Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртрен (тĕпĕ: пӳрт) more information about the word form can be found here.
Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.

Help to translate

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра, ашшӗ сассине илтсе, Вова кайри пӳртрен чупса тухрӗ те хӑпӑл-хапӑл крыльца алӑкӗн сӑлӑпне туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картишне тухакан чӳречерен выльӑхсемпе арӑмне асӑрхасан: — Энтрей, тӑхта, эпӗ халех! — тесе кӑшкӑрчӗ те Сахар, пӳртрен вӑркӑнса тухрӗ, Тарье умне ҫитсе те тӑчӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ырӑ каҫ пултӑр, — тесе, Иванпа Сергей пӳртрен тухрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вовӑпа Оля пулӑшнипе пружина матраслӑ кравате кайри пӳртрен малтине куҫарчӗ, мамӑк тӳшек сарса, малтан чӑлт-шурӑ ҫитӗ, ун ҫинчен чечеклӗ утиял витрӗ, пӗр-пӗрин ҫине пилӗк-ултӑ кӑпӑшка минтер купаларӗ.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан ҫыхма тытӑннӑ пански чӑлхана сак пуҫне хучӗ те пӳртрен ним сас тумасӑр тухрӗ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫак сӑмахсемпе вӑл кайри пӳртрен васкаса тухрӗ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар арӑмне хирӗҫ ним калама аптӑраса тӑчӗ-тӑчӗ те ним чӗнмесӗрех, аллине сулса, пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна Петр Петрович лартса кайни ҫинчен пӗлтерсен, Сергей кравать ҫинче ахлаткаласа выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ патне пырса: — Намӑссӑр! Сахал пулчӗ-ха сана, кӗҫҫе пит! — терӗ те ӑна, чӗн чӑпӑрккипе туртса илсе, ҫирӗп утӑмсемпе пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юрӗ, Сахар тете — Хрестук хаш! сывласа илсе, пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӳртрен тухнине хуҫа крыльца алӑкӗн хушӑкӗнчен аванах курчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Варсан Викторович ывӑлӗ патӗнчен пӑрӑнчӗ те кӳрши ҫине пӑхмасӑрах пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртрен хыпаланса тухнӑ кил хуҫисемпе хӑнисем хыҫлӑ ҫунасем тавра чупкалама тытӑнчӗҫ, кӗтнӗ ҫыннисен тӑлӑпӗсене хывма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ҫап-ҫутӑ пушмакӗсемпе шак-шак! тутарса салтак пек ҫаврӑнчӗ те пӳртрен ҫирӗппӗн утса тухса кайрӗ.

Help to translate

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ халех хӑйне чӗнсе килетӗп, — тесе, ачисене тумлантарса тӑракан Тарье пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр, пурне те пуҫ тайса, пӳртрен тухрӗ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра чӑмӑрӗпе ыйӑхлӑ куҫӗсене йӑваласа, ун-кун пӑхкаласа, картишӗнчи пӳртрен Мирун персе тухрӗ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуранта ялан апат пиҫтӗр, пӳртрен ҫын ан татӑлтӑр.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed