Шырав
Шырав ĕçĕ:
Елькка (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Темпе вӗҫленнӗ пулатчӗ ӗнтӗ Куляпа Елькка каҫсерен хапха умӗнче тӑркаланисем, енчен те самаях сыпса лартнӑ счетовод пӗррехинче Хвеччиссем патне шӑлавар кастарма кӗрсе унтах ҫӗр каҫса тухман пулсан?..
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калаҫрӗ-калаҫрех вӑл Ельккапа, Матвин «саламлӑ» ҫырӑвне пӑхса тӑмарӗ, пӗр каҫхине ҫапла, правленирен таврӑннӑ чухле, унччен те кӑшт-кашт сӑмах хушкаласа пӑхнӑскер, каларӗ те пачӗ Елькка пирки хӑй мӗн шутланине пӗтӗмпех, хӗре, ҫулӗ пӗрлелле пулнӑскӗре, хапхи умнех ҫитерсе хӑварчӗ…
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Варлӑ пулнӑ-тӑк, ҫарта тем вӑхӑт ҫӳренӗ хыҫҫӑн тепӗр хут тӗнче касма тухса кайман пулӗччӗ ӗнтӗ Матви те Елькка пур ҫинчех.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Яш ҫулсенче Елькка чӑп-чӑмӑр та куҫпа пӑхса тӑранмалла мар кӗлеткеллӗ хӗрччӗ.В молодые годы у Елька была такая красивая фигуристая девушка, что ненаглядеться.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, мӗн тери аванччӗ вӗт-ха вӑл — Елькка.