Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «унӑн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр» тенӗ; тата: «унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр» тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42-43. Псалом кӗнекинче Давид хӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр; 5. айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр; 6. вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей кӗнекинче, ҫунакан тӗм ҫинчен каланӑ тӗлте Турӑ ӑна мӗн каланине — «Эпӗ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине — вуламан-им эсир?
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели пуҫламӑшӗ: 2. пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Санӑн умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ».
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоанӑн ытти ӗҫне — унӑн вӑрҫисене, унӑн хастаррӑн тунӑ паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле хӳмесем лартнине тата ытти тӗрлӗ ӗҫне — 24. вӑл аслӑ священникра ларнӑ кунсенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ӑна хӑйӗн ашшӗ хыҫҫӑн аслӑ священник пулса тӑнӑ кунран пуҫласах ҫырса пынӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ сана Чӑнлӑх Кӗнекинче мӗн ҫырнине пӗлтерӗп; вӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мана сирӗн Михаил пуҫлӑхӑр ҫеҫ пулӑшать, унсӑр пуҫне никам та пулӑшмасть.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа кӗнекинче шыраса тупӑр та вулӑр; вӗсенчен нихӑшӗ те килмесӗр юлмӗ; пӗри тепӗрне ылмаштармӗ: вӗсене Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ хушса каланӑ, вӗсене Унӑн сывлӑшӗ хӑй пуҫтарӗ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун аслӑ вӑйӗн, ун хӑвачӗн ӗҫӗсене тата патша чапа кӑларнӑ Мардохей мухтавӗ ҫинчен Миди ҫӗрӗпе Перси ҫӗрӗн патшисен Ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Израиль ывӑлӗсем, священниксемпе левитсем, тыткӑнран таврӑннӑ ытти ҫынсем те, пуҫлӑх туса лартнисем, йӑлтах Моисей кӗнекинче ҫырнӑ пек тунӑ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара Иоседек ывӑлӗ Иисуспа унӑн тӑванӗсем священниксем, Салафиил ывӑлӗ Зоровавельпе унӑн тӑванӗсем, 48. Турӑ ҫынни Моисей кӗнекинче ҫырнӑ пек, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарнӑ парнесем кӳрсе тӑма Израиль Турри валли парне вырӑнӗ тунӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Священниксен йышӗнче священник ӗҫне туса тӑракансем, анчах йӑх-кӑк кӗнекинче тупӑнманнисем пулнӑ: Овдий ывӑлӗсем, Аквос ывӑлӗсем, Иадду ывӑлӗсем; ҫав Иадду ӗнтӗ Верзеллий хӗрне Авгийӑна качча илнӗ те — ӑна Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иоаким ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл епле асӑхса, йӗркесӗр пурӑнни ҫинчен патшасенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.42. Сказания о нем, о его развращении и нечестии написаны в книге летописей царских.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫакна тата Иосия мӗн-мӗн туса хӑварни ҫинчен те, унӑн чапӗ ҫинчен те, вӑл Ҫӳлхуҫа саккунне епле пӗлни ҫинчен те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ; унӑн малтанхи ӗҫӗсене тата халӗ асӑннӑ ӗҫӗсене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра илемлӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ, хӑйсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх тӑрса тухнӑ священниксемпе левитсем, 11. Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх умӗнче тутлӑлла ҫӑкӑрсем тытса тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара хӑйсен пур хулисенче те, Иерусалимра та ҫапла пӗлтерсе тухрӗҫ: сӑрт-ту ҫине кайӑр та хӳшӗ уявне саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек ирттерме сатра тата вӑрманта ӳсекен ҫу йывӑҫҫисен турачӗсене, миртпа пальма турачӗсене, сарлака ҫулҫӑллӑ ытти йывӑҫ турачӗсене касса килӗр, терӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан, Моисей кӗнекинче ҫырнӑ пек, Иерусалимра Турра ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене ушкӑн-ушкӑна уйӑрнӑ, вӗсене хӑйсен вырӑнӗсене тӑратса тухнӑ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл тунӑ ирсӗр ӗҫсене, вӑл мӗн-мӗн тӗлӗшпе айӑпа кӗнисене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иосийӑн тӗрлӗ ӗҫӗсене, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек тунӑ ырӑ ӗҫӗсене, 27. унӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене, Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.