Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Анчах иудейсем каларӗҫ: йӑтмарҫӑсен вӑй-халӗ чакрӗ, ванчӑк чул вара ытла та нумай; эпир хӳме тума пултараймастпӑр, терӗҫ.10. Но Иудеи сказали: ослабела сила у носильщиков, а мусору много; мы не в состоянии строить стену.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ. 12. Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ. 13. Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ; 14. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, — 15. вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ. 16. Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран Эсӗ ӳкӗнекенсене йышӑнма, Хӑв умӑнта ҫылӑха кӗнисене каҫарма пулнӑ; ҫылӑхлӑ ҫынсем ӳкӗнсессӗн, вӗсене ҫӑлса хӑвармашкӑн Эсӗ, питех те ырӑ пулнӑран, вӗсене ӳкӗнӗҫлӗ тунӑ [е].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Суя тӗнлӗ ҫынсен нӗрсӗр йӑли-йӗркипе пурӑнса, священниксен пуҫлӑхӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсем те ҫылӑха нумай кӗнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫа Иерусалимра тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ирсӗрлетнӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енном ывӑлӗн айлӑмӗнче вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, тухатнӑ та; вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене те, асамҫӑсене те ӗҫлеме ирӗк панӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вак выльӑхпа шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те унӑн нумай пулнӑ: Турӑ ӗнтӗ ӑна питех те пысӑк пурлӑх панӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сеннахирим тарҫисем Ҫӳлхуҫа Турра хирӗҫле, Унӑн чурине Езекияна хирӗҫле тата нумай каланӑ.16. И еще многое говорили рабы его против Господа Бога и против Езекии, раба Его.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Халӑх нумай пуҫтарӑннӑ, вара мӗнпур ҫӑл-пӗве таврашне тата ҫӗршыв урлӑ юхса выртнӑ юхӑма тӑпра сапса хупланӑ та каланӑ: кунта килсессӗн Ассири патшисем шыв ан тупайччӑр, [ан ҫирӗпленейччӗр], тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн юлни вара шутсӑр нумай, тенӗ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патша мӗн хушнине халӑх хушшинче пӗлтерсе тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем малтан ӗлкӗрнӗ тырпулне, эрехне, ҫӑвне, пылне тата ытти уй-хир ҫимӗҫне нумай панӑ; вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пухӑннисем хушшинче тасалманнисем те нумай пулнӑ; левитсем, Ҫӳлхуҫана халалласа, тасалманнисемшӗн Пасха путекӗ пуснӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иккӗмӗш уйӑхра Иерусалима тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне халӑх йышлӑ, шутсӑр нумай пухӑннӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ӗнтӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне те, канӑҫлӑх парни те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫине сапмалли эрех те питӗ нумай пулнӑ.35. Притом же всесожжений было множество с туками мирных жертв и с возлияниями при всесожжении.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ӑна Сири патшийӗн аллине панӑ, Сири ҫыннисем ӑна ҫапса аркатнӑ, нумай ҫыннине тыткӑна илсе Дамаска хӑваласа кайнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Озия Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тури хапхине тунӑ тата Офел хӳми ҫинче те нумай туса лартнӑ; 4. Иудея тӑвӗ ҫинче хуласем лартнӑ, вӑрманлӑ вырӑнсенче керменсемпе пашнесем тунӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пушхирте те пашнесем тунӑ, нумай пусӑ чавтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн айлӑмпа тӳрем вырӑнсенче темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ, ту-сӑрт ҫинче тата сат пахчисенче ҫӗр ӗҫченӗсемпе иҫӗм ӳстерекенсем пулнӑ: вӑл ҫӗр ӗҫне юратнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑна Давид хулинче патшасене пытаракан ҫӗрте пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Израильре Турӑшӑн та, Унӑн Ҫурчӗшӗн те ыррине нумай тунӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем куллен-кун ҫапла туса тӑнӑ, ӗнтӗ кӗмӗлӗ шутсӑр нумай пухӑннӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав сунтӑха левитсем патша тӳри-шари патне илсе пырсассӑн, лешӗсем унта кӗмӗл нумай пухӑннине курсассӑн, унта патша ҫыруҫи тата аслӑ священникӑн шанчӑклӑ ҫынни пынӑ та сунтӑха пушатса ӑна каялла хӑй вырӑнне кайса лартнӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Виҫӗ кун хушши пуҫтарнӑ вӗсем — тупӑшӗ питех те нумай пулнӑ!
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.