Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эс, воевода, ҫакна ҫеҫ кала: тӗкӗрҫӗсене ӑҫта пуҫтарса тӑратсан майлӑрах пулать?
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепӗр кунне ҫар пуҫӗсем ҫакна курчӗҫ: Адашев кунта патша сӑмахне ҫитерме ҫеҫ килмен, вӑл мӗн пур ӗҫе йӗркелесе яма, ертсе пыма, Хусанта вырӑссене кирлӗ пек улшӑну тума килнӗ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Каҫ кӳлӗм Черемисинов ҫакна курчӗ: касимовецсем кремль картишне ҫитмӗл мӑрсана тытса килчӗҫ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Каласса ҫакна вӑл лӑпкӑн каларӗ, анчах делегаци тухса кайсан пурте, вӑл шутра воевода та, ҫав тери хыпӑнса ӳкрӗҫ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кайран каччӑ ҫакна пӗлчӗ: хӗр ача кунта тарҫӑ вырӑнӗнче кӑна пурӑнать иккен, Хабиба ман атте тесе каланӑ ҫын ун ашшӗ мар, кил хуҫийӗ анчах.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Тарман пулсан ҫакна паратӑп», — терӗ вӑл.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл тыткӑнра мар, ун аллисенче сӑнчӑр ҫук, ӑна никам та гяур тесе питрен сурмасть, каҫпа ӑна тӗттӗм шӑтӑка хӑваласа кӗртсе йытӑсемпе сыхламаҫҫӗ, — ҫакна туйса тӑни уншӑн темрен те хаклӑ пулчӗ-тӗр.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тата тимӗрҫӗ ҫакна та курмасӑр тӑма пултараймарӗ: мӑрса Ахтупайпа кӑшт асӑрханарах калаҫать.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫакна шӑла ҫыртса пӑхса тӑнӑ ӑстасем тӳсрӗҫ-тӳсрӗҫ те юлашкинчен ҫыран хӗррине ыткӑнчӗҫ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупай ҫакна ҫеҫ астуса юлчӗ: Мускавпа Хусан хушшинче Атӑл юхать, ҫав Атӑлпа ялан ҫарсем ҫӳреҫҫӗ; Атӑл ҫинче тӑвӑл кашлать, кимӗсем шыва путаҫҫӗ; ишеҫҫӗ-ишеҫҫӗ ҫынсем хум ҫинче, ҫӑлӑнса Ҫаврака сӑрт ҫине тухаҫҫӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ак эс мана пӗр пытармасӑр ҫакна каласа пар-ха.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эп хӗрарӑм ӑсӗпе те ҫакна лайӑх курса тӑратӑп: вырӑссемпе вӑрҫӑ вӑрҫас пулсан пирӗн чи малтан Ту енчи ҫӗр-шыва каялла тавӑрмалла.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан ҫывӑхӗнчи ҫынсем ҫакна кураҫҫӗ: Утямӑш амӑшӗ тин чӗпӗ кӑларнӑ вӑйсӑр чӑхран темиҫе эрне хушшинчех кӑйкӑр ами пулса тӑчӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Мана ҫакна пӗлсе килме каларӗҫ, — пуҫларӗ вӑл мӑрсасемпе паллашнӑ-паллашман.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Северьян сотник ҫакна хӑратмалла калать пуль тенӗччӗ, вӑл чӑнах та тилӗрсе кайнӑ иккен.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тата ҫакна та сисмест мар Северьян: ялан тунсӑхлани тата ҫамрӑклӑх ҫинчен шутлани ӑна урӑх ҫӗре, ӗлӗкрех пулса курнӑ вырӑнсене хӑвалать.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫутӑсӑр, ӑшӑсӑр ларса, ҫулсем ҫуккипе нушаланса ҫакна юлашки вӑхӑтра пушшех те вӑйлӑ туйрӑмӑр.
Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen
Ҫакна кашни ӑнланать.
Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗшӗн, ырӑ малашлӑхшӑн! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11517-c- ... shl-khsh-n
Хаяр эс, хаяр, кам курмасть пуль ҫакна, Пачах хӗрхенместӗн эс xу халӑхна.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп: эп сан умра ҫав тери парӑмлӑ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.