Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк шыв мар вӑл Днестр, нумай унта тӗрлӗ шыв юпписем, ҫӑра хӑмӑшлӑхсем, ӑшӑк вырӑнсем тата тарӑн тӗлсем, шыв куҫкӗски пек йӑлтӑртатать, ун ҫийӗнче акӑшсен янӑравлӑ сасси хыттӑн илтӗнсе тӑрать, хир кӑвакалӗ хӑвӑрттӑн вӗҫсе иртет, хыт туналлӑ курӑксем хушшинче тата ҫыран хӗрринчи вырӑнсенче вӗтел-кайӑксем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ ӑсансем тата ытти тӗрлӗ кайӑксем нумай хӗвӗшеҫҫӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӗнтӗ козаксен речӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт сайралса пыраҫҫӗ, нумай, нумай паттӑрсем ҫук ӗнтӗ, анчах парӑнмаҫҫӗ-ха, чакмаҫҫӗ-ха козаксем.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Нумай цехин, туроксен нумай хаклӑ пурлӑхне, пусма-таварне, тӗрлӗ эрешне тытса илнӗ пулнӑ ун чух.Много набрали они тогда цехинов, дорогой турецкой габы, киндяков и всяких убранств.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Нумай пурлӑх илнӗ ун чухне козаксем, хӑйӗн тӑван ҫӗршывне чаппа таврӑннӑ, нумай вӑхӑт хушши ырӑласа юрланӑ бандурисем Мосий Шило ҫинчен.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Нумай хуйхӑ курнӑ, ӗҫпе ҫапӑҫура пиҫнӗ, пурӑнӑҫра тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ ҫынсене тата нимех те курман, анчах ахах пек чӗрисемпе ҫакна туйса илсе хӑйсене ҫуратнӑ ватӑ ашшӗсене ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ кӳнӗ ҫамрӑксене ватӑ Тарас сӑмахӗ нумай лайӑх ӗҫсене аса илтерчӗ пулас.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ытти ятлӑ та тӗреклӗ козаксем те нумай: Вовтузенко, Черевыченко, Степан Гуска, Охрим Гуска, Мыкола Густый, Задорожний, Метелыця, Иван Закрутыгуба, Мосий Шило, Дегтяренко, Сидоренко, Пысаренко, унтан тепӗр Пысаренко, унтан тата тепӗр Пысаренко, тата ытти маттур козаксем те нумай.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Нумай, питӗ нумай ачасене орденсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
«Хисеплӗ пансем, эсир ӑна манран та лайӑх пӗлетӗр пулӗ те-ха, анчах халь ҫакӑн ҫинчен сӑмах ҫӳрет: нумай запорожецсем шинкарьсене тата хӑйсен ҫыннисене питех те нумай парӑма кӗчӗҫ, вӗсене ӗнтӗ халь никам та ӗненмест те.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫак ҫынна асаплантарса вӗлернӗ картинӑна вӑл кайран нумайччен астуса пурӑнчӗ, хӑрушӑ тупӑкпа пӗрле чӗрӗллех ҫӗр айне тунӑ ҫын нумай вӑхӑт хушши ялан ун куҫ умӗнче пулчӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунта офицерсем те нумай пулнӑ, кайран ку офицерсем король ҫарӗсенче чапа тухнӑ; кунта опытлӑ партизансем нумай пулнӑ, вӗсем хӑйсен ӑслӑ пуҫӗпе ҫапла шутланӑ: кирӗк ӑҫта пулсан та ҫапӑҫмалла ҫеҫ пултӑр, мӗншӗн тесен чипер ҫынна ҫапӑҫусӑр пурӑнни килӗшмест, тенӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Санӑн укҫа пур… нумай укҫа… ытти моряксенчен нумайрах.У тебя есть деньги… много денег… больше, чем у других моряков.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сасартӑк сӑнама пуҫлать вӑл: пурри унӑн — питӗ нумай, шӑпа ӑна нумай пӳрнӗ.Вдруг она рассматривает, как много имеет, как много далось ей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Паллах, хӗрсем те нумай куҫҫуль тӑкнӑ, чӗрисене нумай ҫунтарнӑ.Невесты, конечно, тоже слез лили немало, и сердце у них так и колотилось.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫитменнине, Хырса Пухакан Тан вӗсене те нумай ҫаратнӑ, нумай тарӑхтарнӑ.Ведь Тан Загребала эксплуатировал и угнетал их так же, как и нас.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Нумай, нумай курӑн-ха ерӗшкесене…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чжан комиссар: «Массӑсем тӗлӗреҫҫӗ-ха. Нумай ӗмӗрсем хушши пуҫпулса тӑнӑ феодализма аркатса тӑкма ҫав тери вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кирлӗ. Ӑна хускатасси — ҫӑмӑл ӗҫ мар. Пирӗн нумай работниксем халӑха кӗрешӗве ҫӗклеме шикленеҫҫӗ. Вӗсем массӑсен хусканӑвне чакарма, ӑна пӗчӗклетме тӑрӑшаҫҫӗ. Кун пек пулма юрамасть…» — тесе каланипе Сяо Сян пӗтӗмӗшпех килӗшрӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та, вунсакӑр уйӑх ҫапӑҫни ҫинчен, вӗренес тӗлӗшпе нумай ӗҫлени ҫинчен, малашне мана нумай вӗренсе ӗҫлемелли ҫинчен, хамӑн учительсемпе вӑрҫӑри юлташсем ҫинчен каласа патӑм.
5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Каннӑ вӑхӑтра лётчиксем нумай вуларӗҫ, агитаторсен калаҫӑвӗсене нумай итлерӗҫ, стена хаҫачӗсем кӑларчӗҫ.В эти дни лётчики много читали, слушали беседы агитаторов, выпускали стенные газеты.
20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Нумай тӑрӑшмалла, нумай чӑтмалла пулчӗ.
Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Николай Островскин чаплӑ кӗнекине эпӗ нумай хутчен вуласа тухрӑм, вӑл мана вӗренсе ҫитӗнме нумай пулӑшрӗ.
2. Вӗренме шутларӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.