Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тиншӗк шарт сикрӗ, кравать ҫинчен вӑшт ҫеҫ сирпӗнчӗ те каҫӑрӑлса тӑчӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӑнтӑркка ача тӑват-пилӗк утӑм айккине сирпӗнчӗ, анчах ӳкмерӗ, хӑрах аллипе питне тытса, пӗкӗрӗлсе анчӗ, шыҫмакӑн урисем хушшипе уҫлӑха хӗсӗнсе тухасшӑн пулчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Разметнов хӑранипе айккинелле сиксе ӳкрӗ, кушак аҫи, тӑватӑ урине чармакласа, симӗс куҫне вылятса, мекӗрленсе ҫухӑрса, ун умӗпе вӗҫсе иртрӗ, унтан ҫӗр ҫине ҫемҫен пырса ӳкрӗ те, тем пысӑкӑш хӳрине тилӗ пек саркаласа, пӗтӗм вӑйпа пахчаналла сирпӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Щукарь мучи картишӗнчен тухса сирпӗнчӗ.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Маргаритӑпа Федор ҫине те сирпӗнчӗ паллах, ҫапах та ытларах Женьӑна лекрӗ.Обдала она и Федора с Маргаритой. Львиная доля воды досталась Жене.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Аппӑшӗ кӑшкӑрма та ӗлкӗреймерӗ, пусма ҫине тухса сирпӗнчӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вут хӗлхемӗ кӗлте пек сирпӗнчӗ.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя та, урисем пуррипе ҫуккине сисмесӗр, юлташӗ хыҫӗнчен сирпӗнчӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗленче пробки пӑшал пек персе тухса сирпӗнчӗ.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шыв пароход ҫинех сирпӗнчӗ:
VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан тӑруках майор хӑйӗн тарелкине хыттӑн тӗксе, аяккалла сиктерсе лартрӗ, тарелкӑри яшка юлашки те скатерть ҫине сирпӗнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей тӗмӗсем хушшинчен хӑратса кӑларнӑ мулкачӑ, кулӑшла сиккелесе, ялалла кӗрсе кайрӗ те калитка умӗнче малти урисене ҫӗклесе, юпа пек хытса ларчӗ, вӑл, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ те хӑй хыҫҫӑн темле пысӑк та тӗлӗнмелле чӗрчун йӗрлесе пынине курчӗ, вара ҫунса пӗтнӗ пушӑ палисадниксем ҫуммипе малалла сирпӗнчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Пирӗн пӗчӗк кӗтӳҫӗ пуҫӗ ҫинчи лупас тӑрри сирпӗнчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
3. «Эпӗ юхтаркӑчра пӗчченех ӗҫлерӗм, халӑхсенчен никам та Манпа пӗрле пулмарӗ; Эпӗ вӗсене ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене хаярлӑхӑмпах пусартӑм; вӗсен юнӗ Манӑн тумтир ҫине сирпӗнчӗ, Эпӗ Хамӑн мӗнпур тума вараласа пӗтертӗм: 4. тавӑру кунӗ — Манӑн чӗремрехчӗ, Манӑн тавӑру ҫулталӑкӗ ҫитрӗ. 5. Пӑхрӑм та — пулӑшакан пулмарӗ; хунтӑлакан ҫуккинчен тӗлӗнтӗм Эпӗ; анчах Мана Хамӑн вӑй-халӑм пулӑшрӗ, Хамӑн хаярлӑхӑм хунтӑларӗ Мана; 6. халӑхсене Эпӗ Хамӑн ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмпах аркатрӑм, вӗсен юнне ҫӗр ҫине тӑкрӑм».
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.