Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сашка (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Куна Сашка пӗлтерет ӗнтӗ, вӑл стена ҫинче бинокльпе пӑхса ларать.

Это говорил Саша Ивушкин, сидя на стене и глядя в половинку бинокля.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Сашка мӗншӗн стена ҫинче ларнӑ пирки ыйтрӑм эпӗ.

Я спросил, зачем Сашка сидит на стене.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Андрей те хайӗн Корсарӗпе пынӑ, Нюся Ракушкина та, пӗчӗк Сашка Ивушкин та.

Андрей со своим Корсаром, Нюся Ракушкина и маленький Саша Ивушкин.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.

Где-то там, в вышних беспредельных просторах, гуляли ветры, плыли осиянные солнцем холодные облака, а на земле, только что принявшей веселого лошадника и пьяницу деда Сашку, все так же яростно кипела жизнь: в степи, зеленым разливом подступившей к самому саду, в зарослях дикой конопли возле прясел старого гумна неумолчно звучала гремучая дробь перепелиного боя, свистели суслики, жужжали шмели, шелестела обласканная ветром трава, пели в струистом мареве жаворонки, и, утверждая в природе человеческое величие, где-то далеко-далеко по суходолу настойчиво, злобно и глухо стучал пулемет.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав лапсӑркка ватӑ тирек айӗнчех, шапа лӑймакиллӗ пӗве хӗрринче, хӑй тахҫан Григорипе Аксинья хӗрачине пытарнӑ вырӑнта, Сашка мучи юлашки канӑҫне тупрӗ.

Под тем же старым разлапистым тополем, возле одетого ряской пруда, где некогда схоронил дед Сашка дочушку Григория и Аксиньи, нашел и он себе последний приют.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сашка мучун итлемеллеччӗ, кӗсрешӗн хирӗҫсе тӑмалла марччӗ те-ха, ну, вӑл, ав, ху пӗлетӗн, старикӗ хӑй кутӑн…

Деду Сашке бы покориться и не стоять за эту кобылу, ну, а он, сам знаешь, характерный старичок был…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сашка мучу питӗ хӗрхенетчӗ тихине, ах, мӗнле хӗрхенетчӗ ӑна — калама пӗлмелле мар!

И дед Сашка так уж этого жеребеночка жалел, так жалел, — и рассказать нельзя!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лашисенчен орловски ӑйӑрсене ҫеҫ виҫҫӗшне илсе кайрӗҫ, ыттисене Сашка мучи ҫине шанса хӑварчӗҫ.

А из лошадей только трех орловских жеребцов взяли, остальных оставили на деда Сашку.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сашка мучи ӑҫта тата?

— А дед Сашка где же?

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сашка мучин таса мар пӳрнисем йӗм катине перӗнчӗҫ те, сассӑр купӑс пускӑчисене хыпашласа тухнӑ пек, шултра тӳмесен вӑрӑм речӗ тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Грязные пальцы деда Сашки коснулись ширинки, пробежались по длинному ряду ядреных пуговиц, как по клапанам беззвучной гармошки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн майлӑ? — чурӑссӑн хуравларӗ Сашка мучи, — анчах хуҫа кӗтмен ҫӗртен ҫапла хӑр-харрӑн тӗпчеме тытӑнни те, унӑн чӗтрекен сасси те ӑна пӑртакках иментерсе ячӗ.

— А в каком? — дерзко ответил дед Сашка, но сам был слегка смущен и необычным допросом, и дрожащим голосом хозяина.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫын ӗренкинчен тухма пуҫланӑ тата ытла та хӑвӑрт ватӑлса кайнӑ Сашка мучие те Ягоднӑйра пулса иртнӗ улшӑнусем тӗкӗнмесӗр хӑвармарӗҫ.

Даже деда Сашки, опустившегося и резко постаревшего, коснулось влияние происходивших в Ягодном перемен.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сашка мучи урапа ҫинелле сикнӗ пӗр вӗшлине чӑпӑрккипе туртрӗ те тарӑхса кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Сзади дед Сашка щелкнул одну, прыгавшую в дрожки, кнутом, крикнул запальчиво:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Э, Сашка мучи-ҫке, сывӑ-и!

А, дед Сашка, здравствуй!

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сашка мучи, ҫывӑрмастӑн-и?

— Дед Сашка, спишь?

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка мучи патӗнчен вӑл тӑххӑрмӗш сехетре тухрӗ; тулта ҫил чӳхенет, ура айӗнче пылчӑк лачӑртатать.

Он вышел от деда Сашки в девятом часу; на дворе полоскался ветер, слякотно чавкала под ногами грязь.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка мучи така пусса тӑварларӗ, — пысӑк хӑнасем пухӑнас чухнехи пек хатӗрленеҫҫӗ.

Дед Сашка свежевал барана, приготовления делались словно перед большим съездом гостей.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр самант иртсен пӳлӗме Сашка мучи кӗчӗ.

Спустя минуту вошел дед Сашка.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка мучи пахча хуралланӑ вӑхӑтрах лашасене те пӑхать, кучер кӑна ҫӗнӗ — йӗркеллӗ ватӑ казак Никитин.

Дед Сашка совмещал обязанности конюха с охраной сада, лишь кучер был новый — степенный, престарелый казак Никитич.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка мучи шаннӑ пек пулмарӗ, лашан Сашка мучи каласа панӑ вӑрттӑн айӑпне тупма ӑста тухтӑрӑн «ӑсӗ» ҫитрӗ.

Не оправдалась надежда деда Сашки, и у дошлого врача хватило «хисту» найти тот потаенный изъян, о котором говорил дед Сашка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed