Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) more information about the word form can be found here.
Ӑслӑ хӗрарӑм, вӑл кӗтмен калаҫу мӗне пӗлтернине ӑнланчӗ, ҫавӑнпа ӑна малтан пуҫлама хӑю ҫитереймерӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен ҫӗртен хӗрӗ тӗлӗкре йынӑшса илчӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен, палламан ыратӑва пула.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— А-а-ах! — кӗтмен ҫӗртен малта йынӑшни илтӗнчӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чарӑн, хӗвне мӗн чикрӗн? — унӑн пилӗкне хыпалама хӑтланчӗ, анчах мелсӗррӗн кӑкӑрне сӗртӗнчӗ, кӗтмен ҫӗртен чӗтренсе илчӗ, токпа ҫапнӑ пек.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальлӗхе пӗлмерӗ-ха вӑл, савӑнмалла кӗтмен хыпаршӑн е хурланмалла?

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Те тахӑшӗ кӑшкӑрса ячӗ, те сывлӑш хӑех ҫак кӗтмен хыпарпа янраса кайрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ку тата мӗнле кану ҫурчӗ? — ҫил-тӑвӑл лӑпкӑ пӳлӗме кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен ҫӗртен вӑйсӑр ҫутӑсене асӑрхарӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хытӑ-и? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ хӗр.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эс мана качча тухма хатӗр-и? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ купӑсҫӑ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӗтмен ӳкерчӗк курнипе сасартӑк ахлатса илчӗ: ялтан такам хыҫлӑ ҫунапа тухнӑ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм хӗрелсе кайрӗ, кӗтмен ҫӗртен пулнипе чӗтресе те илчӗ, тӳпе пек сенкер куҫӗсем йӑлӑннӑ пек пӑхрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее басмачсем тусемпе сӑртсенче чавнӑ тоннельсенче хӑйсен лашисемпе пытаннӑ, ҫӗрле кӗтмен хӑнасем ҫине тапӑннӑ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та доярка ун ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ, куҫӗсенчен вут-хӗм сирпӗнчӗ, ҫавӑнпа кӗтмен хӑна ҫухалсах кайрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешӗ вара кӗтмен ҫӗртен персе янӑ:

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуйхи вара пурпӗр кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса анчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен ҫӗртен Кузнецовӑна институт директорӗ патне чӗнтерчӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырсарникун ҫеҫ кӗтмен уяв ҫитрӗ пулас — урамра ҫамрӑксене вӑййа тухма илӗртекен купӑс сасси илтӗнчӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Савни ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатни мӗнле тӗлӗнтермӗш иккен», — пӑраларӗ хӗре кӗтмен шухӑш-туйӑм.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed