Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Камӑн (тĕпĕ: кам) more information about the word form can be found here.
Камӑн хуткупӑсӗ?

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашниех камӑн мӗн пурпа капӑр тумланса килме тӑрӑшнӑ, анчах нимле уйрӑмлӑхах та ҫук вӗсен хушшинче.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр уполномоченнӑйӗ шӑпа туртса кӑларчӗ те, ҫавӑркаласа пӑхса: — Чӑх ури палли! Камӑн шӑпи? — тесе кӑшкӑрчӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Камӑн шӑпи малтан тухать, ҫавна «Тиреклӗх» ҫаранӗ пулать!

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кама ҫаратман вӑл, камӑн куҫҫульне юхтарман. Ӑна ҫаплах пӗр инкек те тивмест. Ӑраскал-телей пуласси сӑваплӑ та тӳрӗ пурӑннинчен килмест иккен» — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Суту-илӳ тӑвакансем ҫынсене илӗртсе таварӗсене сутасшӑн, камӑн ӑсне мӗн килнӗ ҫавна кӑшкӑраҫҫӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Камӑн халапне ӗненетӗн эсӗ?

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑр пӗлетӗр, Лукерья Семеновна, сӗткен кӗрсе ҫитсен, кирек камӑн пурнӑҫӗ те илемлӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫлесе вӑйран сулӑнать-и вӑл? — камӑн чӗлхи ҫине мӗн аса килнине калаҫса ӑсатрӗҫ вӗсем пуппа Лукарьене.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кам, камӑн ирсӗр ӗҫӗ ку?..» — тесе пӑшӑлтатса, Тарье крыльцаран анчӗ, ерипен картишне кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫул ҫинче инкек-синкек пулсан, ответне камӑн тытмалла пулать?

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран явапне камӑн памалла пулӗ?

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ку камӑн?

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Камӑн миҫе ҫӗрулми пулнӑ? — ыйтрӗ Антун.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Камӑн?» — тетӗп эпӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмах каламарӗ вӑл, камӑн мӗн чухлӗ ясак, тӗрлӗ хырҫӑ-куланай тӳлемеллине пӗлтерсе тухрӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑтартӑр-ха, камӑн мӗнле кӑмӑл, камӑн алли ҫӑмӑл…

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Камӑн тетӗн вӗсене?

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан тарҫисем чӳклеме каясси пирки хуҫаран юри кӗрсе ыйтрӗҫ — камӑн кайма юрать, камӑн кайма юрамасть.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Май килнӗ таран пӗр-пӗрин суранӗсене ҫыхнӑ вӗсем, чей вӗретсе ӗҫнӗ, камӑн мӗнле апат пур, ҫавна пайласа ҫинӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed