Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе, Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Анатолий Волкова мучи тесе калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

«Тепрехинче сире чӗнместпӗр», – тарӑхрӗҫ аслисем, анчах, тӗрӗссипе каласан, вӗсен ку таранччен хӑйсен те киле каяс килекен пулса ҫитрӗ.

«В следующий раз вас не возьмем», – возмутились старшие, но на самом деле они уже тоже хотели в тепло.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Пишпӳлек районӗ, тӗрӗссипе каласан, типҫӗр тӑрӑхӗ шутланать (пирӗн шывсем сахал), анчах та хуллен-хуллен вӑл республикӑн пулӑ тытмалли тӗп хули пулса тӑрать.

Help to translate

Пурне те пирӗн района пулӑ тытма кӗтетпӗр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/yal-khu-al-kh/20 ... -r-3254403

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑравҫӑ ҫын эс, тӗрӗссипе каласан.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карук Михали сӑмахӗнчен е аллинчи наганран ытларах хӑранӑ-ши ман аттепе анне — ҫавна тӗрӗссипе пӗлекен никам та ҫук ӗнтӗ, анчах вӗсем мунчара сӗрӗм тивнипе вилме шут тытнӑ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗссипе, ҫав сӑвӑра икӗ-виҫӗ сӑмах улӑштарма кӑна пулӑшнӑ мана Ямаш Ваҫҫи, ҫапах та вӑл мана ку сӑвва иксӗмӗр пӗрле ҫырнӑ тесе калама сӗнчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗссипе каласан, эсир, арҫынсем, пурте икӗ питлӗ…

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗссипе, ашшӗ-амӑшӗнчен ытларах ӑна Инесса илӗртрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗссипе, эрех тӗп турӗ вӗт пыл хурчӗсемпе улмуҫҫисене, эрех!

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тимӗр шапашӑн вара, тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен ҫемйи мӗн шухӑшлани пӗрех пулнӑ: вӑл ҫинӗ те ҫывӑрнӑ, хӑш чухне таҫталла ерипен утнӑ.

А черепахе, если честно, было все равно, что о ней думает семья: она ела и спала, иногда куда-то медленно шла.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Эп ӑна, тӗрӗссипе, пирӗн пурнӑҫра, журналистикӑра должность йышӑнакан ҫынсен питӗ вӑхӑт… ӗҫ питӗ вӑхӑта илет.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Радик хӑй вара, тӗрӗссипе каласан, унталла та, кунталла та мар пулнӑ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Пӗлетӗр-и, манӑн, тӗрӗссипе, салтака вӗсемпе пӗрле каймалла марччӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тулаш енчен пӑхсан, ӑна никам та ҫавӑн пек хӗрарӑм тесе шутламасть ӗнтӗ, тӗрӗссипе вара питӗ нумай чухне йӑнӑшатӑн иккен…

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫапах та эпӗ лайӑх пӗлтӗм: ман юлташ, тӗрӗссипе, «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» каламасть, вӑл пачах та урӑх кӗвӗ вылять.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ак ҫак пӑшӑлтатса калани те ҫавӑн пекех, мӗншӗн тесен вӑл, тӗрӗссипе калас пулсан, манӑн ҫак самантри пурнӑҫӑн чи пысӑк енне кӑтартрӗ, ҫав ен вӑл — манӑн пӗчченлӗх.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӗрӗссипе вара, эпӗ ҫынсен чунне сӑнама вӗренессинчен ытларах хамӑн чуна сӑнама ҫеҫ вӗреннӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӗрӗссипе, ирттермен-ха, мӗнле ирттерессине ҫеҫ палӑртса хунӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ку вӑл, тӗрӗссипе каласан, фермерсен шучӗ ҫитмест пуль тесе.

Help to translate

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed