Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ольга та ҫийӗнчех ӑнланса илеймерӗ ӑна: Обломовӑн тӗксӗм, сӳрӗк сӑнӗ сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ; питне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ; унӑн шухӑшӗсем хускалчӗҫ, куҫӗсенче туртӑмпа ирӗк вӑйӗ ялкӑшма пуҫларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ун ҫинчен: вӑл сӳрӗк, ӑна нимӗн те интереслентермест, унӑн чӗринче йӑлтах сӳннӗ, терӗ…Штольц сказал про него, что он апатичен, что ничто его не занимает, что все угасло в нем…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӑлари уявсене, ӗҫкӗ-ҫикӗсене ӑшӗсене вӑркатса кӗтеҫҫӗ вӗсем, кайран вара, ача тӗне кӗртсен, ҫынна авлантарсан е пытарсан, ҫав ҫынна, унӑн шӑпине манаҫҫӗ те кулленхи сӳрӗк пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлаҫҫӗ; ҫӗнӗрен килсе тухнӑ ҫавнашкал сӑлтавсем ҫеҫ — ачана тӗне кӗртни, туй туни, тата ыттисем — вӗсен ҫакнашкал пурнӑҫне каллех урӑхлатаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ыйхӑ, сӳрӗк пурнӑҫӑн ӗмӗрхи шӑплӑхӗ, ниҫта тухса ҫӳремесӗр пурӑнни, тӗрлӗрен чӑн-чӑн сехӗрленӳсем, тем те пӗр пулса иртнисемпе хӑрушлӑхсем чӑн пурнӑҫрах ҫынна урӑхла, пулма пултарайман пурнӑҫ шухӑшласа кӑларма хистенӗ пулӗ, ҫав пурнӑҫра вара ӗҫсӗр ӑс-тӑн валли иртӗнӳпе йӑпану е кулленхи ӗҫсен тупсӑмне шырамалла пулнӑ пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Именчӗк те сӳрӗк кӑмӑлне пула, вӑл ют ҫынсен умӗнче, шкулта — унта ачаш ӳснӗ ачасене те уйрӑммӑн пӑхман — хӑйӗн кахаллӑхне, юнтармӑш кӑмӑлне пӗтӗмпех палӑртма пултарайман.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тулли кӗлеткеллӗ ҫамрӑках мар арҫын сӳрӗк питне ун енне ҫавӑрчӗ, анчах чарӑнса тӑмарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра та вӑл хӑйне сӳрӗк тытрӗ, никам умӗн те авкаланмарӗ, ӗнтӗ ҫаках темӗн ҫинчен те калать!Во все время прогулки она была рассеянна, ни с кем не кокетничала, — а это великий признак!
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫиелтен пӑхсан, вӑл чирлисене малтанхи пекех тӗплӗн, тинкерсе тӗрӗслерӗ, анчах пурте вӑл халӗ сӳрӗк пулнине, пачах та ытти чухнехи пек маррине асӑрхарӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кашни ҫынпа тарават кӑмӑллӑ, пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, вӗсене ырӑ канаш-сӗнӳ парса пулӑшма та тӑрӑшакан Ольга Васильевнӑна сӳрӗк сӑн-питлӗ пулнине нихӑҫан та курман.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Хӗрӗ сӑлтавсӑр-мӗнсӗр кулнине вӑл ахаль те чӑтма пултараймасть; савӑк хӗрӗ ашшӗне хуман, ашшӗ унӑн ялан салху та сӳрӗк ҫӳрекен ҫын.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сурчӗ Давыдов ҫавнашкал ӗҫ ҫине, Сидоровича чӑрмантарас мар тесе, хаяр боцман пек вӑрҫа-вӑрҫа, тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пӑрахса кайрӗ: кичем, сӳрӗк кӑмӑлпа колхоз правленийӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытла та сӳрӗк кӑмӑлпа тумланчӗ вӑл.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.