Шырав
Шырав ĕçĕ:
Доминикинӑна хӑтарасчӗ тесе мар, — терӗ юлашкинчен Пӑван, аллинчи кушакӑн ҫемҫе ҫӑмне пичӗ ҫумне сӑтӑрса, — эпӗ… питех те лайӑх ӑнланатӑп: унта пулӑшма никам та каймасан, пӗтӗм ӗҫшӗн ҫав тери пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑрать.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл ватӑ салтак, уксахлать, пичӗ ҫинче сирӗнни пекех суран ҫӗвви, Испани ҫынни; ытти испанецсем тӗл пулсан, эсир вӗсемпе калаҫма пултарӑр.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах лампа ҫути ун пичӗ ҫине ӳксенех, вӑл Джемма еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унӑн пичӗ ҫинче пӗр хӗрле тӗл те юлман, ҫавна асӑрхасан Мартини сасартӑк хӑраса ӳкрӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джеммӑн пичӗ хӗрелсе кайнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джеммӑн шлепке хӗррипе хупланӑ сӑн-пичӗ вилнӗ ҫын пичӗ пекех шуралса кайнӑ; мӑйӗ ҫине ҫыхнӑ лента чӗри тапнипе хускалкаласа илет.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унӑн пичӗ ҫинче Монтанеллин сӳнсе ларнӑ, шанчӑкне ҫухатнӑ куҫӗсем пӑхни палӑрса юлнӑ пек туйӑнчӗ.На ее лице, казалось, отпечатался угасший, безнадежный взгляд Монтанелли.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Эсир мӗнле йышӑннӑ пулӑттӑр? — терӗ те Пӑван ура ҫине тӑрса, хӑйӗн аллинчи чечексене пичӗ ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Чӳречерен ӳкекен ҫутӑ тӳрех ун пичӗ ҫине лекет, ҫавӑнпа халӗ ӗнтӗ Джемма ӑна лайӑх сӑнаса пӑхма пултарнӑ.Свет из окна падал прямо на его лицо, и теперь она могла свободно рассмотреть его.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джеммӑна курсан, унӑн пичӗ куҫӗ савӑннӑ пек пулса кайрӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хӗр пичӗпе Андрей Васильевич пичӗ ҫывӑхнех пынӑ та куҫне хупнӑ.Девушка закрыла глаза, откинула голову, приблизилась к лицу Андрея Васильевича.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сирӗлмеллех вӑрҫа харушлӑхӗ, ҫӗр-ӑннемӗр пичӗ ҫинчен ӗмӗрлӗхех сирӗлмелле.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ача чухне мана анне, ӳссе ҫитерехпе ӗнтӗ, пӗрре кӑна мар ҫапла калатчӗ: пичӗ ҫинчине мар, чӗри ҫинчине тӗсеме пӗл, тетчӗ, — шухӑшлавлӑн тавӑрчӗ йӗкӗт.— В детстве моя мама не раз говорила: смотри не на лицо, а на сердце, — задумчиво ответил парень.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗҫсен те, ӗҫмесен те ун пичӗ пӗр пекех: чӗкӗнтӗр пек хӗп-хӗрлӗ.На лице его всегда одинаковое выражение, пил он или нет: красное, как свекла.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн пичӗ мӑйне ҫыхнӑ тутӑр пекех шуралчӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах унӑн тулли пичӗ ҫинчи кашни путӑкра ырӑ кӑмӑл палӑрнӑ, вара вӑл часах пӗр камерӑран тепӗр камерӑна ҫырусем пама пуҫланӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пичӗ ҫинче тӳрленсе ҫитмен ҫӗвӗ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унӑн пичӗ ҫинче хӗҫпе каснӑ пысӑк суран ҫӗвви пур пек астӑватӑп эпӗ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унӑн пичӗ вилнӗ ҫын пичӗ пекех шуралса кайнӑ.Жизнь окончательно исчезла с его лица, оно стало как восковое.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Юлашки сӑмахне каласан, Артур пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелчӗ, унтан каллех шуралчӗ.Кровь прилила к его лицу и вновь отхлынула, когда он произнес эти несколько слов.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.