Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуртӑ the word is in our database.
пуртӑ (тĕпĕ: пуртӑ) more information about the word form can be found here.
Чи малтан ҫитнӗ Сахрун, ыттисем килессе кӗтсе, пуртӑ аврин тимӗр савӑлне шаларах ҫапса кӗртрӗ, шуратма тесе икӗ юман кӗрешне юнашар йӑвантарса хучӗ.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуртӑ тытманни нумай пулатчӗ-ха, тавах ырӑ ҫынсене ӗҫ тупса панӑшӑн, — терӗ Кӑтра Михала, хыр пӗрени ҫине утланса ларса.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан пӗр-ик пуртӑ кӑна пӑртак ылмашӑнарах шаккатчӗҫ, унтан вӗсен ҫумне ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырма хӗрринче иртенпех пуртӑ сасси илтӗнет.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ферма ҫурчӗсем патне курма кӑна, ӗҫ мӗнле пынине пӗлме кӑна каять, ҫапах та ал-линче пуртӑ (тен, мӗн те пулин юсаса хӑвармалла пу-лать).

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ, Левентейпе калаҫнӑ хыҫҫӑн витене тек кайса та кӗместӗп тесе килне таврӑнчӗ те мӗн тӑвассине пӗлмесӗр аллине пуртӑ ярса тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хутран-ситрен пулӑшкалӑп, час-часах пуртӑ тытмасан манӑн ывӑҫ тупанӗсем кӗҫӗтме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик каялла пӗр-ик утӑм турӗ те пӗшкӗнсе кровать айӗнчен пуртӑ илчӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем тӗрлӗ ухӑ пӗкечи, ухӑ йӗппи, пуртӑ, сӑнӑ, сӗреке-атма таврашӗ тата тем те пӗр туянма пулать кунта.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра Северьян ӑна ҫурӑмран пуртӑ ҫивӗчӗшпе пачӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сиксе тухнӑ-тухман ӑна пуҫран пуртӑ тӑршшӗпе паратӑн.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек ҫӗнӗ тимӗрҫӗ лаҫҫине пуртӑ хӑйраттарас сӑлтавпа пычӗ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗкӗрҫӗсем Алтайкино текен ялта килӗрен киле ҫӳресе темиҫе пуртӑ тупрӗҫ.

Help to translate

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуртӑ ҫук-ҫке пирӗн, Тукай ӗмпӳ, — терӗ ыттисем нимӗн те чӗнменнине кура Ятламас.

Help to translate

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗкме тунӑ ҫӗрте ҫеҫ пуртӑ сассисем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асту, ку пуртӑ вӑл санӑн мар, ӗҫе пӗтерсен ӑна санран туртса илеҫҫӗ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимӗ пушанса юлчӗ — юлашки хут пуртӑ ҫӗклекен ҫынӗ никам тӗртсе ямасӑрах вӑйсӑррӑн кимӗ айккине шуса анчӗ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗр пуртӑ йывӑҫа касать.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуртӑ пур, хуран пур, тӑвар пур.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрать-ха килте арҫын нумай пулсан вӑрман хӑртнӑ ҫӗрте арҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе эрне хушшинче вӗсем пысӑк лаптӑках кӑклама ӗлкӗреҫҫӗ; арҫын сахал йышра вара ҫитӗннӗ-ҫитӗнмен хӗрсен те аллисене хӑрт, пуртӑ, кӳсек тытма лекет, вӗсем те арҫынсемпе танах юман кӗрешӗ йӑвантараҫҫӗ, тем пысӑкӑш тункатасене хиреҫҫӗ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed