Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кам та пулин урӑх ҫын, ҫамрӑк та йӑрӑ ҫын хыҫҫӑн хӑваласчӗ хуть, эпӗ айккинче пӑхса тӑнӑ пулӑттӑм, атту тӗлӗкре те ыттисемшӗн манӑнах тӳсме тивет!
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пепе — вуннӑра, вӑл имшеркке те ҫинҫе пӳ-силлӗ, калта пек йӑрӑ ача; ансӑр хулпуҫҫийӗнчен унӑн ула-чӑла ҫӗтӗк-ҫатӑк усӑнса тӑрать, ҫийӗнчи шӑтӑк-ҫурӑк витӗр хӗвелпе те пылчӑкпа хуралса ларнӑ ӳчӗ питӗ нумай тӗлте курӑнать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Йӑрӑ ача, вут та пӑрӑҫ, кашни самантрах тар пек хыпса ҫӗкленме хатӗрскер, вӑл манӑн авторитета нумайччен йышӑнмарӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саня сӗтел ҫине ларнӑ пек сӗвенерех тӑрать, тӗрлӗрен сӑн-сӑпат ӳкерем пек тӑвать, хӑй вара васкаварлӑн та йӑрӑ ҫӳрет урай тӑрӑх, ҫӳҫне казакла тураса янӑ, тӗттӗмрех куҫӗсем тӑрӑхласарах пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петьӑна та ҫак канӑҫсӑр кун ӗшентернӗ, йӑрӑ пулмашкӑн тесе выҫварлах вӑл эрех те сыпнӑ иккен, халӗ акӑ диван ҫинчех куҫне уҫи-уҫми выртать, чурӑс сӑмси ҫине пӑхсан, армак-чармакла алли-ури ҫине пӑхсан, Петрушка выртать тейӗн ҫав.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла, хӑв йӑрӑ та ӗҫчен пулсан — мӗн ӗмӗтленни йӑлтах пурнӑҫланать.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Ман шухӑшпа та Люҫҫа питӗ пултаруллӑ, йӑрӑ хӗрарӑм.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӗлетӗн-и, мӗнлерех йӑрӑ вӗсем!
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Вырсарникун, ирпе ирех, Иван Дегтярев патне унӑн хунӗшӗ, Наум Кречетов, чее те йӑрӑ, илӗртӳллӗ пулма пӗлекен ытла ватах та мар арҫын, пырса кечӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Геннадий Айхи, Праски Витти пек йӑрӑ пулма пурне те Турӑ паман.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Чӑваш культуринче хӗр-упраҫа юратса — чӗкеҫ, вӑр-вар та йӑрӑ пулсан пӑрчӑкан теҫҫӗ.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Чупакан йӑрӑ шӑшие, йӗкехӳрене тытаймасть, анчах та вӗсен ҫитӗнсе ҫитмен ҫурисене тытма пултарать.
Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ йӑрӑ хӗрача Огнянов умне тухса тӑчӗ те йӑвашшӑн пӑхса илчӗ.Живая белокурая девочка уже стояла перед Огняновым и кротко смотрела ему в глаза.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ эсир Макарпа сиккипе пурӑнатӑр, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сире канӑҫ ҫук, ыттисене те канӑҫ памастӑр, ҫавӑнпа сирӗн, чи харсӑр та йӑрӑ ҫынсен, пӗр чарӑнмасӑр шыв турттармалла; шывсӑр пушар сӳнтереймӗн, ҫапла-и?
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар шутлани тӗрӗсех пулчӗ: темӗн тӗслӗ, вӗлтӗркке те йӑрӑ чӑхсем хушшинче пысӑк мар, тӗкне ҫӑлса пӗтернӗ, шӑши пек сӑрӑ, кӗлеткесӗр автан, ҫӗлен пулӑ пек, явкаланса ҫӳрет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.