Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрханса (тĕпĕ: асӑрхан) more information about the word form can be found here.
«Асӑрханӑр: кил картинче хаяр йытӑ пур», — тенине вуларӗ те Макар, асӑрханса, калиткене шаккарӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Иккӗмӗш хут вӗҫсе хӑпарсан, Баймашкин хӑй йӑнӑшне тӳрлетрӗ, ана вӗҫне тухмассерен асӑрханса вӗҫме тытӑнчӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ҫав самантрах, ҫуркуннепе кӗркуннене пӑхмасӑр, ҫурӑм хыҫӗнчен пӗчӗк кӗреҫипе ҫӗре чӳлмек пек асӑрханса касса кӑларатчӗ те, ӗҫ хыҫҫӑн ҫав калчана Пӑрмас масарӗ тавра кайса лартма васкатчӗ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Тепӗр аллипе хӑй лаша умӗнчи ҫамрӑк йывӑҫсене лав таптаса ҫӗмӗресрен асӑрханса сирет.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара ҫав хуртӑн пӗр йӑвине асӑрханса хут ҫине хырса илчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑйне вилӗмрен хӑтарнӑ ҫыннӑн аллинчен тутлӑ ҫимӗҫсене илнӗ май, асӑрханса, ман ҫине вӑл чалӑшшӑн, шанмасӑртарах пӑхать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпа кантӑк лартакансем пек асӑрханса ӗҫлетпӗр, — терӗ Антон Трофимович.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла асӑрханса ӗҫлесе пӗр ачине те суранламарӑмӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗнле хитре йывӑҫсем кӑларса патӑмӑр, пӗрин тымарӗсене айӑпламасӑр, ҫӑмарта тиенӗ пекех асӑрханса лавсем ҫине хамах тиесе ятӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лапчӑнасран асӑрханса вӗретӗн те, асамлӑ кайӑк сас пама тытӑнать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Татах пуп куҫӗпе тӗл пуласран асӑрханса, тур амӑшӗ ҫинелле пӑхрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вут-ҫулӑмран асӑрханса юлашки вӑхӑтра кил-ҫуртсенче пушар извещателӗсем вырнаҫтарасси анлӑ сарӑлчӗ.

Help to translate

Шулӗксем «ҫывӑрмаҫҫӗ»... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10855-sh ... -cyv-rmacc

Петӗр тетӗшӗ ҫине пӑхкаласа илчӗ, ӑна килӗшмен сӑмах персе ярасран асӑрханса, ним сӑмах та шарламарӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке, ерипен кӑштӑртатса, малалла утса кайрӗ, алӑка асӑрханса уҫса пахчана тухрӗ, ӑна тул енчен питӗрсе илчӗ те аслӑк хыҫӗпе кайрӗ.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Тавах-та турра, йӗркеллех, иккен», — терӗ те Сахар ӑшӗнче, хунарне ещӗк ҫине лартрӗ, кӗреҫепе питӗ асӑрханса чавма пуҫларӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче ҫынсемпе асӑрханса хутшӑнӑр.

В начале недели нужно быть осмотрительнее в общении с окружающими людьми.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Кӗтсе пӑх, кӗтсе пӑх, — лешӗ питех те асӑрханса калаҫнине сиснӗрен-ши, ӑна пӗрре те вӑрҫма, вӗрентме шутламарӗ хуҫа.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнасем те малтан йӗркене пӗлсе, асӑрханса, сӑмаха тӗплӗ виҫсе калаҫрӗҫ, унтан пӳрт шуйхатнӑ вӗлле пек сӗрлеме тытӑнчӗ, юлашкинчен, вӑйсӑртараххисем ӳксе-йӑванса пӗтиччен, вӑйлӑраххисем, хастартараххисем тӑпӑр-тӑпӑр ташласа, мачча таран сиксе халтан кайиччен, чул никӗс ҫинче чӗтресе ларчӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Упӑшкуна каларӑн-и кӑна? — асӑрханса ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed