Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗссем ҫинчи Аслатипе Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем ҫеҫ часах ҫывӑрса каяймарӗҫ.Гроза Океанов и Черный Мститель Испанских морей уснули не так легко.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем: «Вутсӑр-мӗнсӗр ҫула тухса каясси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук», — тенӗ.Черный Мститель Испанских морей заметил, что не годится отправляться в путь, не запасшись огнем.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Том Сойер, Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер тавӑракан!» — тесе пӑшӑлтатӗҫ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тата Тивериада тинӗсӗ патӗнче курӑннӑ.1. После того опять явился Иисус ученикам Своим при море Тивериадском.
Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне тинӗсе тетел яракан Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее курнӑ: вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Унтан кайсассӑн Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, унта пӗр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.29. Перейдя оттуда, пришел Иисус к морю Галилейскому и, взойдя на гору, сел там.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне Вӑл тинӗсе тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Петр теекен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее — курнӑ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Содом тинӗсӗ пулла сирпӗнтерсе кӑларӗ, ҫӗрле нумайӑшӗ пӗлмен сасӑ илтӗнӗ; анчах унӑн сассине пурте илтӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пур юханшыв та тинӗсе юхать, тинӗсӗ пӗрех тулса тӑкӑнмасть: юханшывсем ӑҫталла юхнӑ, вӗсем халӗ те ҫавӑнталлах юхаҫҫӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тинӗсӗ курнӑ та — чупсах кайнӑ; Иордан каялла чакнӑ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей ҫавӑн пекех Гад йӑхне, Гад ывӑлӗсене те ӑрусерен еткерлӗх ҫӗр пайласа панӑ: 25. вӗсенӗн еткерлӗхӗ Иазер, пӗтӗм Галаад хули, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫурри таран, Равва ҫывӑхӗнчи Ароера ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр, 26. Есевонран пуҫласа Рамаф-Мицфапа Ветонима ҫитиччен, Маханаимран пуҫласа Давир чикки таран выртакан ҫӗрсем пулнӑ, 27. тата айлӑмри Беф-Гарам, Беф-Нимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалӑхӗн, Есевон патшийӗн, юлашки ҫӗрӗ — Иордан шывӗпе чикӗллӗ, Иордан леш енче тухӑҫалла Хиннереф тинӗсӗ патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ: 2. Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ, 3. вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ; 4. Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ, 5. ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.