Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Чӗрӗллех шӑнӑрӗсене турта-турта кӑларӑттӑм, эх! хм-м-м!
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сарӑ Шуйттан хулинчи ҫынсем хӑйсене чӗрӗллех кӑшланине лӑпкӑнах тӳссе ирттереҫҫӗ.Люди в домах города Желтого Дьявола спокойно переносят все, что убивает человека.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Чӗрӗллех тупӑка пӑрахнӑ ҫынсем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ пек, вӗсенчен пӗри, вилес умӗн, пӗлӗтпе сывпуллашса, юлашки хут юрлать пек туйӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Халь ӗнтӗ хам кӑмӑлпа кӑна мар, Ольга хушнине итлеме тӑрӑшатӑп: вӑл сана вӗлересшӗн мар, чӗрӗллех шӑтӑка кӗртсе вырттарасшӑн мар, илтетӗн-и?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн ятпа пӑлан пусрӗҫ, ненецсем ӑна чӗрӗллех, аллисемпе турттарса карӑнтарнӑ аш татӑкӗсене хӑйсен тути патӗнчех ҫӗҫӗпе меллӗн каса-каса ҫирӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чӗрӗллех шӑши ҫӑтса ярсан…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑвӑн тирне чӗрӗллех сӗвтерсе илсе тӑлӑп тутарӑп акӑ!Да знаешь ли ты, что я с тебя живого кожу велю содрать на тулупы?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Тӑхтӑр-ха, — терӗм эпӗ майора, — эпӗ ӑна чӗрӗллех тытатӑп, — терӗм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта вӑрҫӑн йывӑр, пӑчӑ шӑрши — юнлӑ бинтсен, пӳрленнӗ сурансен, чӗрӗллех ҫӗрекен этем ӳчӗн шӑрши ҫирӗппӗн тытӑнса тӑнӑ, ӑна халӗ пӳлӗмсене темле уҫӑлтарни те пӗтерме пултарайман.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗрӗллех ҫисе ярать вӑл Ваньккана.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
«Сарӑ фосфора шыв айӗпе турттарса килеҫҫӗ тата шыв айӗнчех упраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен сывлӑшра вӑл хыпса илет. Ӳте перӗнсен тӗлкӗшме, ҫунма пуҫлать, ӑна сӳнтерме май ҫук. Ҫын чӗрӗллех ҫунса каять. Мӗнпур хлор хутӑшӗ ҫуннӑ чухне диоксин хутӑшӗсене кӑларать. Ҫаксем вара ҫӗр ҫинчи чи хӑрушӑ япаласем, вӗсем цианлӑ калирен 67 хут наркӑмӑшлӑрах», - асӑннӑ япала ҫинчен каласа панӑ май пӗлтерчӗ хими профессорӗ Насакин.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскер, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса, кӗлтуса пурӑнать; 6. киленсе пурӑнма юратакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӑлханса кайнӑ вӑхӑтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем ҫине сиксе ӳкнӗ, пашнесене ҫунтарма пуҫланӑ; йӗри-тавралла кӑвайт чӗртсе, хурласа калаҫакансене чӗрӗллех ҫунтарнӑ; тепӗрисем хапхасене аркатнӑ, ытти ҫара шала кӗртсе ярса хулана туртса илнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Илияна саккун тӗлӗшӗнчен тимлӗрен те тимлӗ пулнӑшӑн чӗрӗллех тӳпе ҫине илнӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ҫапла калатӑр: пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн, 2. пире тапӑнакансем, — пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн, — 3. пире хирӗҫ вутла хаярлӑхне ҫитерсе пире чӗрӗллех ҫӑтса яратчӗҫ; 4. пире шыв путаратчӗ, чунӑмӑрсем ҫийӗн юхӑм шыв иртетчӗ; 5. чунӑмӑрсем ҫийӗн кӗрлевлӗ шывсем иртетчӗҫ.
Пс 123 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсене вилӗм ҫиттӗр; чӗрӗллех тамӑка анса кайччӑр вӗсем: вӗсен килӗ-ҫуртӗнче, вӗсен хушшинче — усал ӗҫ анчах.16. Да найдет на них смерть; да сойдут они живыми в ад, ибо злодейство в жилищах их, посреди их.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене, хӗрӗх икӗ ҫынна, чӗрӗллех ярса тытнӑ та Беф-Екедри ҫӑл патӗнче чиксе пӑрахнӑ; вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлайман.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ииуй: кусене чӗрӗллех ярса илӗр, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.