Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳлӗмре (тĕпĕ: пӳлӗм) more information about the word form can be found here.
Ҫак сӑмахсене илтсен Упандиров тарӑхса кайрӗ, чей ҫинчен манса сӗтел хушшинчен тухрӗ, пӳлӗмре калла-малла уткаланӑ хыҫҫӑн тин ҫӑварне уҫрӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

201 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Help to translate

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Анчах шӑнӑҫнӑ-шӑнӑҫман Еркиней Шавламашкӑн тытӑнать пӳлӗмре.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Манахсемпе пуп таврашсем уйрӑм пӳлӗмре Ҫылӑхсене пытараҫҫӗ, пусараҫҫӗ эрехре…

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тем вӑхӑт иртсен, куҫа уҫрӑм та хама темле ҫутӑ пӳлӗмре выртнине курах кайрӑм.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кӑварсем сӳнсе кӗлленнӗ, пӳлӗмре паҫӑрхинчен те сивӗрех.

Help to translate

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

— Ах, ыран ӗҫ нумай, — терӗ вӑл пӳлӗмре утнӑ май.

Help to translate

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Сулахайра аслӑ пӳлӗм, пӳлӗмре виҫӗ вӑрӑм сӗтел.

Help to translate

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн пӗр пӳлӗмре виҫӗ класс вӗренет.

Help to translate

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Сӗтел хушшинчен урӑм-сурӑм тухрӗ те, арена ҫинчи сӗкме хатӗр каррида вӑкӑрӗ пек «урса кайса», сӑмсине шӑхӑрттарса сывласа, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хӗреслесе тытрӗ, пӳлӗмре шевро аттине чӑрик-чӑрик чӗриклеттерсе, нӑтӑр-нӑтӑр нӑтӑртаттарса, калла-малла виҫӗ хут та ҫурӑ хутларӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пӗр авӑк пӳлӗмре шӑна вӗҫсе иртни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫлӑх, куҫӗпе арҫынна тирӗнсе, пӗр авӑк шанк хытса ларчӗ, унтан пӳлӗмре сывлӑш йывӑрланса, пӑчӑланса, кӑкӑрне пӳлнӗ пек, пиншакӗн тӳмисене вӗҫертрӗ, кӗпи ҫухавине ярханах ячӗ, тинех хускалса илчӗ те сарлака тутин сулахай кӗтессине йӗкӗлтевлӗ — йӗплӗ кулӑ хылчӑкӗсем купаларӗ:

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Кӗрсе пӑхӑр-ха эппин, — куҫ харшине мӑлт-мӑлт сиктерсе, ал пӳрнисемпе кукшарах пуҫне «сӳрекелесе» илсе (турарӗ пулать), чӗрӗ, йӑплака мӑнхӑяр вӑрри пек капан шӑлӗсемпе пӳлӗмре «тӗксӗм сарӑ фара ҫути ҫутрӗ» ку.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Урӑлманкин, ӗҫ мӗн ҫинчен пынине тинех тавҫӑрса илсе, тӑруках ырӑланса, хӑюлланса кайрӗ, чунӗ-чӗри катаччи чупӑвне ҫӗкленчӗ, ҫуланчӑк куҫӗнче чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх пӗр-пӗрне ал лапписемпе ҫапса илчӗҫ, шалти хаяр кӳренчӗк вучӗ самант пӑлтлатса сӳнчӗ, йӳҫӗ чуста пек йӳҫенкӗ сӑн-пичӗ тутлӑн-ҫуттӑн йӗлпӗрӗнчӗ, сарӑхнӑ капан шӑлӗ пӳлӗмре каллех тӗксӗм ҫутӑ ҫутрӗ:

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Медпункт ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗмре хӑраххӑнах пурӑнать вӑл.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Телее, Аркадий, пӗрле пурӑнакан юлташӗсем ӗҫе кайнине пула, пӳлӗмре пӗчченех пулчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫак пӳлӗмре мар, паллах, ҫак сыхлӑх камери таврашӗнче, — йывӑррӑн пусарса кӑларчӗ хӗрарӑм сӑмахне.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тап-таса кунӗ пуҫ тӳпинченех ӑшаласа тӑракан ялтӑркка хӗвелпе (ҫумӑр хӗвелӗпе) шӑраннӑран пӳлӗмре ытла та пӑчӑччӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗҫтешӗсемпе те, общежитире пӗр пӳлӗмре кун-ҫул талккӑшне пӗрле сукмаклакан хӗрпе те шӑкӑл-шӑкӑл, килӗштерсе пурӑнчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗр вырӑнлӑ пӳлӗмре вӑл пӗчченех пулчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed