Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Египет ҫинчен, Египет патши Нехао фараон ҫарӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: ҫав ҫар Евфрат шывӗ хӗрринчи Кархемис хулинче тӑнӑ, ӑна Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вавилон патши Навуходоносор ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Иудея патшине Седекияна хӑйӗн тӑшманӗн аллине, унӑн чунне шыранӑ Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине, панӑ пек, Эпӗ Египет патшине, Вафрий фараона, хӑйӗн тӑшманӗсен аллине, унӑн чунне шыракансен аллине паратӑп.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ сире ырӑ кӑтартма мар, пӗтермешкӗн сӑнаса тӑрӑп; Египет ҫӗрӗнчи иудейсем тӗппипех хӗҫпе, выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйсен арӑмӗсем ют турӑсене тӗтӗрнине пӗлсе тӑракан пӗтӗм арҫын, ҫавӑнта йышлӑн тӑракан пӗтӗм хӗрарӑм, пӗтӗм халӑх — Египет ҫӗрӗнче, Пафросра пурӑнакансем — Иеремийӑна хуравласа ҫапла каланӑ: 16. эпир сана итлеместпӗр, Ҫӳлхуҫа ятӗнчен каланӑ сӑмахусене итлеместпӗр!
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Египет ҫӗрне Эпӗ, Иерусалима пынӑ пекех, хӗҫпе те выҫлӑхпа, мур чирӗпе пырӑп, 14. вара чӗрӗ юлнӑ иудейсенчен, Египет ҫӗрне ҫитсе унта вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑнаҫнӑскерсенчен, пӗри те хӑтӑлаймӗ, пӗри те сывӑ юлаймӗ, Иудея ҫӗрне таврӑнаймӗ; вӗсем пӗтӗм чун-чӗрипе Иудейӑна таврӑнасшӑн, ҫавӑнта пурӑнасшӑн, анчах унтан тарса тухнисемсӗр пуҫне пӗри те каялла таврӑнаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе, 8. хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть, 3. ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Египет туррисен ҫурчӗсене вут-ҫулӑм тивертӗп; патша хӑш туррисене ҫунтарса ярӗ, хӑш туррисене тыткӑна илса кайӗ, кӗтӳҫӗ хӑйӗн тумтирне тӑхӑннӑ пек, вӑл Египет ҫӗрне тӑхӑнӗ те лӑпкӑн ҫеҫ тухса кайӗ; 13. Египетра Хӗвел Килӗнчи юпасене аркатса тӑкӗ, Египет туррисен ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, 6. упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те 7. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм та каларӑм: 14. «ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче кашниех хӑвӑр тӑванна, еврее, хӑйне сана сутнӑскере, ирӗке ярӑр; вӑл саншӑн ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, вара ӑна ирӗке яр» терӗм; анчах сирӗн аҫӑрсем Мана итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.