Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑмламас куҫ харшисем айӗнчен тӗксӗмрех кӑвак куҫӗсем ҫивӗччӗн пӑхаҫҫӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Ҫаран ҫинчи шурӑ пуҫлӑ чечексем пек, куҫпа пӑхса ытармалла мар, — чупса ҫӳрекен чӗпӗсем ҫине куҫ туллин савса пӑхрӗ Зоя.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эх, хура куҫ, хура куҫ, мӗн тӑвӑпӑр-ха эпир санпа, камран канаш ыйтӑпӑр?
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Елчӗкри «Радуга» лавкка пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ Олеся Мясникова уйрӑм предпринимателӗн 2015 ҫулта уҫӑлнӑ «Пчелка» ООО ҫӗвӗ производство предприятине (ку вырӑна вӑл иртнӗ ҫулта куҫнӑ) пырса кӗрсенех кунта ӗҫ вӗресе тӑни тӳрех куҫ умне пулчӗ.
Ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫ вӗрет // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/10/ce%d0%b2e-% ... %b5%d1%82/
Ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр, куҫ харши хура.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Унӑн сарӑ сухалӗ ӳссе кайнӑ, тахҫантанпа ҫуман ҫӳҫӗ шӑрт пек хытӑ, пур еннелле те тӑрмакланса тӑрать, пичӗ тӑртаннӑ; куҫ шӑрҫи тӗксӗмленнӗ, куҫ шурри тарӑхнӑ вӑкӑрӑнни пек хӗрелсе кайнӑ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шумилов ҫӑра куҫ харшисене пӗрчӗ, хура мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ; унӑн куҫӗсенче темӗнле хаяр хӗлхем йӑлтӑртатса илчӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Авӑк куҫ харшисем айӗнчен пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн, кӑштах салхуллӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсенче ватӑ ҫын ӑсӗ те, ҫунатлӑ шухӑш та, чун илемӗ те курӑнать; унӑн пӗтӗм килӗшӳллӗ сӑнӗ темле пысӑк хавхаланупа ялкӑшса тӑрать…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Мухаровӑн тӗссӗрлене пуҫланӑ куҫӗнче усал хӗлхем ялкӑшса илчӗ, хура куҫ харшисем пӗрӗнчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Куҫми ман куҫ умӗнче ӗмӗрне пурӑнса ирттерчӗ — халиччен ҫынна ҫур пуслӑх ырӑ туман.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫак тӗлӗнтермӗш этем мунчана та, шыва та ялан пӗр-пӗччен кӗнӗ, ҫын куҫӗ умне ҫарамас курӑнман, унӑн ҫуначӗсене никамӑн та курма юраман, ют куҫ курсанах — ҫунатлӑ ҫыннан вилмелле пулнӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Люся ҫак икӗ ҫул хушшинче татах хитреленнӗ: куҫ тӗкӗсене, куҫ хӑрпӑкӗсене хуратни те, тутине кӑшт кӑна палӑрмалла хӗретни те ӑна питӗ килӗшӳллӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ачаш та тӗпсӗр куҫсенчен пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫуль тумламӗсем вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗ ҫинче ҫиҫсе ҫуталчӗҫ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Куҫ шӑрҫи ҫамки айнех кӗрсе кайнӑран куҫ шурри ытла та тискеррӗн ялтӑртатать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Вӑл, хӑй ҫине ҫӗршер куҫ шӑтарасла пӑхнине сиссе, аллисемпе сӗлткелесе, куҫӗсемпе хӗскелесе, Микулана шӑпланма хушрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ман куҫ ӳкмен, кушак куҫӗ ӳкнӗ! — тесе виҫӗ хутчен сурчӗ те: — Ҫӗҫӗпе хача тата кӑмрӑк татки илсе кил-ха! — хушрӗ хӗрача ашшӗне.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл куҫ харшийӗсем айӗнчи вут пек ялкӑшакан куҫӗсемпе пурне те вырӑнтах пӑталаса лартас пек пӑхса ҫаврӑнчӗ — Тарье енчисем шӑпӑрт пулчӗҫ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакна вӑхӑтра асӑрханӑ Петр Петрович, кӗлеткине тӳрӗ тытса, сӗтел умне пырса тӑчӗ, хура куҫ харшисене выляткаласа ялкӑшакан куҫӗсемпе хӑнасем ҫине пӑхрӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хулӑн хура куҫ харшийӗсем айӗнчен кулса тӑракан хӑмӑр хура куҫсем пӑхаҫҫӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.