Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна илтсен, нихҫан кулман Семенов ҫав тери янӑравлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, ку ахӑлтату мана тӗлӗнтерсе чӗрене ыраттарчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксене пурне те эпӗ хама лайӑх енчен кӑтартас тата юлташ мана ытларах юраттӑр тесе калатӑп; анчах кашни хутрах эп шутланӑ пек мар, урӑхла пулса тухать, хам Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни тата манӑн ҫӑмӑл урапа пурри ҫинчен пӗлтерсенех, юлташ мана тӗлӗнтерсе пӑрахать: сасартӑках хӑйне ман умра мӑнаҫлӑн та сивлек тытма пуҫлать.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубков малтан тӗлӗнчӗ; унтан йӑл куласшӑн, ҫакна шӳтлени вырӑнне йышӑнасшӑн пулчӗ, анчах, юлашкинчен, мана шалтах тӗлӗнтерсе, хӑраса кайрӗ те аялалла пӑхрӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана шалтах тӗлӗнтерсе, Иконин вуласа кӑтартрӗ ҫеҫ мар, хӑйне профессор каласа пырса пулӑшнипе темиҫе йӗрке куҫарса та пачӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Рas de Basques» юрӑхсӑр, килӗшӳсӗр пулнине, вӑл мана пысӑк намӑс кӑтартма пултарнине пӗлтӗм эпӗ; анчах мазуркӑн палланӑ кӗвви, ман хӑлхана илтӗнсе, сасӑ нервисене мӗн тумалли ҫинчен хыпар тӑвать, лешсем, хӑйсен черечӗпе, ҫак хыпара урасене йышӑнтараҫҫӗ; кусем вара, кӗтмен ҫӗртен тата пур куракансене те тӗлӗнтерсе, юхӑнуллӑн тата ункӑ тунӑ пек чӗрне вӗҫҫӗн пуса-пуса, шӑпапа пӳрне ҫаврӑмсене тума пикенчӗҫ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Артиллерист подполковник манпа хӑй калаҫасшӑн пулни мана ухмаха ерес пекех тӗлӗнтерсе, хаваслантарса ячӗ.А у меня, наверное, был до глупого гордый вид: сам подполковник-артиллерист с просьбой обращается!
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ку та, Стеклов пекех, мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку ыйту мар, пачах урӑххи, мӗнле ыйтни тӗлӗнтерсе ячӗ ӑна.Его поразил не самый вопрос, а то, как эти слова были произнесены.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах ҫакӑн пек йышлӑ ҫемье… ку ӑна пайтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.Но такая многолюдная семья… это несколько нарушило его душевное равновесие.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Коммунӑна пӗтӗмӗшпе кӑтартакан ӳкерчӗк пурне те тӗлӗнтерсе, хаваслантарса ярать: кунта вӗсем пысӑк ҫурт, унӑн ик енче — башньӑсем, умӗнче — ҫав тери парка чечексем кураҫҫӗ.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн «Поэми» — пӗчӗкренпех урамра тӑрса юлнӑ, хурлӑхпа нушана кӗрсе ӳкнӗ, преступленисем тунӑ ачасем кайран чӑн-чӑн ҫынсем, ӗҫпе коллектив ҫыннисем, ҫӗнӗ обществӑн хастарлӑ та телейлӗ строителӗсем пулса тӑни ҫинчен калакан тӗп-тӗрӗс, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнтерсе яракан кӗнеке.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл «брэкнэк» текен атакӑпа темиҫе хутчен халӑха ҫав тери тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑ, мексиканеца сывлӑша ҫӗклесе цыновка ҫине илсе пӑрахнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Кунта Ривэра пурне те тӗлӗнтерсе янӑ.
III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Чӑнах та, ҫав вӑхӑтра тем пирки ҫилленнӗ Кэргыль старик, чӗтрекен аллисемпе пӗренепе хӑмасенчен тунӑ пусмасенчен тыта-тыта, хӑй ҫине пӑхса тӑракансене тӗлӗнтерсе, пура ҫине хӑпарса кайрӗ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗсен ҫирӗп чунӗ, тул енчен пӑхсан лӑпкӑ пулни (ҫаксем вӗсен пур иккӗленӗвӗсемпе вӗри туйӑмӗсене путарса лартнӑ пек, вӗсен турра ӗненнӗ тата прозелитизм ӗҫӗнчи хастарлӑхӗ ҫеҫ юлнӑ пек кӑтартнӑ) — Анатоле ҫав тери тӗлӗнтерсе, унӑн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарса ямалла пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Сасартӑк мана хӗрарӑмӑн вӑйсӑр сасси тӗлӗнтерсе ячӗ; вӑл сасӑра ҫав тери хӑрушла, чун-чӗрепе асапланни палӑрса тӑчӗ.Вдруг меня поразил слабый женский, голос; в нем выражалось такое страшное, глубокое страдание.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӗсем хула лартма меллӗ те илемлӗ вырӑнсем суйлама пӗлни, ҫав ӑнӑҫлӑ хуласем пире халӗ те тӗлӗнтерсе хавхалантарни ҫинчен каларӑм.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Сасартӑк пӗр кӗтмен ҫӗртен — «Маринка ҫеҫ тума пултарать кунашкаллине — шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ:— И неожиданно, как умеет это только Маринка, без всякого перехода выдала:
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Владимир хӑй тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ мана — вӑл хӑйне рабочисемпе мӗнлерех тыткалани, мӗнлерех калаҫни, кашнинпех, ҫулланнӑ каменщиксенчен пуҫласа ешӗл штукатурщицӑсем таранах, питӗ хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупма пӗлни (штукатурщицӑсем хушшинче леш пуҫтах Глашка та пурччӗ-ха, чӗрӗ куҫлӑ, ҫивчӗ чӗлхеллӗ хӗр — паян та вӑл Владимирпа пӗрре мар аташса-шӳтлесе илчӗ: «Мӗн, арӑмунтан хӑратӑн-им? Манӑн вӑт никамран хӑрамалли те ҫук…»).
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.