Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасшӑн the word is in our database.
тархасшӑн (тĕпĕ: тархасшӑн) more information about the word form can be found here.
— Турра шан, турра шан, учитель, кулянса ан тӑр, тархасшӑн, ҫӳлти турӑ хӑйне савса шавакансене пӑрахмасть.

— Надейся, надейся на бога, учитель, не предавайся унынию; всевышний не оставляет страждущих, кои уповают на милость его.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кала-ха эс ӑна, тархасшӑн, — пуҫласа ячӗ Кандов, — ман ирӗклӗхе никам та тӗкӗнме юраманни ҫинчен пӗлтер, этемлӗхӗн чи хаклӑ тивӗҫӗ манӑн, пур саккунлӑхпа та килӗшмесӗр, сӑлтавӑн йӗрки тупӑнмасӑр…

— Скажи ему, пожалуйста, — начал Кандов, — что моя личная неприкосновенность, мое самое дорогое человеческое право вопреки всякой законности и без достаточных оснований…

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Бойчона кала-ха, тархасшӑн, вӑл шӑпах унта — жандармсем ӑна тухнӑ чухне тытасшӑн.

— Прошу тебя, передай Бойчо, — он тоже там, — что полицейские караулят его у входа.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эх, Исус Христос турӑ, каҫар, тархасшӑн, ҫын илӗртмӗш пирки сӳпӗлтетсе ҫылӑха та кӗрес пур…

Ох, Иисусе Христе, прости, господи, согрешишь тут с этими мирскими соблазнами…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эппин эс, Кирияк, тархасшӑн ан ман-ха ман ӗҫ пирки, — терӗ вӑл пӳлӗмрен тухнӑ хушӑра.

— Не забудь, пожалуйста, о моем дельце, Кириак! — попросил он, выходя из комнаты.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӑванӑм, ан йӗр тархасшӑн, мӑшӑру сывах-ха санӑн!

— Ох, родной, да не плачь ты, жива твоя молодуха!

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Билетшӑн укҫа тӳленӗ эпӗ, тархасшӑн вӗрентсе ан тӑрӑр, — чарӑнмарӗ Стефчов.

— Я заплатил за билет и прошу без нотаций, — отпарировал Стефчов.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ырӑ пулӑр-ха, тархасшӑн, хӗрхенме пӗлӗр ӗнтӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ телейсӗр ашшӗ, хӗрне ҫупӑрласа тытса.

— Смилуйтесь, господа, пощадите! — кричал несчастный отец, обхватив руками дочь.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лӑп кӑна канса ҫывӑрам ӗнтӗ… мӑшкӑл ан кӑтартӑр, тархасшӑн.

Позвольте мне лечь спать… не позорьте.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Карл Яковлевич, минутлӑха килӗр-ха, тархасшӑн.

Карл Яковлич, пожалуйста, на минуту.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир ан хӑрӑр, тархасшӑн, — хушса хучӗ вӑл, ашкӑнмасӑр килнисем енне ҫаврӑнса, — вӑл ывӑннипе ҫапла.

Вы не беспокойтесь, пожалуйста, — прибавил он, обращаясь к ехавшим на небуйных санях, — это только оттого, что она устала.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тархасшӑн, малалла калӑр; эпӗ итлетӗп.

Продолжайте, пожалуйста; я слушаю.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Каласа парӑр-ха, тархасшӑн.

Расскажите же, пожалуйста.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тархасшӑн.

Извольте.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, Рахметов, калӑр-ха тархасшӑн», — тет Кирсанов тӗлӗнсе.

«Что это такое, помилуйте, Рахметов», — с ужасом проговорил Кирсанов.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тархасшӑн юлӑр, атту эпӗ хӑраттӑмччӗ-ха уншӑн.

— Пожалуйста; а то я боялась за нее.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера Павловна вӗсем патне пырать те: ҫитет ӗнтӗ сире хӑвӑрӑн анализсем, пӗрпеклӗхсем тата антропологизмсем ҫинчен калаҫма, господасем, тархасшӑн мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫӑр-ха, эпӗ те калаҫӑва хутшӑнма пултарам, е луччӑ, атьӑр, вылятпӑр, тет.

Вера Павловна подходит к ним и говорит: — Да полноте вам толковать о своих анализах, тожествах и антропологизмах, пожалуйста, господа, что-нибудь другое, чтоб и я могла участвовать в разговоре, или лучше давайте играть.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ларӑр тархасшӑн, — терӗ Марья Алексевна, — Матрена, тепӗр стакан пар-ха.

— Прошу садиться, — сказала Марья Алексевна, — Матрена, дай еще стакан.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Питӗ хавас сире курма, ларӑр тархасшӑн».

«Очень рада вас видеть, прошу садиться».

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Хаклӑ Давыдов юлташ, тархасшӑн пулӑш!

— Дорогой товарищ Давыдов, ради Христа, выручай!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed