Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта ӗнтӗ пӑшалӗсем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем ҫакнӑ, ҫур ҫухрӑма ҫити тӳп-тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлнӑ ротӑсен вунулт желонерӗ тӑратчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ мӗнле тӑваҫҫӗ пирӗн: хӑва хуллине хӗскӗч ӑшне хураҫҫӗ те касаҫҫӗ, е тата шыва ҫӳлтен ҫинҫе йӗрпе юхтарса касса тӑраҫҫӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ хама хам татӑклӑнах ҫакӑн пек ӗнентерсе ҫитертӗм: хӑрасси вӑл хам тунӑ йӑнӑш пирки пулчӗ, терӗм, анчах та, нимӗнле иккӗленӳ те ан юлтӑр тесе, эпӗ леш ҫыран хӗррине тепӗр хут кайса килме тата ҫав ют йӗрпе хам йӗре танлаштарса пӑхма шут тытрӑм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Огнянов пуҫне сӗнкрӗ, ҫамки тарӑн йӗрпе картланчӗ.Огнянов склонил голову, на лбу его появились глубокие морщины.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем пурте пӗр вырӑна лекмеллеччӗ пулсан, виҫҫӗшӗ те пӗр йӗрпе, чӗрне хури чухлӗ те пӑркаланмасӑр вӗҫнӗ пулӗччӗҫ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Оркестр — япӑх, музыкантсем ывӑннӑ, трубасен сассисем пӗр ҫыхӑнусӑр унта-кунта ҫапкаланаҫҫӗ; вӗсем уксах-чӑлах пек, вӗсене лӑпкӑ юхӑм йӗрки пӳрмен, вӗсем, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, пӗрне-пӗри такӑнтара-такӑнтара, кукӑр-макӑр йӗрпе чупаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Кирек ӑҫта та пӗчӗк лампӑсем сиввӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсене кашни юпа, кашни стена ҫумне, кашни кантӑк ҫине ҫакса тултарнӑ, вӗсем электростанцин ҫӳлӗ труби ҫийӗпе тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлаҫҫӗ, кашни ҫурт тӑрринчех ҫунаҫҫӗ, ҫын куҫне ҫивӗч йӗппе тирнӗ пек чӑрмалаҫҫӗ, ҫынсем вара куҫӗсене хӗсеҫҫӗ те, анкӑн-минкӗн кулкаласа, ҫыхланнӑ сӑнчӑрӑн йывӑр йӑлмакӗсем пек, ҫӗр тӑрӑх ерипен-ерипен сулланаҫҫӗ…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Куҫхаршийӗсем унӑн куҫӗсене илем парса тӑраҫҫӗ; вӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк мар, пӳрнепе чӗпӗтсе пӗтернӗ ҫип пек, куҫ тавра ҫинҫе йӗрпе ҫаврӑнса тӑмаҫҫӗ — ҫук, ун куҫхаршийӗсем сарӑ, кӑпӑшка та икӗ тӳрӗ йӑрӑм пек, сайра хутра ҫеҫ вӗсем пӗр виҫере пулаҫҫӗ; пӗри тепринчен кӑшт ҫӳлӗрех, ҫавна пула куҫхарши айӗнче пӗр пӗркеленчӗк йӗр пур, ҫав йӗр темӗн каланӑ пек, унта шухӑш пулнӑ пек туйӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Деятельсем пирӗн авалтанпах пилӗк-ултӑ тӗрлӗ шӑранса тухнӑ та, юлхавлӑн, куҫӗсене хӗссе, тавраналла пӑхнӑ, аллисене общество машини ҫине хурса, хайсем умӗнхи деятельсем хӑварнӑ ура йӗррисем ҫине пусса, ӑна ыйхӑ витӗр кулленхи йӗрпе шутарнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫирӗппӗн те хавхалануллӑн утать; малтанах палӑртса хунӑ йӗрпе пурӑнать, кулленхи куна, вӑхӑта, чунпа чӗре вӑйне мӗн чухлӗ хунине нихҫан манмасӑр, укҫине шутласа тӑкакланӑ пек, минутсерен тӗрӗслесе ӗҫре усӑ курма тӑрӑшать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каярахпа вара ҫакна тупса палӑртнӑ: магнит йӗппи ҫурҫӗр — кӑнтӑр йӗрпе пӗр линие тӗп-тӗрӗсех вырнаҫса выртмасть иккен, кӑштах кӗтес тӑвать.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эпӗ те, Хӗрлӗ Ҫарӑн командирӗ, ҫак йӗрпе сире хамӑн ывӑлӑма шанатӑп.И вот я, командир Красной Армии, тоже вам доверяю своего сына по этой линии, так сказать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурнӑҫ пӗр йӗрпе чупса пынӑ ҫӗртенех сасартӑк аяккинелле пӑрӑнса ӳкнисем, «бочкисемпе» «иммельмансем» пуҫланса кайни манӑн кун-ҫулӑмра пӗрре кӑна пулман.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑрпа пӗрле пӗр-пӗр вӗрен илнӗ пулсан, кам пӗлет, манӑн пурнӑҫӑм урӑхла йӗрпе чупӗччӗ-и, тен.Кто знает, может быть, моя жизнь пошла бы другим путем, если бы мы захватили с собой веревку.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шупка пӗлӗт татӑкӗсемпе сапӑнса тулнӑ кӑвак тӳпе ҫине тата катари симӗс-кӑвак йӗрпе тӑсӑлнӑ ҫыранӑн шурӑ маяк башниллӗ сӑртпа пӗтекен инҫетри Крым ҫерӗ ҫине пайтах вӑхӑт хушши пӑхса тӑтӑм, Геленджика миҫе сехетре тухса каяссине комендантран ыйтса пӗлес тесе, эпӗ Фанагори крепоҫне тухса утрӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах центртан ертсе пыракан пӗреллӗ оргӑн пулмарӗ-ха, ҫав вӑхатрах партизанла меслетсенче ҫакӑн пек хӑрушлӑх пулнӑ; нимӗҫсем Совет Союзӗ ҫине тапӑннӑ вӑхӑтра (вӗсем тапӑнасса эпир сиссе, кӗтсе тӑнӑ) пирӗн пӗр йӗрпе, пӗр тӗллӗвпе ӗҫлени пулма пултарайман.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ваня лашана ҫавӑтса малта нимӗн пытанмасӑрах пынӑ, ун хыҫҫӑн, пӗр ҫӗр метр каярахра, умлӑн-хыҫлӑн, пӗр йӗрпе, Горбуновпа Биденко асӑрханса упаленсе пынӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кунта кӑна мар, ӳнерҫӗн ытти ӗҫӗсенче те эрмен халӑхӗ 100 ҫул каялла тӳссе ирттернӗ хӑрушӑ геноцид куҫа курӑнман асӑрхаттаруллӑ хӗрлӗ йӗрпе палӑрса тӑрать.
Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Алена Аршинова пысӑк кӗнекене «Улӑпри» пӗр йӗрпе ҫырса хунӑ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
11. Тырруна тӗрлӗ енчен вӗрекен ҫилпе ан сӑвӑр, тӗрлӗ йӗрпе ан ҫӳре: икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ.11. Не вей при всяком ветре и не ходи всякою стезею: таков - двоязычный грешник.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.