Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ача чухнех, урамра пӗр-пӗр ыйткаласа ҫӳрекен ҫынна курсан — вӑл вӑхӑтра ыйткалакансем питӗ нумайччӗ — чӗнсе кӗртет те ӗҫтерет-ҫитерет, юлашкинчен пӗр-пӗр кивӗ тум-тир парса ярать.
Кукамӑшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хусан тутарӗ, чӑнласах та, кӗрешме пит ӑста пӗлет иккен, хӑрах урине Имет ури хушшинех хутлатса кӗртет те, ҫӗклесе илсе пӑх-ха ӑна ҫавӑн пек чухне.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Мишшана вӑл алшӑллипе ҫурӑмран яваклантарса пӗкӗ пек авса кӗртет, каччӑ ҫапах та шуса тухса хӑтӑлать.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюк хӑнасене сайра кӗртет.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Таня яланах Тёмӑна шыва кӗртет.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Таврари ҫутҫанталӑк ҫакнашкал чӗрӗлни ача сӑн-питне темӗнле ҫав тери тӗлӗннӗ тӗс кӗртет.На лице мальчика это оживление природы сказывалось болезненным недоумением.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анне ачасене шыва кӗртет, эпӗ вӗсене шӑлса типӗтетӗп.
16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Анне ачасене шыва кӗртет.
16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тупӑсенчен пӗр чарӑнмасӑр персе тӑни ҫурӑлнӑ кантӑка янратать, ҫурта фронтри хӑйне евӗрлӗ хӑтлӑх кӗртет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӑмси ҫине «тухтӑр» кӗленчесӗр куҫлӑх утлантарса лартнӑ, ку вара ачана чӑннипех те темле, нумай вӗреннӗ ҫын сӑнӗ кӗртет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫанталӑк усалланса кайнӑ пулин те, ҫапӑҫури тӑрмашу пекех, вӑл ҫынна вӑй та кӗртет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫурхи хӗвел вӑрӑм та вӗри ӗмкӗч урисемпе ҫӗр нӳрлӗхне сӑхса илет; ӳсен-тӑранпа чӗрчуна хайӗн йӗкӗр ывӑҫӗ ӑшне хупласа, вӗрсе чун кӗртет…
Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.
Алексей те йывӑр кӗреҫине ту хысакӗ ҫине хыттӑн та вӑйлӑн пусса кӗртет.Алексей размашисто и сильно врубался в гребень тяжелой лопатой.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӗреҫине вӑл ту хысакӗ ҫине хӑвӑрт пусса кӗртет, унтан ӑна вӑйпах хӑй патнелле туртса илет те тӑпра чӑмаккине ҫӗклесе айккинелле ывӑтать.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пулса иртнишӗн Гомперс мистер питӗ кулянать, анчах ку ӗҫре сиен курнисем шутне хӑйне те, юлташӗсене те кӗртет, мӗншӗн тесен митинг вӑхӑтсӑрах саланса кайнӑ тата ҫакӑ вӑл вӗсем пуху прависене хытӑ пӑснине пӗлтерме пултарнӑ.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ӑшӑ пӳртре кӗтсе илет, ҫитерет-тӑрантарать, ҫул ҫинче тертленнӗ ҫыннна мунча та хутса кӗртет.Приютит, накормит, да еще и баню истопит для измотавшегося в дороге человека.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пан улмисене, ӗнесене ӗнтӗ, кӗтӳҫӗ ҫак сӗм вӑрмана хӑваласа кӗртет, вӗсем унта Меркидон ҫӑварӗпе тӗрлӗ саслӑн мӗкӗреҫҫӗ; час-часах пушӑ шартлатать, кӗтӳҫӗ хулӑн саспа кӑшкӑрни илтӗнет:
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ирӗклӗ штата пырсанах вӑл чи малтан укҫа пухма тытӑнать имӗш, пӗр цент та уссӑр салатмасть, укҫа пухса ҫитерсенех арӑмне фермӑран тӳлесе кӑларать; (арӑмӗ Уотсон мисс пурӑнакан ҫӗрте, фермӑра ӗҫлет) унтан вӗсем иккӗшӗ пӗрле ӗҫлесе укҫа пухаҫҫӗ те икӗ ачине тӳлесе илеҫҫӗ, енчен хуҫи вӗсене сутма килӗшмесен, вӑл пӗр-пӗр аболициониста ӳкӗте кӗртет те, лешӗ ачасене вӑрласа тухать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Якалса кайнӑ аркӑллӑ кӗрӗк пиншакне вӑл йӳле янӑ, икӗ йӗс тӳмепе тӑп-тӑп тӳмеленӗ кӑвак салтак гимнастёркин ҫухави слесарь кӳлепине уяври пек тирпейлӗ сӑн кӗртет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл Ритӑна аяккалла чӗнсе илчӗ те ӑна хӑй мӗн тума шухӑшлани ҫинчен каласа пачӗ: вӑл вагона кӗрет те вагон чӳречине уҫать, чӳрече витӗр вара Ритӑна сӗтӗрсе кӗртет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.