Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑсем (тĕпĕ: сасӑ) more information about the word form can be found here.
Сасӑсем шӑпланмарӗҫ: ҫав-ҫавах вӑйлӑ ҫил макӑрса йӗрет пек, тулта пӗренесем шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ пек, йывӑҫ ҫумӗнче улатакка чарӑна пӗлми сӑмсипе шаккаса ларнӑ пек…

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ҫивӗч сасӑсем сасартӑк хупланса лараҫҫӗ.

Потом звуки стали приглушеннее.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сасӑсем ҫывхарнӑҫем ҫывхарса килеҫҫӗ.

Звуки становятся все ближе и ближе.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сасӑсем ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса килсе Ухтиван ҫумӗнченех хӑвалӑхалла иртсе кайрӗҫ.

Уже слышны голоса бегущих, а вот и они промчались мимо Ухтивана.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан сасӑсем каллех ҫӗре персе анаҫҫӗ, тӑвӑнса лараҫҫӗ, таҫти тӗпсӗр шӑтӑка ӳксе ҫухалаҫҫӗ.

Но вскоре звуки снова стали гаснуть, уходить в землю, в густеющую ночь…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унта-кунта хаяр сасӑсем те илтӗнеҫҫӗ:

Слышны и другие слова, недобрые, с угрозой.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав хуйхӑллӑ сасӑсем Чуна ҫурса йӗреҫҫӗ, Вӑйлӑ тӑвӑлпа пӗрле Таҫта ҫитех ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сана кунта патӑр! — теҫҫӗ ӑна сасӑсем.

Help to translate

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ай, хитре ҫапрӑн вара, ывӑлӑм! — илтӗнчӗҫ сасӑсем унтан та кунтан.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун шавӗнче таҫта ҫакӑнтан инҫе те мар пек туйӑнакан куҫа курӑнман пӳлӗмре ҫынсем калаҫнӑ е ӳсӗрнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чечекпи, ҫав тери тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраканскер, час вӑранаймарӗ, сасӑсем вӑйланнине илтсе амӑшӗ ӑна вырӑн ҫинчен сӗтӗрсех антарчӗ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура хӗрарӑм тарҫӑсенчен пӗри чӑтаймасӑр: «Ай, вӗлерчӗ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ, арҫынсем хушшинче ахлатнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шанчӑклӑ йыттине ҫавӑтса вӑл сасӑсем илтӗннӗ еннелле утрӗ.

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай ҫывӑха ҫитсен Хусан ҫыннисен киммисем ҫинче те ахлатнӑ, вилес умӗнхи чун хавалӗпе кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем пӗр вӑхӑт шавласа илчӗҫ, унта та кунта ҫиллес сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Help to translate

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пырӗнчен ӑнланайми сасӑсем кӑна тухрӗҫ.

Help to translate

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Нукерсем пӑлхарсене нухайккапа сӑтӑрса шыва кӗртсе путарма пуҫласан кӑна, ылханса кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Калаҫнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Нумай кӑна ӗҫсе ӳсӗрӗлсен тул енчен ҫуйхашнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Калаҫнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ:

Help to translate

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed