Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта малтан ялти пек ҫуртсем ларатчӗҫ: калиткеллӗ хапха та, мунча-хуралтӑ та пурччӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ачи амӑшне хапха умӗнченех пӑхса хирелле ӑсатрӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Малтанах мӑнӑ йывӑҫ вуллине Николай Семеновичсем патне меслетлесе илсе пырса хапха ҫийӗн картиш юрӗ ҫине тӗксе хӑварчӗҫ, унтан урӑх тракторпа илсе кайрӗҫ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Кукша Ваҫҫа кӳршисем, Минке аппа ҫемйи, кӗрт тӑрӑх хапха урлӑ ҫӳресе тӳрех киле кӗмелли алӑк патне ҫитеҫҫӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
— Ҫӗнӗ хапха туни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Вилӗмӗ хапха ҫӳллӗшне пӑхмасӑр урлӑ каҫса кӗрет, йывӑҫ ҫуртра-и, кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫуртӑн тимӗр алӑкӗ хыҫӗнче-и — пӗрех тупать, ниҫтан сывлӑш кӗрейми-тухайми чул хӑвӑлне тарса пытансан та хыҫалтанах пырать…
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Ҫӳллӗрех хӳме кирлӗ ӗнтӗ, вырӑсла хапха та кансӗрлемӗ.
37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хапха алӑкӗнче Ҫтаппан курӑнчӗ.
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Стасиксем патӗнче нумай лармарӗҫ вӗсем, часах ҫула тухрӗҫ, Мерчӗк коменданчӗ хапха юпи ҫине таянса тӑрса юлчӗ.
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман хапха патнелле ҫитнӗ самантра Стасик каланине илтрӗ:
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лешсем итлемеҫҫӗ, хапха патне ҫитеҫҫӗ те ик еннелле тапса сикеҫҫӗ.
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хапха умӗнче Ермолай лава чарчӗ, виткӗҫне ҫапла каласа кӑштах уҫрӗ:
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Асӑну иртсе кайсан хӗрарӑмсем ӗҫме-ҫимене хапха хыҫне тухса тӑкрӗҫ, вӑрҫӑра вилнисен ячӗсене асӑнчӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сасартӑк хапха умне каллех почтальонка ҫитсе чарӑнчӗ, васкаса пӳрте кӗчӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Темшӗн хапха патне мар, чӳрече патне утать.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Унтан хӑмла илсе ҫаплах ҫавӑркаларӗ — каллех хапха хыҫне.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫӑмартасене хапха хыҫне кӑларса пӑрахрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫав чуна хурлантаракан шухӑшсемпе вӑл вут пуленккисене, хӑмасене, вӗрлӗксене хапха ҫумнерех тултрӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хапха умне ватӑ, курпунлӑ старик тухрӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле урамах тухса чупасшӑнччӗ, анчах вӑтанчӗ, упӑшкине хапха умӗнче кӗтсе илчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.