Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑт, пуҫ ҫапса калатӑп, эп курнине ман ачасен, мӑнуксен курмалла ан пултӑр, – хӗрес хурса илчӗ Володя.Вот, крест, чтоб не пережили все то, что я пережил, ни мои дети, ни внуки, — крестился Володя.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Хусанта ачасен ҫуллахи канӑвӗпе ӗҫне йӗркелес ыйтусемпе «хӗрӳ лини» – 231-50-24 («Лето» центр) – ӗҫлет.
Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Хусанти илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интерначӗн директорӗ В.Лапшин та ачасем валли пысӑк пахалӑхлӑ илтекен аппаратсем туянма ӗмӗтленет ҫакнашкал акцисем вӑхӑтӗнче.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
«Унччен муковисцитозпа чирлӗ ача нумай пурӑнаймасть, тӑватӑ-пилӗк ҫултанах вилет тесе ҫирӗплететчӗҫ. Манӑн ача вара вун пиллӗке ҫитрӗ ӗнтӗ. Пӗлсе, тӗрӗс, кирлӗ пек сиплесен ҫак хӑрушӑ чирпе чирлекенсем нумай-нумай ҫул пурӑнӗччӗҫ, обществӑна усӑ та кӳнӗ пулӗччӗҫ. Европӑра ҫакнашкал диагнозлисем 40-60 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Анчах та пирӗн ачасене сиплеме хаклӑ йышши антибиотиксем кирлӗ, укҫасӑр нимӗн те тума ҫук», – тет Муковисцитозпа чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацийӗн председателӗ С.Алексеева.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Билетсем сутса пухӑннӑ укҫан пысӑк пайне шӑпах ырӑ тӗллеве пурнӑҫлама ячӗҫ те, сцена ҫинчех Хусанти пулӑшу кӗтекен социаллӑ учрежденисене – илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интернатне, тӑлӑх ачасен 11№ шкул-интернатне, «Апрель» реабилитаци центрне, «Гаврош» социаллӑ приюта, Муковисцитозпа чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине, тӑлӑх тата йывӑр чирсемпе асапланакан ачасене валеҫсе пачӗҫ.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Салтакри ачасен хушшинче ку енӗпе ӑна ҫитекенни пулман.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Унсӑр пуҫне спортсмена хӑйӗн сывлӑхӗ ҫеҫ пӑшӑрхантармасть, ытти ҫынсен, уйрӑмах ачасен, сывлӑхӗ канӑҫсӑрлантарать.Кроме этого спортсменов не только своя, но и жизнь других людей, особенно детей беспокоит.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Макӑрса Турра кӗл тунӑ, Турӑран ыйтнӑ: – Эй, ҫӳлти Турӑ, ачасен ашшӗ чипер, сывӑ таврӑнмалла пулсан хӑть шӑрпӑк пӗрчи, улӑм пӗрчи тупӑнтӑр ҫул ҫинче, – тенӗ.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ачасен хавхаланӑвӗ тепӗр ҫуллахи каникулччен ан сӗвӗрӗлтӗрччӗ.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
«Чи пӗлтерӗшли — условисем лайӑххи, пӳлӗмсем хитри, апатлану ҫитӗнекен организмшӑн шайлашулли те мар /сӑмах май, талӑкне 6 хутчен тутлӑ ҫитереҫҫӗ кунта/, пӗр-пӗрне палламан ачасен хушшинче ҫирӗп туслӑх тӗвӗленни, лагерь ертӳлӗхӗпе, вожатӑйсемпе пирӗн хушӑра ӑнланулӑх пулни», — терӗ вӑл.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Лагерьте — 6 воспитатель, вӗсемсӗр пуҫне ачасен канӑвне кӑсӑклӑ йӗркелеме музыкантпа физкультурника явӑҫтарнӑ.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Вӗсен ҫывӑхӗнче ачасен хаваслӑ сассисем, ахӑлтатса кулнисем илтӗнеҫҫӗ.
Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15
Чӑн та, ҫакӑн хыҫҫӑн Евпаторире иртнӗ «Звездная гавань» ачасен фестивалӗнче чӑваш юррипе мала тухрӑм.
Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Асӑннӑ сыватмӑшӑн специалисчӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ачасен сывлӑх тӑрӑмӗ вӑтам шая ҫывӑх тесе хаклаҫҫӗ.
Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Ашшӗ пур ҫӗртех хӑйсене ҫурма тӑлӑх туякан ачасен куҫҫулӗ ҫинче телей курӗ-ши вӑл?Будет ли он счастлив на слезах детей, чувствующих себя полусиротами, при живом отце?
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Чӑваш республикинче ачасен прависене хӳтӗлес, вӗсене аталанма майсем туса парас тесе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Чӑваш Ене РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов хӑйӗн рейтингӗнчи топ-10 йыша кӗртнӗ.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Ачасен йӑлтах лайӑх пулсан кӑна амӑшӗ хӑйне чӑнласах телейлӗ туйма пултарать.Мать почуствует настоящее счастье только тогда, когда с ее детьми все хорошо.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Тунсӑхлама пӗр самант та ҫук ачасен.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Ачасен канӑвӗ интереслӗ те усӑллӑ ирттӗр тесе мӗнле кӑна мероприяти йӗркелемеҫҫӗ-ши?Чтобы отдых детей был интересным и полезным, проводятся очень много различных мероприятий.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15