Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илекен the word is in our database.
илекен (тĕпĕ: илекен) more information about the word form can be found here.
Халӑхсем хушшинчи туслӑха лайӑхрах ҫутатас шутпа урӑх республикӑсемпе передачӑсем улӑштарса илекен редакци те хӑйӗн ӗҫне вӑйлатса пырать.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Транспортра Рурштадтра тата Анат Рейнӑн пӗр пайӗнчи общество транспорчӗпе ӗҫлекен пӗтӗм тӑрӑха шута илекен «Рейн-Рур» транспорт обществи VRR йышши организацисем пур.

На транспорте имеются общие для всего региона организации типа Транспортное общество «Рейн-Рур» VRR, занимающееся общественным транспортом в Рурштадте и части Нижнего Рейна, и др.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Штатӑн ҫурҫӗр пайӗ Индпа Ганг айлӑмӗн хӗрринче вырнаҫнӑ, штатӑн тӗп пайӗнче Маханади юханшывӑн пулӑхлӑ айлӑмӗ — штатра рис туса илекен тӗп районӗ — сарӑлса выртать; штатӑн кӑнтӑр пайӗ Декан тӳремсӑртлӑхӗнче, Годавари юханшывӗн бассейнӗнче вырнаҫнӑ.

Северная часть штата находится на окраине Индо-Гангской низменности, в центральной части штата расположена плодородная долина реки Маханади — основной район рисосеяния в штате; южная часть штата лежит на плоскогорье Декан, в бассейне реки Годавари.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

Ял почтальонӗ вӑрҫӑран ҫыру илекен пулсан, ӑна уҫса вуламасӑр алӑкран тухмасть.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула тата ҫакна та каларӗ: ыран кӗтсе илекен иккун чӑвашсене питех пулӑшмасть, теҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк ҫын васкарах утнипе кӑна маларах ҫитрӗ пулсан та, кашни кун ӑсатса та кӗтсе илекен кил хуҫи хӗрарӑмӗ часах асӑрхарӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай вӑхӑт илекен плансем пур тӑк вӗсене пурнӑҫлама тытӑнмалла.

Если у вас есть планы, требующие большого времени на исполнение, нужно начинать их реализовывать.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ара, тырри пулсан ӗҫлекенсем те тутӑ, выльӑх-чӗрлӗхрен, кайӑк-кӗшӗкрен илекен тупӑш та самаях ӳсет.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ҫакӑ сирӗн койка пулӗ, — кӑтартрӗ кӗтсе илекен хӗр кил хуҫи пек пулса алӑк патӗнчи вырӑн ҫине.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ахальтен-им кӑткӑсем йышпа пурӑнаҫҫӗ, — тетӗп кӗсье тутрипе шывланнӑ куҫне шӑла-шӑла илекен ҫумра ларакан хӗрарӑма.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Акӑ лӑпкӑ ҫилпе хумханса илекен турат ҫинчи ҫупҫӑ хӗре питрен ачашласа илчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

… Ӗҫчен хӑнасене тарават кӗтсе илекен тӑван хулана кайӑксем вӗҫекен тӳперен сӑнаса тӑнӑ май, Ирина хӑчӗн пурнӑҫӗнчи чи ӗҫлӗ те хӗрӳллӗ вӑхӑтсем паянтан пуҫланасса шанчӗ-ӗненчӗ…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тутӑр айӗнчен ик еннелле ункӑланса тухнӑ сап-сарӑ ҫӳҫӗ, хулпуҫҫи урлӑ умнелле янӑ икӗ хулӑн ҫивӗчӗ, сывланӑ майӑн ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе илекен тулли кӑкӑрӗ…

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каснӑ тӗпрен пӑчӑртатса тухакан хурӑн шывне шӗвӗр пӳрнипе сӑтӑра-сӑтӑра илекен пулӑшаканӗ ҫине бригадир пӗр авӑк тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, унтан хуллен ҫапла хушса хучӗ:

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑ ялӑн хӗрӗсене Качча илекен те ҫук, — шӑл йӗрчӗ Никифор.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Упӑшкана суйласа илекен хӗрӗн пайти ҫук! — чун-чӗрене пӑрлантарса сассине хӑпартма тӑнӑччӗ Шывхуҫи — алӑкран кӗтӗвӗпе хӗрсемпе Ешӗлпи кӗрсе тӑчӗҫ, хаваслӑ хӑйсем, кулаҫҫӗ, тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эпир туса илекен тырпула, пӗтӗм ҫимӗҫе хӑй халлӗн ӳсме вӗрентес пулать.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кайӑк грипне сарӑлма парас мар тесе ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗнче ҫак мерӑсене пурнӑҫлама палӑртнӑ: карантин зонинче транспорт ҫӳрессине чакарма, иртсе ҫӳрекен машинӑсене дезинфекцилеме хушнӑ, пур йышши кайӑка ирӗке кӑларма, чӑх-чӗп пур ытти кил хуҫалӑхӗсене кайма, ҫавӑн пекех кайӑк-кӗшӗке е унтан илекен продукцие, тӗрлӗ инвентарьпе оборудование илсе кӗме те илсе тухма, кайӑк-кӗшӗк сутма чарнӑ тата ытти те.

Help to translate

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Полици ӗҫченӗсем те кулленех дежурствӑра тӑраҫҫӗ, чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке е унран илекен продукцие илсе тухассине е илсе кӗрессине тӗрӗслеҫҫӗ.

Help to translate

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Ку ялти пур йышши кайӑк-кӗшӗке тата унран илекен продукцие пуҫтарса илсе тӗп тумалли хушӑва июлӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Help to translate

Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed