Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗнче (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
Ӑҫтан-ши ку хӗл кунӗнче хурлӑхан шӑрши тесе шухӑшласа Янтул-Ильмук старике кӗрӗкне хывса тыттарчӗ.

«Откуда среди зимы смородина?» — подумал Яндул-Ильмук, подавая хозяину свою шубу.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн эс тӑп-тӑр кӑнтӑр кунӗнче ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ?

Ты чего это средь бела дня в постель улегся?

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче районти вулавӑшсенче чылай мероприяти иртнӗ.

Help to translate

Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре! // И.КРЫЛОВА. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-3/

Эпир ҫулсерен кӗркуннен пӗрремӗш кунӗнче Пӗлӳ кунне паллӑ тӑватпӑр.

Help to translate

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Суйлав кунӗнче районта 38 суйлав участокӗ ӗҫленӗ.

Help to translate

Сасӑлав иртрӗ, депутатсем паллӑ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d1%81%d0%b ... bb%d0%bba/

Нӗркеҫре пурӑнакан Роза Гурьевнӑпа Викентий Иванович Герасимовсем те суйлав кунӗнче участока чи малтан килекенсенчен пӗрисем пулнӑ.

Help to translate

Сасӑлав иртрӗ, депутатсем паллӑ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d1%81%d0%b ... bb%d0%bba/

Фельдшерӑн ӗҫ кунӗнче ларса канма вӑхӑт ҫук.

Help to translate

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Унсӑр мӗнле пултӑр-ха вӑл хӗл кунӗнче!

А какой же зимний день без этого?

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вилӗмне сиснӗ тискер кайӑк тӑп-тӑр кӑнтӑр кунӗнче яла пырса кӗнӗ пек, Шахруна та темскер ҫынсем ҫине туртать.

А Шахруна так и тянуло к людям, словно дикого зверя, почуявшего свой близкий конец и забредшего средь бела дня в самое пекло.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ватӑлмалӑх кунӗнче Тумӑрса (Шахрун аслашшӗ ҫапла ятла пулнӑ) ял ҫыннисене хӑйӗн хытлӑхӗпе тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ.

Дед Шахруна, которого звали Тумырза, удивлял односельчан небывалой скупостью.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑп-тӑр кӑнтӑр кунӗнче те кунта сулхӑн пулнӑ.

И даже в самую жару тут стояла прохлада.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫу кунӗнче ӳсен-тӑранӗ Хӑрсах ларать ҫав шыв типсен. Турра мухтатӑп пӗтерменшӗн Вӑл манӑн пурнӑҫ техӗмне, Ҫак таранччен те сӳнтерменшӗн Ман канӑҫсӑр чӗрем хӗмне».

Help to translate

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ялан тытас пулать асра: Кашни хӗл йывӑҫ турттараҫҫӗ, Ҫу кунӗнче кӗпер тӑваҫҫӗ, Чиркӳ лартаҫҫӗ вулӑсра.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑваттӑмӗш кунӗнче виҫӗ колхозӑн пӗрлешӳллӗ пухӑвӗ пулчӗ.

Help to translate

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Укахви рекорчӗ ҫинчен пӗрремӗш кунӗнчех илтрӗ, иккӗмӗш кунӗнче вара чӑтаймасӑр Галимджан патне тимӗрҫӗ лаҫҫине пычӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫҫӗмӗш кунӗнче хӗрсем вӑтанакан та пулчӗҫ: мӗнпур ҫын вӗсем патне пырать, кӳршӗ ялсенчен колхоз председателӗсемпе бригадирсем юланутпа вӗҫтере-вӗҫтере килеҫҫӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тӑпрана икӗ звено та кӑнтӑр кунӗнче турттарчӗҫ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шкапри эмелсем пулӑшмарӗҫ, иккӗмӗш кунӗнче Ятман утайми те пулчӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӗл кунӗнче обоз ӑсатрӑмӑр иккен, — кӑмӑллӑн сухалне шӑлкаларӗ Кӑтра Михала.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сан пек кӑнтӑр кунӗнче ҫывӑрса выртмастӑп ӗнтӗ, хам хырӑма хам тӑрантма пултаратӑп.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed