Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ывӑннӑ комбайнер, кӑштах та пулин выртса канас, тӗлӗрсе илес вырӑнне, сӑвӑ калать; ӗҫ ӑнманран кӑмӑлсӑр комбайнер урӑх нимле те мар, сӑвӑ каласа хӑйӗн чунне ҫӗклентерет — ҫавӑнпа та чӗрене нихӑҫанхинчен ирӗклӗн, тарӑннӑн кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ пуль вӑл калакан сӑвӑсем, ҫавӑнпа итленӗҫемӗн итлес килет пуль вӗсене…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Нихҫан та ӑна кӑмӑлсӑр курмастпӑр.
Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE
Шупашкарти Миттов бульварӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакансем управляющи компани ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452
Шупашкарти Магницкий урамӗнче пурӑнакан Татьяна Янина ҫӳп-ҫап вӑхӑтлӑ илсе тухманнипе кӑмӑлсӑр.
Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151
Енчен те ашшӗ-амӑшӗ пӗлӳ ҫуртӗнчи апатлану тытӑмӗпе кӑмӑлсӑр пулсан, хӑйсен пӑшӑрханӑвне вӗсем вӗрентӳ управленийӗн е хула администрацийӗн социаллӑ тетелӗсенчи ушкӑнӗсене ҫырса яма пултараҫҫӗ.
Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149
«Мами сире мӗнле тӑрантса пӗтерет?» – кӑмӑлсӑр каларӗ кукамай.
Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582
Анчах ҫав калав пирки вӑл пӗр япалашӑн кӑмӑлсӑр пек пулчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Капла кӑна та мар, унӑн сӑн-сӑпачӗ сиввӗнрех те курӑнчӗ, хӗрача салтак ҫине, ӑна темшӗн айӑпланӑ, хурланӑ пек, кӑмӑлсӑр пӑхрӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Паллах, манра икӗ вӑй кӗрешнӗ ун чухне, эпӗ хампа хам кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫапах та хама хам ҫӗнтерме вӑй ҫитереймерӗм.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Георгий ҫапла хӑйпе хӑй кӑмӑлсӑр пулса пычӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Хӗрача Георгий ҫине, чӑнах та, кӑмӑлсӑр пек пӑхса илчӗ, анчах калаҫма пӑрахмарӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Каҫхине, ӗҫрен таврӑнсан, вӑл каллех Аньӑран ӗнерхи ыйтӑва ыйтрӗ: «Мӗншӗн кӑмӑлсӑр эсӗ?»
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Калав хыҫҫӑн та ҫаплах умра тӑракан ҫирӗмри Евгений темшӗн кӑмӑлсӑр пек пулнине асӑрхарӗ Мосальский, вӑл хӑйӗн ашшӗ ҫине тарӑннӑн тинкерсе пӑхни курӑнчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Кӗтмен вилӗме пула конференцие никам та килмесрен шикленнӗ-мӗн вӑл, ҫавӑнпа кӑмӑлсӑр пулнӑ малтан.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ташлакансем пӗр-пӗринчен кӑмӑлсӑр уйрӑлчӗҫ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Мишша клуб пуҫлӑхӗ кӑмӑлсӑр иккенне кура пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах урам тӑрӑх лӑпсӑртатрӗ, ун хыҫҫӑн малтан хӳме хыҫне пытанма ӗлкӗрнӗ ачасем те тӑвалла вӗҫтерчӗҫ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Ара, халӑх ҫӑварӗ хапха ҫӑварӗ теҫҫӗ мар-и! — кӑмӑлсӑр пулчӗ карчӑк.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ан йӗр, — сӑмахла пуҫларӗ карчӑк кӑмӑлсӑр.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ӑнлантӑм, — хуравларӗ Савантер кӑмӑлсӑр сассипе.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Валтиель халӑхӗ, кӑмӑлсӑр пулсассӑн та, Савантер сӑмахне пӗрре те хирӗҫ пымарӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.