Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнине (тĕпĕ: вырт) more information about the word form can be found here.
Каялла килтӗм; эсир ҫывӑраттӑрчӗ, шӑпах эсир ҫывӑрнине, пуҫӑра пиншакӑрпа тӗлӗнмеллерех, хӑнӑхнӑ йӑлапа хупласа выртнине тепре куртӑм та — хама тӳрех ҫапла каларӑм: «Унӑн тусӗ — вӑл хӑй».

Я вернулась; вы спали, и здесь почему-то, снова увидев, как вы спите, так странно и как бы привычно закрыв пиджаком голову, я сразу сказала себе: «его приятель — он сам».

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӳлӗме вирхӗнсе кӗричченех Калюков урайӗнче Петӗр выртнине, Хуснутдинов, ун ҫине хӑпарса ларнӑскер, ӑна пуҫӗнчен револьверпа тӗлленине куҫ хӗррипе курса ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюк, килеҫҫӗ! — тени шухӑшсене татрӗ, Антуна хӑй ӑҫта тата мӗншӗн выртнине аса илтерчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ассоль урай сӗрсе пӗтерчӗ те кивӗ япаларан пӑсса ҫӗленӗ юбка вӗҫне хурта тыттарма ларчӗ, анчах ҫавӑнтах пусма татӑкӗсем куҫ кӗски хыҫӗнче выртнине аса илсе ун патне пычӗ, тӗркене туртса кӑларчӗ; унтан тӗкӗр ҫинчи хӑйӗн сӑнне пӑхрӗ.

Затем Ассоль вымыла пол и села строчить оборку к переделанной из старья юбке, но тут же вспомнив, что обрезки материи лежат за зеркалом, подошла к нему и взяла сверток; потом взглянула на свое отражение.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӗттӗм шӑтӑкра аш таткисемлӗ кӑшланӑ шӑмӑсем выртнине курсан такам та хӑрамалла.

Да и всякий испугался бы, увидев эту черную пещеру и обглоданные кости с приставшими к ним кусками мяса.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Километр яхӑн утсан, Синопа аялалла пӑхса шырлан тӗпӗнче шӗвӗр чулсем выртнине курнӑ.

Пройдя около мили, Синопа посмотрел вниз и увидел, что дно пропасти усеяно острыми камнями.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тӑракан ҫынсем хушшинчен хӗсӗнсе тухса, Синопа амӑшӗ ҫӗр ҫинче ҫын месерле выртнине курнӑ.

Пробившись сквозь толпу, мать Синопы увидела лежащего на спине человека.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унта юлашки укҫи, вунӑ тенкӗ те хӗрӗх пус, выртнине аса илсен пушшех шикленчӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Тӑчӗ те хӑй палламан пӳлӗмре выртнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем, ӑҫта та пулсан тӑвайккинче пуҫтарӑнса, — хӑйсен ҫар ӗҫне хӑнӑхса ҫитмен упӑшкисемпе пиччӗш-шӑльнӗсем пӑшал тытса йӗркеленсе тӑнине, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн «первый-второй, первый-второй» тенине, ретсене паса-паса утнине, ҫавӑрӑнкаланине, выртнине, пӑшал пенине, унтан вара, пӑртак вӗренсе ҫитсен, рабочисен ирӗклӗхне хӑйсен кунҫулӗпе хӳтӗлеме инҫетри ҫеҫен хирелле тухса кайнисене нумайччен пӑхса тӑраҫҫӗ.

И женщины и дети подолгу стояли где-нибудь на при-горке, глядя, как их неумелые мужья и братья строятся в поле в два ряда, и держат ружья, и повторяют: «первый — второй», «первый — второй», и шагают, и поворачиваются, расстраивая ряды, и ложатся, и примерно стреляют, и потом, немного научась, уходят далеко в степь — защищать своей жизнью рабочую свободу.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпир сире халех сирӗн конвойӑр ӑҫта выртнине кӑтартӑпӑр: вунсаккӑрӑшне те юнашар хурса тухрӑмӑр.

Мы вам сейчас покажем, где лежит ваш конвой: всех восемнадцать рядом поклали…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӗпер ҫинчи рельс айне сарнӑ хӑма ҫурӑкӗсем витӗр аялалла пӑхсан — Дон ҫав тери тарӑн ҫыранра юхса выртнине курма пит те хӑрушшӑн туйӑнать.

Сквозь щели мостового настила страшно было глядеть — на какой глубине под ними течет Дон.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Ивана валли юрать-ха ку», — тесе шухӑшларӗ вӑл, пиджака пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех те мар вӑл хӑйӗн кӗпе-йӗм чӑркийӗ выртнине те курчӗ…

«Пригодится Ивану», — подумала, поднимая пиджак, и неподалеку увидела и свой узелок…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ида вутӑ сарайне кӗрсе тӑчӗ те вилнӗ уксах Лота каска ҫинче выртнине курсан кӑшкӑрса макӑрса ячӗ.

Когда Ида, глотая слёзы, вошла в сарай и увидела лежащую на чурбаке мёртвую хромую Лотту, она разревелась в голос.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл тӳрех ыттисемпе пӗрле кухньӑран чупса тухрӗ те курӑк ҫинче автанпа тата сысна ҫурипе юнашар Эмиль те ӳсӗр выртнине курчӗ.

Он выбежал из кухни вместе со всеми и убедился, что Эмиль и в самом деле валяется в траве рядом со Свинушком и петухом.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та вӑл пӳлӗме кӗрсен Ида кравать ҫинче выртнине асӑрхарӗ.

Но войдя в комнату, Крёсе-Майя увидела, что Ида лежит в постели.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак самантра вӑл Петрель фру урайӗнче тӑнсӑр выртнине асӑрхарӗ те ӑна хӗрхенсе кайрӗ.

Но тут он увидел, что фру Петрель лежит на полу без сознания, и исполнился к ней жалости.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль кухня чӳречинчен пырса пӑхрӗ те ашшӗ чӑнах та картишӗнче курӑк ҫинче выртнине асӑрхарӗ.

Эмиль поглядел в кухонное окно, увидел, что в самом деле отец его лежит на травке.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑрансан, хам икҫӗр-виҫҫӗр фут сарлакӑш, икҫӗр фут ҫӳлӗш пысӑк пӳлӗмре, ҫирӗм ярд анлӑш кровать ҫинче пӗчченех выртнине курсан, эпӗ пушшех хуйхӑрма тытӑнтӑм.

когда, проснувшись, я увидел, что нахожусь один в обширной комнате, шириной в двести или триста футов, а высотой более двухсот, и лежу на кровати в двадцать ярдов ширины.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ лӑпкӑ выртнине курсан, ҫак ҫынсем ухӑлама чарӑнчӗҫ, анчах хама илтӗнекен шав сассинчен эпӗ ҫынсем нумайлансах пынине сисрӗм.

Убедившись, что я лежу спокойно, люди эти перестали стрелять, но по доносившемуся шуму я догадался, что число их возросло.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed