Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртенпех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Филька, — терӗ вӑл ӳпкевлӗн, — анне мана пристаньре кӗтсе тӑрать, эпӗ пур, иртенпех сана шыратӑп.

— Филька, — сказала она с укоризной, — мать меня ждет на пристани, а я ищу тебя с самого утра.

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Иртенпех пур ҫӗрте те шырать ӑна Таня.

Целое утро ищет она его повсюду напрасно.

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хӗрача вара кӗтесре, хай иртенпех ларса ирттернӗ, пӑчкӑ кӗрпи тултарнӑ хулӑн тӳшек ҫинче, тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ.

И она крепко заснула в этом углу, где просидела с самого утра на толстом матраце, набитом опилками.

XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ, иртенпех хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекен сивӗ ҫил те ӑна ҫавӑн чухлӗ хӗретейрес ҫукчӗ пулӗ.

Лицо ее заливает яркая краска, более густая, чем это мог бы сделать холодный ветер, еще с утра дувший с восточной стороны.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эпӗ сире иртенпех кӗтрӗм.

Я вас ждала с утра.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Паян эпӗ мӗн иртенпех унпа пӗрле унӑн нимӗҫ майри патӗнче пултӑм вӗт, паян эпир виҫҫӗн «Манран ан пӑрӑн» юрра юрларӑмӑр.

Ведь я с ним сегодня целое утро провел у его немки; ведь мы сегодня втроем пели «Не отходи от меня».

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эпир те, шутпа, кунта пулмалла мар, — ҫиллӗн тавӑрчӗ ӑна типшӗм капитан, — иртенпех ларатпӑр ав, хӳтӗленетпӗр.

— Нас тоже не должно тут быть, — зло произнес сухонький капитан, — а с рассвета сидим, отбиваемся!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Иртенпех тӑрать вӑл унта.

Стоял, по-моему, с самого утра.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах иртенпех ҫӑра пӗлӗтсем капланса килнипе вунпӗр сехет ҫитерехпе, сулӑ ҫӗр ҫине ҫитсе чарӑнсан, вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Но небо с утра было затянуто густыми облаками, и к одиннадцати часам, когда плот причалил к земле, пошёл сильный дождь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗн иртенпех халӑха каштасем патне хӑваланӑ.

И с утра начали сгонять из города к виселице народ.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Мӗн иртенпех вӑрманта та ҫырмасем тӑрӑх чупса ҫӳрерӗм.

— Я все утро по лесу да по оврагам сама скакала.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Анчах ылханлӑ музыкант Мишо, иртенпех ӑнсӑртран замокра юлнӑскер, подвалта эрех пичкисем хушшинче ӳсӗр йӑваланса выртнӑскер, халӗ каллех ҫак ӗҫе эпӗ турӑм, тенӗ те, ӑна каллех награда панӑ тата сержант туса хунӑ.

А проклятый музыкант Мишо, который еще с утра случайно остался в замке и все время валялся пьяный в подвале возле бочек с вином, опять сказал, что это сделал он, и его снова наградили и произвели в сержанты.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Чукпа Гек иртенпех тулта, вӗсене пӳрте те хӑваласа кӗртейместӗн.

Уже с утра Чука и Гека нельзя было загнать домой.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Кил-ҫуртра иртенпех пурте салхуланчӗҫ; Анфисушка аллисенчен савӑт-сапа тухса ӳкме пуҫларӗ; Федька та пулин нимӗн тума аптрарӗ те аттине хыврӗ.

С утра уже все приуныло в доме; у Анфисушки посуда из рук валилась; даже Федька недоумевал и кончил тем, что снял сапоги.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Иртенпех ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулчӗ, уҫӑлса ҫӳреме май пулмарӗ.

С утра погода стояла дождливая, не было возможности гулять.

XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Иртенпех паян…

С самого утра сегодня…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Иртенпех пӗр хӗлхем ӑша яман.

С утра ничего не ел.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иртенпех мана больницӑна магнит пек туртать.

Все утро меня как магнитом тянуло в больницу.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Дарья иртенпех хуйхӑллӑ ҫӳрерӗ, пуҫ ыратать, вӑй ҫук тесе ӳпкелешрӗ, ҫын куриччен темиҫе хутчен вӑрттӑн макӑрса илчӗ…

Еще с утра Дарья была не в духе, жаловалась на головную боль и недомогание, несколько раз украдкой плакала…

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӳршӗсем мӗн иртенпех сирӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ — саламлама килнӗччӗ.

А соседи с утра только о вас и говорят — уже поздравлять приходили.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed