Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питлӗ the word is in our database.
питлӗ (тĕпĕ: питле) more information about the word form can be found here.
Ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗ сӑрӑпа сӑрланӑ урай варринче — ҫавра питлӗ пысӑк сӗтел.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Наташа выртса-тӑраканнине тӗрӗллӗ питлӗ пӗчӗк ҫытарсемпе илемлетнӗ, пуҫӗнче — шӑтӑклаллӑ каркӑҫ; теприсем ҫинче те — тӗрӗллӗ виткӗч.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ху вара, халиччен эп пӗлмен, Икӗ питлӗ суя ҫын иккен.

Help to translate

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Вӑл ман пекех шатра питлӗ, сӑнсӑр хӗрарӑм, теҫҫӗ.

Help to translate

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Хуп-хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхларах питлӗ, тӳрӗ сӑмси ҫумӗнчен тута хӗрринелле икӗ тарӑн йӗр анать.

Help to translate

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑравҫӑ, йӑпӑлти, икӗ питлӗ ҫынсем явӑнаҫҫӗ ун тавра.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Следователӗн Ҫӑварни пӗлӗмне аса илтерекен ҫаврака питлӗ, шакла хырнӑ пуҫӗ ун ҫине хӗсӗнмен, тӗпчевлӗ куҫӗсемпе тинкерчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Не положено, — НКВД дежурнӑйӗ, шурӑ питлӗ Ращупкин лейтенант Ермолай кушилне вӗҫкӗннӗн тӗртсе ячӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

НКВД дежурнӑйӗ, шатра питлӗ лейтенант, алӑк картласа тӑчӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ акӑ ҫав кӗрен питлӗ «ранеткӑсенчен» пӗри ун умӗнче тӑрать.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурте вуланӑ-и? — тӗксӗм питлӗ доярка Санюк, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑскер, шкул пури ҫинче шуралса тӑракан листовка ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Престол уявӗсенче, уйрӑмах туйра е пумилккесенче чӑваш йӑли-йӗркипе ҫемьере чи ваттине е чи хисеплӗ хӑнана сак ҫине тӗрленӗ «питлӗ» тӗк тӳшек хурса параҫҫӗ: тӑвансем хушшинче тӑнӑҫ пурнӑҫ тата ӑнланулӑх хуҫаланччӑр тесе.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аяларах икӗ питлӗ сӑмахсем: «Кашни ҫемье хӑй ирӗкӗпе патшалӑха пама сӑмах парать…»

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ, ҫирӗп тымарлӑ, тӑн-тӑн кӳлепеллӗ, яка питлӗ, сивӗ те чӑрсӑр куҫлӑ ҫын пулчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӑхӑртарах тӗслӗ сарлака питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ҫӑра та хытӑ ҫӳҫлӗскер, вӑл ялти паллӑ столярӑн Ермолай Кузнецовӑн ывӑлӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ниме пӑхмасӑр Ваҫилен чӗри ҫак, ҫӗмӗрт пек, хура кӑтра ҫӳҫлӗ, тӗксӗм питлӗ каччӑ патнех туртӑннӑ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Питӗ хитре улмисем, хӗрлӗ питлӗ аниссем — вӗҫекен пан улмисем!

Help to translate

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Иккен хӗрлӗ улмасем — хӗрлӗ питлӗ аниссем — вӗҫекен пан улмисем!

Help to translate

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Хӗрлӗ питлӗ ҫич улма чиелӗхе пӑрахса кайса ларчӗҫ васкасах анкартинчи вӑрмана.

Help to translate

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

— Кур-ха, Тимуш, ҫавӑнта хӗрлӗ питлӗ ҫич улма!

Help to translate

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed