Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана пӗр кӗтесе ертсе кӗртсен, — кунтан урӑх ниҫта та кайма ҫук пек туйӑнать, — Том пӗр алӑка уҫрӗ, кӗҫех эпӗ вучахсемпе плитасен умӗнче нумай ҫынна куратӑп; пӑс тата вӗрилӗх, ахӑлтату та тӗркӗшӳ, кӗмсӗртетӳ те кӑшкӑру, тирӗк-чашӑк чӑнкӑртатӑвӗ те шыв шӗмпӗртетӗвӗ; кунта арҫынсем, 12-14 ҫулти ачасем, хӗрарӑмсем, — эпӗ шавлӑ тӳреме килсе лекрӗм тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Федька Сырцов хӑйӗн шавлӑ та хаваслӑ кавалерисчӗсемпе разведкӑран тавӑрӑнсан, ҫапла каласа пӗлтерчӗ: пирӗн ҫул ҫинче никам та ҫук, ҫывӑхри ялти мужиксем хӗрлисем майлӑ, мӗншӗн тесен Октябрь пуҫламӑшӗнчех тухса тарнӑ помещик виҫӗмкун яла каялла тавӑрӑннӑ та, салтаксемпе пӗрле хӑйӗн именийӗнчен тустарса салатнӑ пурлӑхӗсене килӗрен-киле шыраса ҫӳренӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Таса та уяр тата шавлӑ ир пулчӗ, эпӗ уҫланкӑ варринче тунката ҫинче лартӑм.Утро было яркое, гомонливое, и, сидя на пенышке посреди желтой полянки.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Сирӗн нервсем ҫирӗп, — терӗ Филлат Джиса, — эсир вара вӗсене лӑпкӑ, канлӗ ҫул ҫӳревсенче, иккӗленӳллӗ каварсенче, дуэльсемпе шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗре кахаллӑн сая яратӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Ҫӗнтерӳшӗн хӑпартланакан Жиль шавлӑ Зурбагана ҫитиччен вунӑ миля юлчӗ.Последние десять миль отделяли торжествующего Жиля от шумного Зурбагана.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Питӗ шавлӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Темӗскерле тӗлӗнмелле те шавлӑ вӑхӑт пуҫланса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл ниҫта та каяймасть, иртен-ҫӳренӗн шавлӑ калаҫӑвӗ хушшинче нимӗн те тӑваймасть, кӑмӑлӗ те ҫук.Ему некуда было уйти, нечего было делать среди громкого разговора прохожих.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант самаях именчӗ те шлепкине силлеме пуҫларӗ, ҫынсен шавлӑ ушкӑнӗнчен вӑрласа тухнӑ Альп фиалкисем евӗрскерсене лартса экипаж кӗҫех курӑнми пулчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кунта шавлӑ, ҫын йышлӑ; кӗленчесен ҫӑра ҫарӗнче йӗкӗлтевлӗн выля-выля хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем йӑлтӑртатаҫҫӗ: Гольц пушӑ сӗтел ҫумне ларчӗ те кӑшкӑрса чӗнчӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Трумовпа Лефтель, ҫак савӑнӑҫпа кӑсӑкланса кайнӑскерсем, камерӑран хыпалансах тухрӗҫ; каттӑркӑҫсен шавлӑ ушкӑнӗ йывӑр, йӳҫек сывлӑшпа тулнӑ коридорпа урамалла сӗкӗнет; тимӗр сӑнчӑрсен чӑнкӑртатӑвӗ вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫын сассине хупласах хурать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Ҫӑвӑнсан, аллӑмсене, чӗрнӗ-чавнӑ питӗме пусма таткисемпе ҫыхсан васкавлӑн сулӑ майлаштартӑм, ишеве йӗркелесе пыма шалча касрӑм та юхан шывпа анаталла ҫул тытрӑм; ӗҫкӗ-ҫикӗллӗ, хаваслӑ пурнӑҫ, киленӗҫӗн тӗрлӗ капӑрлӑхӗ — ҫакӑн пирки ӗмӗтлентӗм, кунашкал рехетлӗхе шавлӑ Париж мана халӗ паратех.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫапла вара, Пинкертон, тӗрме пуҫлӑхӗ, хӑйӗн шавлӑ хушаматне шӑпах ӗнтӗ суя бриллиантла ялтӑртатушӑн курайманскер, — яланах кӳлӗшӳллӗ; хӑйне мӗншӗн те пулин хисеплесси пирки калаҫни вара — э-э… сӳпӗлтетӳ ҫеҫ.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
С.-Ж.-на суд килчӗ, бандитӑн шавлӑ ӗҫӗсем пирки айӑплава хыпаланса пуҫтарчӗ-пӗтӗмлетрӗ, хӳтӗлевҫӗпе айӑплавҫа ячӗшӗн итлерӗ те «хаваслӑ тӑлӑх арӑм» — гильотина — палӑртрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Хура Уйӑх хӗрринчи чиркӳсенчен пӗрин чанӗн шавлӑ сасси хулана пач кӗтмен ҫӗртен янӑратса ячӗ.гулкий набат одной из церквей предместья Черного Месяца внезапно огласил город.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Анчах шавлӑ халӑх ҫинче именетӗп.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Анни тепрехинче Ральф пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин самантпа кӑсӑклана-кӑсӑклана каять: ҫакӑн чух Филипп Ральф хӑюлӑхӗ, унӑн тӗлӗнмелле хӑтланӑшӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен, юмаха аса илтерекен пурнӑҫӗ пирки хавхаланса кала-кала кӑтартать: Ральф малтан чухӑнлӑхра пурӑнни, кайран вара ылтӑн хӑйӑрӗ тупни, карап туянни, карап хатӗр-матӗрӗпе тинӗс кӑпӑкӗнчен, вӑйӑ-кулӑпа суту-илӳрен, хӑрушлӑхпа тулнӑ япаласенчен тӗрлесе тӗртнӗ шавлӑ сӑмах-юмах чӗнтӗрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Шавлӑ вилӗмпе пӗтме тӗв турӗ те — ҫывхаракан ушкӑнра пуринчен те нумайрах шакӑртма ҫакса тултарнӑ шур сухала куҫӗсемпе шыраса тупрӗ.Решив умереть шумно, он быстро отыскал глазами наиболее почтенного, увешанного погремушками старика.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Акӑ кӗтесрен ку ҫӗр-шыври параппан тунсӑхлӑн ахлатни, какӑрсем хӑлхана ҫурасла ӳлени илтӗнсе кайрӗ — турра ӗненекенсен ҫӗрлехи процессине чӑтма ҫук шавлӑ музыка хавхалантарать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Хама шавлӑ, пуҫа ҫавӑрттаракан тата хаяр та илемлӗ бал хыҫҫӑнхи пек туятӑп, — пӑшӑлтатрӗ Энниок.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.