Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вилӗме унчченех хӑйсен куҫӗпе курса тӑраннӑ фронтовиксем тата ҫиллисене шӑнарайман стариксем ҫеҫ вырӑнтан тапранмасӑр тӑчӗҫ.Остались лишь фронтовики, вдоволь видевшие смерть, да старики из наиболее остервенелых.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗн аллисене хӑй те туймасӑр, Бунчук ӑна, ӑҫта та пулин ҫӗклесе кайма тесе, хӑяккӑн ҫавӑрса вырттарчӗ; анчах хӗрӗн сулахай айӑкӗ тӗлӗнчен юн лӑкӑртатса аннине, кӑвак кофта татӑкӗсем суран йӗри-тавра йӑплаккӑн сиккелесе чӗтренине курчӗ те суран ҫурӑлакан пульӑран пулнине, Аннӑна вилӗм ҫитнине ӑнланчӗ, ҫав вилӗме унӑн тӗссӗрленсе пӑтраннӑ кура куҫӗсенче те курчӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Юлашки ҫырӑвӗнче кӑна вӑл: «…яланах стройра, ҫапӑҫма та, ҫурӑм хыҫӗнче кутамккапа вилӗме ҫакса ҫӳреме те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ», — тесе ҫырнӑ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Гитлеровецсен хӑвӑрттӑн сайраланакан ушкӑнӗ юр ҫийӗн ашса халтан кайрӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем кӑшкӑрма тата пеме тӑрӑшса малаллах утрӗҫ, ухмахланнӑ, вилме пӳрнӗ ҫынсем евӗр, хӑтӑлма ҫук вилӗме хирӗҫ утрӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем вилӗме кураймасӑр тӑшманпа ҫапӑҫма сӑмах пачӗҫ тата ҫавӑн пек курайманлӑха пӗтӗм батальона вӗрентме пулчӗҫ.Они обещали сражаться с врагом, не боясь смерти, и обещали обучить весь батальон не бояться.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вара вӑл, вилӗме, ҫак хӗрхенекен туйӑмпа тата ҫирӗплӗхпе тулнӑ пысӑк куҫлӑ, ҫамрӑк та хитре арҫури сӑнӗпе тухса тӑнӑ вилӗме курсан, уласа йӗрсе янӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пулеметсенчен вӑйлӑн персе тӑнисем, минӑсем хӑлхана хуплас пек крахлатса ҫурӑлнисем тата кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан вилӗме пытарса тӑракан ырӑ мар шӑплӑх пулнӑ кунта.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вилӗме кӗтсе выртни ухмахла япала вӑл.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Халь вӑл хытса ларнӑ сивӗрех сӑн-питлӗ ҫын, тӗксӗм куҫӗсем те тинкерсе, сыхлансарах пӑхаҫҫӗ, — вилӗме куҫкӗретӗн курнӑ ҫынсен ҫавӑн пек пулать вӑл, ун пек ҫынсем вилӗм яланах пӗр пек вӑйлӑ маррине те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗтессинчен хӑрамастӑп, курнӑ эпӗ вӑл вилӗме!»
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Неушлӗ вилӗме сисет?
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрюша вӗт вӑл, хӑвах пӗлетӗн, ав мӗнлескер, вилӗме те ҫӗнтерме пултармалла, ӑҫталла та пулин упаленсе кайма та пултарнӑ…Ведь Андрюша — вон какой, сама знаешь, мог и пересилить смерть и уползти куда…
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсем умӗнче хӑй нимрен те хӑраманнине, вилӗме ним вырӑнне те хуманнине кӑтартас шухӑш та пулман Озеровӑн, кун пирки шухӑшлама та вӑхӑчӗ пулман.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пилӗк хут унӑн ачи вӑрттӑн шӑтӑксем витӗр ҫӳле тухнӑ, унта кашни утӑмра пӗтме пултарнӑ, кашни асӑрхамасӑр каланӑ сӑмах хыҫҫӑн е кӑшт ҫеҫ сыхланмасӑр ҫӳресен, вилӗме кӗтсех тӑр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юратмастӑп ҫавӑн пек ухмахла вилӗме.
XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ час-часах ҫепӗҫ, тап-таса, чечен хӗрарӑмсем ҫинчен, вӗсен ҫутӑ куҫҫулӗпе ытарса тӑранмалла мар куллисем ҫинчен шухӑшлатӑп, шухӑшлатӑп ҫамрӑк, чыслӑх тӗлӗшпе ним айӑпсӑр ача амӑшӗсем ҫинчен, юратушӑн вилӗме кӗрекен еркӗн-савнисем, пӗтӗмпех пӗлсе тӑракан, нимӗнрен хӑраман, юр пек шурӑ чунлӑ, пӗр ҫылӑхсӑр та мӑнаҫ кӑмӑллӑ хӗрсем ҫинчен.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малашне, кирек мӗн килсе тухсан та, пире хальхинчен лайӑхрах пулӗ, ҫапла вара кун пек йывӑрлӑхран хӑтӑлмалли мая — ҫав шутра вилӗме те — ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне шутламалла пирӗн.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хыҫалтан ҫил тӗртнипе эпир кӗсменсене тата хытӑрах вылянтаратпӑр, хамӑр вилӗме хамӑрах ҫывхартатпӑр.Подгоняемые ветром, мы налегли на весла, собственноручно приближая свою гибель.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пантелей ассӑн сывла-сывла ярать, урисем ыратни ҫинчен ӳпкелешсе калаҫать, час-часах сӗмсӗр, пуҫсӑр вилӗме асӑнать.Пантелей только вздыхал, жаловался на ноги и то и дело заводил речь о наглой смерти.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Бойчо халь уншӑн ӗлӗкхинчен те хаклӑрах, унӑн хастарлӑ сӑнарӗ хӗр умӗнче хӗвел пек ҫуталса тӑчӗ ҫав сӑрт-тусенче Бойчо вилӗме те виртлесе ҫеҫ пӑхнине Рада сиссе тӑчӗ, хӑйсӗр пурӑнма пултарайман хӗре вӑл йӗрӗнсех пӗтерсе лартрӗ те, ак халь ӗнтӗ юлашки сӑмах илтмешкӗн те каялла ҫаврӑнса пӑхмасть.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.