Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телефон the word is in our database.
телефон (тĕпĕ: телефон) more information about the word form can be found here.
— Ӑҫтан шӑнкӑравларӗ, ӑҫтан? — хыпӑнса ыйтрӑм эпӗ алла телефон еннелле тӑсса.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хаҫатра ҫунтармасӑр Анфиса Ксенофонтовнӑпа Глафира йӗркене кӗрес ҫук — фельетонах ҫырмалла вӗсем ҫинчен, фельетонах! — телефон трубкине ян! та ян! янратрӗ Елен.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах пукан ҫине вырнаҫса ларма та ӗлкӗреймерӗм — сӗтел ҫинче телефон янравлӑн шӑнкӑртатрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Телефон юписем пур.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Телефон юпи хурҫӑран мар та, тӗпренех хуҫӑлнӑ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ку таранччен вӑл шоферта ӗҫленӗ, ун пек-кун пек пӑтӑрмахсӑр ӗҫленӗ, анчах август уйӑхӗнчи пӗр синкерлӗ кун, ҫуттине ытларах сыпнӑ та, грузовикӗпе урам варринчи телефон юпине панлаттарнӑ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Унӑн шухӑшне пӗлем, — аллине телефон патне тӑсрӗ Анна Петровна.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Паҫӑр калаҫса пӗтереймерӗмӗр — телефон пӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханов темиҫе хутчен те шӑнкӑравларӗ, анчах телефон чӗлхесӗр ҫын пекех чӗнмерӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӗсен отрячӗ 11 эшелона, 18 кӗпере, чукун ҫул 3 кӗперне сирпӗтнӗ, 15 ҫухрӑм телефон ҫыхӑнӑвне пӑснӑ тата ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Унтан телефон катушки ҫине пушӑ консерва банкисене шӑтарса ҫыхатӑр, ӑна та пралук карта ҫине ҫӗр ҫумӗнчен кӑшт ҫӳлерех ҫыхса ҫакатӑр.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Пӗр-пӗрне телефон номерне панӑ.

Help to translate

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Хайхисем, чӗнменнисем, сӗтел хушшине вырнаҫса ларнӑ-ларман телефон сасси илтӗнчӗ кайрӗ.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Телефон та, шыва чикнӗ пек, шарламасть.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Уншӑн ӑна телефон кӗртме ҫеҫ пулӑшмалла.

Help to translate

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Ольга Мироновна пулатӑп-ха, — терӗ те Сонек, телефон трубкине хучӗ.

Help to translate

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Унтан, хӑвӑрт кӑна телефон трубкине илчӗ те «ноль виҫҫӗ» цифрӑсене майӗпен сылтӑмалла шутарчӗ, хӑй сисмесӗрех сулахай куҫ хӳрине хӗссе илчӗ, куланҫи турӗ, ун куҫӗ умне мӑшӑрӗн сӑнарӗ курӑнчӗ:

Help to translate

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Телефон тавраш пирӗн ача ҫуртӗнче мар, ял Советӗнче те ҫук.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӗркури адресне пӗлтерсен, телефон кӗпҫинчен хӑнкӑр-ханкӑр арҫын сасси кӑра ҫил пек тӳнкӗртетсе, ҫуйланса илчӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Колхозниксен килӗсене газ, телефон (электрицӑ ҫути, чӑнах та, унчченех пурччӗ-ха) кӗртсен ку ял пурнӑҫӗ татах та ытларах чӗрӗлсе, амаланса, ача-пӑча шавӗлленсе кайрӗ, савӑнӑҫӗ-кулли те, ӗмӗрсенчен юлнӑ йӑли-йӗрки те, юрри-ташши те таврӑнчӗ унта.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed