Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑни (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Тулӑх килте, пуян арӑмпа пурӑнса та хӑй малтанхиллех чухӑн студент иккенне туйса тӑни ӑна пӗрре те канӑҫ кӑтартмарӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах хӑй нимӗнле пысӑк ӗҫ те тӑваяс ҫуккине, нимӗнле паттӑрлӑх та кӑтартаяс ҫуккине пӗлсе тӑни ҫамрӑк хӗре пӑшӑрхантарчӗ; халиччен хӑй мӗн тума пултарни, заводра, халӑх хушшинче тӑрӑшса ӗҫлени уншӑн халь, аманнӑ паттӑрсем хушшинче, ытла сахал пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван ҫӗршыв умне пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑни хаҫатсенче кӗскен пӗлтернӗ сводкӑсенчен те, аманса таврӑннӑ салтаксем каласа панинчен те лайӑх сисӗнет…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ку пӑши вара ман умра ҫапла тӑни питӗ тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Романра Жомини баронӑн ҫӗрӗпе именине Михха сутӑн илни, унӑн хуҫийӗ пулса тӑни ҫинчен сӑмах пырать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха ирӗкне стӑнавайӗпе исправникӗ Марлин, кӗпӗрнатӑрӗ те пӑхӑнса тӑни — кама ӗнентерме пултарӗ?

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун пирки эпӗ ҫакна калатӑп: социализмла пурнӑҫ тунӑ чухнехи хӗрӳллӗ тапхӑрта та ӗлӗкхи классен кӗрешӗвӗ ҫинчен пӗлни, пуянсем чухӑнсене епле тискеррӗн пусмӑрласа пурӑнни ҫинчен пӗлсе тӑни — пире пӗр усӑран пуҫне нимӗнле сиен те кӳрес ҫук.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Укҫа ӗҫлесе илме шанчӑк тупӑнӗ, анчах кун валли чӑтӑмлӑх, ҫине тӑни кирлӗ.

Появится шанс неплохо заработать, но для этого потребуются терпение и упорство.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хресченсем кунашкал чӗмсӗрленсе тӑни вулӑс тиекӗн кӑмалне яланах савӑнтарнӑ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватти маларах ыйхӑран тӑни кӗҫӗн ҫыншӑн аван мар.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, шарламасӑр тӑни те аван маррине пӗлсе: — Сӗтел хушшине чӗннӗшӗн тавтапуҫ, анчах хӑна пул-ма вӑхӑт ҫук. Хам та каҫ ҫеҫ таврӑннӑ та, аттепе те тӑраниччен калаҫман. Вӑл кӗтет мана! — терӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аптраса тӑни е парӑнни — тӑшмана ҫеҫ савӑнтарма пултарать.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑххи мар, Анук иртерех тӑни пушшех пӑшӑрхантарчӗ ӑна.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах хутне кӗме тӑни тепӗр чухне вырӑнсӑр та килсе тухма пултарать.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм сӑмах ҫукран сӑмах туса тӑни Огуречникова тарӑхтарса ячӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кумӑшӗ ҫине тӑни Ҫтаппан кӑмӑлне ҫирӗплетрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Типнӗ туратсем ҫинче выльӑх-чӗрлӗх пуҫ шӑммисем ҫакӑнса тӑни ку пӳртре юмӑҫ пурӑннине астутарать.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кучерӗ тем кӗтсе тӑни Лукарьене килӗшмерӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑлхинче пуп сасси янӑраса тӑни ӑна йӑлтах пӑтраштарса ячӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур ним тума пӗлмесӗр тӑни Лукарьене килӗшрӗ: «Апла тесен, эпӗ унӑн чӗрине тивертрӗм пулмалла… Мӗнрен начар арҫын вӑл… Тата каччӑ…» — ӑмсанса шухӑшларӗ те, пит-куҫне тӳсмелле мар ыратнӑ чухнехи пек туса: — Ах, Якур… Эпӗ ҫав тери йывӑр чирлерӗм… Пӗтӗмпех ыратать манӑн… — терӗ йынӑшнӑ сассипе.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed