Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑр the word is in our database.
Вӑтӑр (тĕпĕ: вӑтӑр) more information about the word form can be found here.
Вӗсем халӗ кунтан вӑтӑр ҫухрӑмра ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тури Юпалран анатри склада ҫитиччен, пӗтӗмпе вӑтӑр ҫухрӑм тӑршшӗ.

Help to translate

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑтӑр ултӑ пулемет расчечӗ шанса пачӗҫ мана.

Help to translate

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Толикпе пӗрле тата вӑтӑр ултӑ ачана повестка панӑ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӳт мар ку — ҫамрӑк ҫын кунӗпе ҫуран район центрне тата каялла вӑтӑр ултӑ ҫухрӑм утса тухнӑ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсен юратӑвӗшӗн пирвайхи тӗрӗслев икӗ ҫул каялла сиксе тухнӑччӗ — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялта вӗт пӗр вӑтӑр ача пур-и, шкула каяканни.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑтӑр кун.

Тридцать дней.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑтӑр минут.

Тридцать минут.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Пилӗк ҫӗр пӗр миллион та улт ҫӗр ҫирӗм икӗ пин те ҫич ҫӗр вӑтӑр пӗрре.

— Пятьсот один миллион шестьсот двадцать две тысячи семьсот тридцать одна.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пурӗ пулать пилӗк ҫӗр пӗр миллион та ҫирӗм икӗ пин те ҫич ҫӗр вӑтӑр пӗрре.

Итого, стало быть, пятьсот один миллион шестьсот двадцать две тысячи семьсот тридцать один.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫирӗм улттӑ ҫумне пиллӗк — вӑтӑр пӗрре.

Двадцать шесть да пять — тридцать один.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вал пирӗн пата Сибирскран килчӗ, питӗ сывӑ, таса, килти пекскер, хаваслӑ, ҫамрӑк — пит нумай пулсан та пӗр вӑтӑр иккӗсенче ҫеҫ…

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр вӑтӑр минутран Завьялов чи ҫывӑхри ҫурчӗпе танашрӗ, ун ҫине ыт ахальтен пек пӑхса илчӗ те… кӑшкӑрса ярасран аран тытса чарчӗ хӑйне хӑй.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑтӑр иккӗре!

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь вӑл вӑтӑр иккӗре.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ну, тусӑм, эпӗ ҫарта вӑтӑр пилӗк ҫул служить тунӑ, вӗсенчен сакӑр ҫулне землянкӑсемпе блиндажсенче пурӑнса ирттернӗ.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑтӑр ҫул хушши ҫавӑн пек хӗсӗнсе пурӑнтӑмӑр.

Help to translate

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑтӑр ҫул ытла педагогика ӗҫӗнче ӑна ачасем миҫе хут пӗрремӗш учительница тесе чӗннӗ, нумайӑшӗшӗн вӑл иккӗмӗш анне пулса тӑнӑ, вӑл вӗсенче ырлӑхпа пӗлӗве, пурнӑҫа юратма, туслашма вӗрентнӗ.

Help to translate

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed