗ хыр тӗсне аса илтернӗ.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Пӗчӗкскер, вӑл Артек хӗвелӗпе пиҫсе, мӑйӑр тӗслӗ пулнӑ, тӗсне ҫухатнӑ ҫӳҫлӗ, тин тӑнипе ӑшӑскер, аппӑшӗ кӑшт ҫеҫ хускалсан та, итлеме ан кансӗрле тесе, аллипе сулать; хӑй вӑл ҫак сехетре пӗтӗм ҫӗршыв — пӗр хӗрринчен теприне ҫити — итлекен сасса итлет те итлет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шкулта тӗкӗр пулман, ҫавӑнпа Володя киле таврӑннӑ чух, хӑйне курас тесе, темиҫе хут кантӑк витӗр те пӑхса илчӗ, анчах тӗксӗм кантӑкра мӗлки ҫеҫ курӑннӑ, галстук та тӗсне ҫухатнӑ, ялкӑшни те палӑрман.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Илемлӗ хир чӑххисем тӗкне тӑкнӑ, тӗсне ҫухатнӑ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ӑна хирӗҫ тӑнӑччӗ те, куҫӗсене куҫлӑх витӗр чирлӗн хӗскелесе, унӑн пысӑк, ҫӳхе, тӗсне ҫухатнӑ та ҫилӗпе чалӑшса ларнӑ ҫӑварне пӑхнӑччӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шоссене хӳпӗрленӗ тирексем, ҫул ик енӗпе ларакан черепица виткӗҫлӗ, шурӑ, лутра ҫуртсем, сайра ҫынсен кӗлеткисем — пурте-пурте хуралчӗҫ, тӗсне те, перспективине те ҫухатрӗҫ; мӗнпур япала лаптака хура ӗмелке ҫех пулса юлчӗ, анчах кӳлеписем вӗсен кӗре сывлӑшра чеченнӗнех сӗмленсе тӑчӗҫ-ха.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗсне ҫухатнӑ, ватӑлла тӗксӗм, хаяр куҫӗсем унӑн шӑтарасла тӳп-тӳррӗн тӑрӑнни, гипноз тӑвать тейӗн, салтаксене вырӑнтах хытара-хытара лартнӑ, лешсем вара, хӑранӑран, ун ҫине пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса, аран ҫех сывласа, пач мӑчлатмасӑр пӑхнӑ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӗрлӗ кӗпе тӗсӗ ӑна ачашласа хӑй патнелле туртать, кӳмепе ун айӗнче ҫывӑракан ҫынсем вара пӗлес килнипе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ; ахӑртнех, кӗпен илемлӗ тӗсне курса тата унта камсем пуррине пӗлесшӗн пулса, хӑй те сисеймен пулӗ вӑл, ялтан ҫакӑнта ҫити аннӑ та халь акӑ хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑй тӗлӗнсе тӑрать.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗсне ҫухатнӑ пӗчӗк чакӑр куҫӗсем, маймӑлӑнни пек, тискеррӗн те ҫиллессӗн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.Только маленькие выцветшие серые глаза сверкали коварством и злобой, точно у обезьяны.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ку вӑл ман ҫӳҫ тӗсне тӗртсе илни. Ку вӑл эпӗ сирӗнне ҫисе пурӑнни ҫинчен систерни», терӗ, т. ыт. ҫакӑн пекрех каларӗ.Это колкость на мой цвет волос. Это намек, что я вас объедаю», и все в таком роде.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Урапа йӗрри лакӑмӗсенче тӑпра сӑрхӑнтарса илеймен ҫумӑр шывӗ халӗ те кӳлленсе тӑрать-ха, анчах Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, тирексенчен те ҫӳлерех, ирхи шупка-хӗрлӗ тӗтре ҫӗкленчӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫуса тасатнӑ пек курӑнакан йӑлтӑртатми тӗксӗм-кӑвак тӳпере тул ҫутӑлнӑ тӗле пытанса ӗлкӗреймен ҫамрӑк кӗмӗл уйӑх ҫутӑ тӗсне ҫухатсах пырать.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чӑхсен тӗсне михӗре пӑхмаҫҫӗ-ҫке!
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну?.. — Нагульнов сулахай чавсине хуҫлатса тытрӗ те, кивелнипе хура тӗсне ҫухатса ҫуталса кайнӑ наганӗн кӗпҫине алли ҫине хучӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах унӑн шупкарах тӗслӗ куҫӗсенче тискер ҫаткӑнлӑх пачах та курӑнмасть, ачашлӑх тата калама ҫук ҫепӗҫ кӑмӑл ҫеҫ палӑрать; Дымокӑн куҫӗсем ҫав самантра хӑйсен тӗсне улӑштараҫҫӗ темелле, вӗсем июль уйӑхӗнчи янкӑр тӳпе пек тӗпсӗр те кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса каяҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ванея пулнӑ кунта — патшан тахҫанхи пуҫкасанӗ, Иоава, Адоние тата Семее вӗлернӗскер, — халӗ ҫарӑн чи тӗп начальникӗ, кӑвакарнӑ шӗвек те вӑрӑм сухаллӑ, ҫӳллех мар, кӳпшеке старик; тӗсне ҫухатнӑ кӑвакрах куҫӗсем унӑн ватӑлла тӑмпаййӑн пӑхнӑ; ҫӑварӗ уҫӑ та йӗпенчӗк, ашлӑрах аялти хӗрлӗ тути ним тытӑнкисӗр усӑннӑ; пуҫӗ ун яланах сӗнксе тӑрать те кӑштах чӗтӗрет.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.