Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хуллен ларчӗ те кӗпине темиҫе йӑрӑм туса ҫурчӗ, аяк пӗрчисене вӗсемпе бинт евӗр ҫыхрӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫиҫкӗнчӗк, тӑрӑ кӳлӗ, путакан пӗлӗтсемпе тулсах ларнӑскер, тӳлек, ҫын йӗрри-паллисӗр, ҫавӑнпа та Горн ҫав самантрах питӗ хӑвӑрт, талтлатса тапакан чӗрипе ҫаврӑнчӗ; каттӑркӑҫ сиксе тӑнӑ, унӑн ҫӗҫҫин йӑнӑш сулӑмӗ Горн кӗпине ҫурса ячӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тинг Ассунта кӗпине хыпаланса хыврӗ; вӑл сулахай енчен, хул айӗнчен юнпа пӗвеннӗ; Тинг кӗпе ҫаннине касса татрӗ те сурана пӑхса тӗпчерӗ.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Пурин патӗнче те, — кӗпине чӗтрекен аллисемпе турта-турта хуравларӗ чирлӗскер.— У всех, — натягивая дрожащими руками рубашку, сказал больной.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Ют ҫын кӗпине, чӗнтӗрлӗскере, тӑхӑнса лартрӑн!
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Шах-Дуран кӗпине вӗҫертрӗ те вӗтӗ шӑрҫасемпе эрешленӗ хутаҫран виҫӗ пӗрчӗ тулӑ кӑларчӗ.Шах-Дуран расстегнул платье и достал из бисерного мешочка три пшеничных зерна.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Операци шутсӑр ӑнӑҫлӑ иртнине пӗлсен Дэзи хӑйӗн пӗчченҫӗ тасалӑхӗ сывлакан пӳлӗмне таврӑнчӗ, ларса шӑппӑн макӑрчӗ; халичченхине чӗрсе хуратакан юлашки тӗл пулӑва сапӑр хӑюлӑхпа каймашкӑн ҫуллахи чи капӑр кӗпине тӑхӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Юратупа, хӗрхенӳпе хумханнӑ Тави тӳмисене вӗҫертрӗ, ҫаннисене тавӑрчӗ, питех те хитре пурҫӑн кӗпине хыврӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ҫинҫе, ҫӳллӗ хӗр унӑн кӗпине чуп тӑвакан ҫын патне пӗшкӗнчӗ.Тоненькая, высокая девушка нагнулась к целующему ее платье человеку.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Калаҫкалаҫҫӗ: унӑн ӳчӗ пӗтӗмпех каснӑ-чӗрнӗ суранпа витӗннӗ имӗш: ҫырана тухсан пӗррехинче чипер ют пикене комплимент каланӑшӑн-и е тӗл пулнӑ малтанхи ҫыннах, кӗпи тӑхӑннӑ джентльмена, ҫул парас килменнишӗн-и, — анчах ҫакна эпӗ ҫирӗплетсех калаймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн умра штурман кӗпине нихӑҫан та хывман; ӑна вӑл виҫӗ хутчен хывать — пысӑк уявсенче.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Лешӗ, ӗнтӗ ҫамрӑках мар хӗрарӑм, питӗ вӑр-вар та меллӗ ӗҫлет: Калюков тужуркине сирсе, кӗпине самантрах туртса ҫурчӗ, кӑкӑрти тата аяк пӗрчи патӗнчи сурансене йодпа сӗрсе тасатрӗ, ҫыха пуҫларӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Маччаран ҫакнӑ ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче вӑл темле хӑрушшӑн курӑнать: пуҫне ҫапса шӑтарнӑ пулас та, юхса тӑнӑ юн, кӑлкан пек шурӑ ҫӳҫе тӑрмалантарса, тем анлӑш кӗвелсе хытнӑ; сулахай алли кравать хӗрринчен лӗнчӗр усӑннӑ; кӗпине тӑршшӗпех ҫурса янӑ та, хырӑмӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗпине, йӗмне тата кӑвак халатне тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, хӑйне танлӑн пӑхса илчӗ, «кун пек тумпа ял тӑрӑх тухса кайсан аван пулать пулмалла», тесе шухӑшларӗ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Пашка часрах кӗрӗкне хывса урайне пӑрахрӗ те, амӑшӗ пулӑшнипе кӗпине хыврӗ…Пашка торопливо сбросил тулупчик на землю и с помощью матери снял рубаху…
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Тамарӑна та пӗр кӗпине паратчех ӗнтӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ыйтнӑ пулсан Регина хӑйӗн пӗр кӗпине паратчех ӑна: унӑн вӗсем нумай.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Уявсене ҫӳремелли пӗртен-пӗр кӗпине ҫавӑркаласа пӑхрӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Учительсен хӗрӗ Регана кӗрен бархат кӗпине вӗлкӗштерсе пӳлӗмнелле тухса чупать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ҫӳҫне пӳрнисемпе якаткаларӗ, кӗпине тӳрлетрӗ, куҫӗсене ачашшӑн ялкӑштарса магнитофон умне пырса тӑчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Пысӑкраххи шывран тухса кӗпине алла илчӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.