Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вӗсене ҫавӑн пек тума хушман, вӗсем Иудӑна ҫылӑха кӗртсе ҫак ирсӗр ӗҫе тӑвасси Ман шухӑшӑмра та пулман.чего Я не повелевал им, и Мне на ум не приходило, чтобы они делали эту мерзость, вводя в грех Иуду.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; 23. ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ, 11. пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ епле асӑхнине, ӳтӳ чарусӑррипе кӗҫеннине, хирти сӑртсем ҫинче тунӑ йӗрӗнчӗк те ирсӗр ӗҫӳсене куратӑп.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ирсӗр ӗҫсем туса вӑтанаҫҫӗ-и-ха вӗсем? ҫук, пачах та вӑтанмаҫҫӗ, хӗрелмеҫҫӗ те.12. Стыдятся ли они, делая мерзости? нет, они нисколько не стыдятся и не краснеют.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кайран вара килетӗр те Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫуртра Ман умӑма тӑратӑр, «эпир ҫӑлӑннӑ» теетӗр, эсир ӗнтӗ малашне те ирсӗр ӗҫсем тума хатӗр!
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ирсӗр ӗҫсем туса вӑтанаҫҫӗ-и-ха вӗсем? ҫук, пачах та вӑтанмаҫҫӗ, хӗрелмеҫҫӗ те.15. Стыдятся ли они, делая мерзости? нет, нисколько не стыдятся и не краснеют.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗнтӗ пӗлӗсӗн: супӑньпе ҫӑвӑнсан та, сӗлтӗпе ҫӑвӑнсан та тасалаймӑн, пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳ — Ман умӑмра, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑйсене вӑрманта тасатакансем, ҫавӑнта ҫӑвӑнакансем, сысна ашӗпе ирсӗр апат тата шӑши таврашне ҫиекенсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепӗри пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кирек хӑш кун та аллӑма чурӑс халӑх енне тӑсаттӑм, вӑл вара ырӑ мар ҫулпа ҫӳретчӗ, хӑй еккипе пурӑнатчӗ, 3. ҫав халӑх Мана пӗрмай куҫкӗрет кӳрентерет, катасенче чӳк тӑвать, чӳлмек катӑкӗ ҫинче фимиам ҫунтарать, 4. тупӑклӑхра ларать, ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫӗр каҫать, сысна ашӗ ҫиет, унӑн савӑтӗнче — ирсӗр апат; 5. хӑй вара ҫапла калать: «манран аякра тӑр, ман патӑма ан ҫывӑхар: эпӗ — таса, сан пек мар».
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ, тӳрӗлӗх ҫукки Унӑн куҫӗшӗн ытла ирсӗр курӑннӑ.И Господь увидел это, и противно было очам Его, что нет суда.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫынни ҫакна чӗри патне те илмӗ: «унӑн пӗр пайне ҫунтарса ятӑм, кӑварӗ ҫинче ҫӑкӑр пӗҫертӗм, аш ӑшаласа ҫисе ятӑм; усӑ курмасӑр юлнӑ пайӗнчен ирсӗр япала ӑсталӑп-и вара? йывӑҫ каскине пуҫҫапӑп-и вара?» тесе каламалӑх унӑн пӗлӗвӗ те, ӑнланӑвӗ те ҫук.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах эсир — никам та, нимӗн те мар, сирӗн ӗҫӗр те — ӑҫтиҫук ҫеҫ; сире суйласа илекенӗ — ирсӗр.24. Но вы ничто, и дело ваше ничтожно; мерзость тот, кто избирает вас.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑн пек хаса вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ырӑлӑх панӑ: вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерсе Эсӗ вӗсем валли тӑранмалӑх тӗлӗнмелле апат — путене — хатӗрленӗ, 3. лешӗсем вара, пур ҫӗрте те кӗшӗлтетекен ирсӗр чӗрчунсене курса, вӗсенчен йӗрӗннипе выҫӑпа аптӑраса ҫитсен те ҫиес апатне ҫиеймен, кусем вара, пӗр хушӑ ҫитменлӗх тӳснӗскерсем, тӗлӗнмелле апат астивнӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кайран, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫак ирсӗр йӑлана саккун пекех уянӑ.16. Потом утвердившийся временем этот нечестивый обычай соблюдаем был, как закон,
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйсен йӗркесӗрлӗхне пула ӑссӑрла шухӑшласа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗлхесӗр чӗрчунсемпе ирсӗр ҫамсене пуҫҫапнӑшӑн Эсӗ вӗсем ҫине шутсӑр-сумсӑр чӗрчун, чӗлхесӗр чӗрчун, янӑ, 17. ӗнтӗ вӗсем кам мӗн тӗлӗшпе ҫылӑха кӗрет, ҫав тӗлӗшпех хаса курасса пӗлччӗр тенӗ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Патша ӑслӑ-тӑнлӑ чурана кӑмӑллать, вӑл ирсӗр ӗҫ тӑвакана ҫилленет.35. Благоволение царя - к рабу разумному, а гнев его - против того, кто позорит его.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп; эпӗ йӗркесӗр ӗҫе кураймастӑп: вӑл ман ҫума ҫыпӑҫаймӗ.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.