Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшал the word is in our database.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) more information about the word form can be found here.
— Акӑ вӑл, — Чубатый хулпуҫҫийӗ урлӑ янӑ сарӑрах тӗслӗ пӑшал ҫаккине тытса кӑтартрӗ.

— Вот она, — Чубатый показал из-за спины простроченный желтый ремень.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсенчен пӗри, самӑр хура ут ҫинче малта пыраканни, ҫӳлелле пӑшал персе ячӗ.

Один из них, тот, который ехал передним на сытом вороном коне, стрелял вверх.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юлашки хут затвора шакӑлтаттарса уҫса хупрӑм, шалта патрон ҫуккине манса, туртса ҫаптартӑм, пӑшал пеменнине астуса илсен тин нимӗҫсем ҫине пӑхрӑм.

В последний раз двинул затвором, щелкнул, позабыв, что патронов нет, и только тогда глянул на немцев.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ман ҫумра выртакан Трундалей пӑшал персе ячӗ.

Рядом со мной выстрелил Трундалей.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтанхи пӑшал сасси мана (кун ҫинчен калама та намӑс та-ха) кӗҫех йӗнер ҫинчен ӳкермерӗ.

Звук первого выстрела, как это ни стыдно, едва не вышиб меня из седла.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуласса акӑ мӗн пулнӑ: вӑрҫа илсе пынӑ ҫынсем вилӗм хирӗнче пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑннӑ; хӑйсем евӗрлӗ этемсене вӗлерес ӗҫре аллисене хуҫма, хӑнӑхтарма ӗлкӗрейменскерсем, ҫитсе ҫапӑннӑ та, хӑраса хытсах кайса, пӗр-пӗринпе чикӗшӗнме, перӗшӗнме пуҫланӑ, пӗр-пӗрне нимӗн уйламасӑр каса-каса суранлатнӑ, хӑйсене те, учӗсене те шӑлтах амантса пӗтернӗ, унтан, ҫынла пӗрлӗхсӗр тунӑ пӑшал сассине илтнипе хӑраса ӳксе, тӗрлӗ ҫӗрелле пӑрахса тарнӑ, чун-чӗрисене, кӑмӑлӗсене суранлантарса, ик еннелле пӑрӑннӑ.

А было так: столкнулись на поле смерти люди, еще не успевшие наломать рук на уничтожении себе подобных, в объявшем их животном ужасе натыкались, сшибались, наносили слепые удары, уродовали себя и лошадей и разбежались, вспугнутые выстрелом, убившим человека, разъехались, нравственно искалеченные.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов ут пуҫӗ ҫийӗн тӗллесе пӑшал персе ячӗ.

Астахов выстрелил с коня.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсир ӑҫта каятӑр-ха вара, ваше благородие? — ыйтрӗ Крючков, пӳрнине пӑшал спуски ҫинчен ямасӑрах.

— Вы куда же едете, ваше благородие? — спросил Крючков, не снимая пальца со спуска.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав чула нимле шыв витеймест, мана та, туррӑн чурине, манӑн юлташсене те, манӑн лашана та ухӑ йӗппипе пӑшал пульки ҫавӑн пекех ан виттӗр.

В камень нейдет вода, так бы и в меня, раба Божия, и в товарищей моих, и в коня моего не шла стрела и пулька.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑшал пулькинчен сыхлакан кӗлӗ

Молитва от ружья

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урамсем тӑрӑх сайралма пуҫланӑ пӑшал сассисем янӑракалаҫҫӗ.

По улицам перестукивали редеющие выстрелы.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, хӑлхасем ҫӗҫӗпе каснӑ пек ыратса шӑхӑрса тӑнӑ май, инҫетре пӑшал сассисем хӑрӑплатнине илтрӗ.

Сквозь режущий свист в ушах Григорий услышал хлопки далеких еще выстрелов.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн сассисем пӑшал пенӗ пек янӑраса кайрӗҫ те, Григорий ҫакна асӑрхарӗ: малта пыракан сотник, шартах сиксе, чӗтревлӗ аллипе револьверне ярса тытрӗ.

Звук их лопался выстрелами, и Григорий заметил, как сотник, ехавший впереди, дрогнул, судорожно лапнул кобуру револьвера.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инҫетре лере, вӑрман хыҫӗнче, хӑрплатса ҫурӑлакан снарядсен тӗтӗмӗсем ирӗлнӗ пек, сӳрӗлӗ-сӳрӗле пыраҫҫӗ, пӑшал залпӗсем, пӗр шӑпланса, е ҫӗнӗрен вӑйланса, таҫта вӑрманта сылтӑм еннелле чакса пыраҫҫӗ.

Далекие таяли за лесом дымки шрапнельных разрывов, ружейные залпы отплывали куда-то правее леса, то замирая, то усиливаясь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав хутранах тӑтӑшах харӑссӑн кӗрӗслеттерсе пӑшал пенисем илтӗнме тытӑнчӗҫ.

В промежутки частили ружейные залпы.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн пӑшал кӗпҫи умне пулнӑ мулкачӑнни пек куҫӗсем Петрон анкӑсухлӑхне сирсе ячӗҫ.

И взгляд ее — взгляд зайца под прицелом — встряхнул Петра.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман сулахай куҫне пӑшал пенӗ чухнехи пек хӗстерчӗ.

Штокман прищурил левый глаз, словно целясь.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан яр-р!.. — пӑшал пенӗ пек кӗрӗслетсе илтӗнсе кайрӗ тип ҫырма хысакӗ хыҫӗнчен хаяррӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ.

— Трави!.. — ружейным выстрелом гукнул за буерачной хребтиной крик.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лукерья, пӑшал сасси янӑраса каясса кӗтсе, самӑр та шатра питҫӑмартийӗсем ӑшне путнӑ куҫӗсемпе тӗттӗм ҫӗрелле тинкерсе пӑхса, чунсӑр пулнӑн хытса ларать.

А Лукерья, кутая дерюжкой толстый — что печной заслон — зад, замирала, ожидая выстрела, всматриваясь в темноту заплывшими в жирных рябых щеках глазками.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал йӗнни (чехолӗ) тата ҫӗтӗлсе пӗтнӗ симӗс пурҫӑн хӑюллӑ ягдташ выртаҫҫӗ.

На столе валялся чехол от двустволки и ягдташ с истрепанными зелеными шелковыми махрами.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed