Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) more information about the word form can be found here.
Вӗсем патӗнче, пӗр-пӗрне куҫ хӗссе, вӑрттӑн кулкаласа, ҫамрӑкрах казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, ушкӑн варринче, кукшалса пыракан лаптак ӗнси ҫине кӗмӗл хӑюпа хӗреслентерсе тунӑ симӗс тӑрӑллӑ атаман ҫӗлӗкне пусса лартса, Пантелей Прокофьевичӑн тантӑшӗ — ватӑлма пӗлми, яланах антоновка улма пек хӗрелсе ҫӳрекен Авденч — хуторта «Брех» (суеҫӗ) тесе чӗнекен казак, чӗрне вӗҫҫӗн тайкаланса пӑхса тӑрать.

Около, перемигиваясь, улыбаясь, толпились казаки помоложе, а в середине, сдвинув на плоский лысеющий затылок синеверхую атаманскую, с серебряным перекрестом, папаху, покачивался на носках одногодок Пантелея Прокофьевича — нестареющий, вечно налитой, как яблоко антоновка, румянцем — Авдеич, по кличке Брёх.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька ларчӗ, кӗткелерӗ, пирус туртса ячӗ, пӳрнипе сурчӑкласа пусса сӳнтерчӗ, пирус тӗпне урайне пӑрахса таптарӗ.

Митька сел, подождал, выкурил цигарку и, послюнявив пальцы, затушил, а окурок густо размазал по полу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька Моховсен килӗ патне пычӗ, вӑлтисене тата ӑманӗсемпе вир кӗрпи хутаҫҫине пӗр ҫӗре хучӗ, хӑй, йытӑсем ан сисчӗр тесе, ҫӑмӑллӑн пусса, крыльца ҫине улӑхрӗ.

Митька подошел к моховскому забору, сложил удочки и кошелку с припасом, — легонько ступая, чтобы не услышали собаки, взошел на крыльцо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыт кукар санӑн аҫу! — тесе хушса хучӗ вӑл, урине лӑчӑртаттарса тепӗр вырӑна пусса лартса.

Жила у тебя отец! — добавил он, с чавканьем переставляя ноги.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Гришака асатте хӑйӗн кӳршин куҫӗнчен пӑхма пикенет, анчах та тарӑн куҫ лупашкисем тавра, типӗ ҫырмана хытхура пусса илнӗ пек, кӑвакарнӑ куҫхаршипе сухал лӑстӑкӗсем мӑкланса ларнӑ; чаваланса ҫитеймест Гришака асатте куҫсем патне, йӗри-таврах шӑртлӑ сухалпа ҫӳҫ чӑтлӑхӗ.

— Дед Гришака пытается заглянуть соседу в глаза, но глубокие глазницы заросли, как буерак бурьяном, седыми клочьями бровей и бороды; не доберется дед Гришака до глаз, кругом одна щетинистая непролазь волос.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья, макӑрса, ун ҫӑварне икӗ пӳрне чиксе ячӗ, путсӗр сӑмахсем пакӑлтатакан чӗлхине пусса хӗстерчӗ, хӑсса кӑларма пулӑшрӗ.

Дарья, плача, просунула два пальца, придавила болтавший несуразное язык, помогла облегчиться.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен пахчинчи хӗвелҫаврӑнӑшсем айӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн, Аксинья чунӗ, мӑянпала хытхура пусса илнӗ тӑлӑх анкартинчи пек, пушанса, тискерленсе юлчӗ.

Пусто и одичало, как на забытом, затравевшем лебедою и бурьяном гумне, стало на душе у Аксиньи после того, как пришла с мелеховского огорода, из подсолнухов.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте туйипе хӑмсарса илчӗ те, улӑм пӗрчи пек типсе кайнӑ урисене хавшаккӑн ярса пусса, Митька патне пырса тӑчӗ.

Дед взмахивал костылем и подступал к Митьке, нетвердо переставляя высохшие в былку ноги.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья куҫҫуль капланса килнипе пӑтраннӑ куҫӗсемпе Григорин ҫӗр ҫине ҫирӗппӗн пусса пыракан тӗреклӗ урисене кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Аксинья ласкала мутным от прихлынувших слез взором сильные ноги Григория, уверенно попиравшие землю.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан Петрона хӑй айне тӗркелесе чикрӗ те, унӑн пуҫне чӗркуҫҫийӗпе пусса лартса, чышкисемпе кӳпкеме пуҫларӗ.

Степан подмял Петра и, придавив коленом голову, гвоздил кулачьями.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юлашкине пусса лапчӑтрӗ, кӗпе ҫухавине тӳмелерӗ, унтан, темрен хӑранӑ пек пулса, каллех вӗҫерсе ячӗ…

Последнюю раздавил, застегнул воротник рубахи и, словно испугавшись чего-то, снова расстегнул…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий вӑлта хуллине урипе пусса хӗстернӗ те, хускалас мар тесе, асӑрханса, аллине табак енчӗкӗ патне чиксе ячӗ.

Григорий ногой придавил конец удилища, полез, стараясь не шелохнуться, за кисетом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак вӑхӑтра ӑна хуйхӑ пусса илет.

Тут его берет тоска.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Иван Федорович аппӑшӗ пысӑк утӑмсемпе вӗсем патне ҫывхарчӗ, пӗр урине ҫӑмӑллӑн малалла пусса, хыттӑн ҫапла каларӗ:

Тетушка подошла величественным шагом, с большою ловкостию отставила одну ногу вперед и сказала громко:

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗр йытти кухня патӗнче, малти урисемпе шӑмӑ ҫине пусса, мӗнпур вӑйӗпе вӗрсе ларать; тепри — аякра, унталла-кунталла чупкаласа: «Пӑхӑр-ха, тӗне кӗнӗ ҫынсем, эпӗ епле ҫамрӑк та илемлӗскер», тенӗ пек, хӳрипе вӗлтӗртеттерсе ҫӳрет.

Один, стоя возле кухни и накрыв лапою кость, заливался во все горло; другой лаял издали и бегал взад и вперед, помахивая хвостом и как бы приговаривая: «Посмотрите, люди крещеные, какой я прекрасный молодой человек!»

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ну, сывӑ пулса юл, Чуб!» ҫапла каларӗ те, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне пусса лартса, пӳртрен тухса кайрӗ.

— Ну, прощай, Чуб! — И, нахлобучив капелюхи, вышел из хаты.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ те вӑл, хӑйне те, кумне те, шуйттанне те ятлаҫма пуҫларӗ.

И, нахлобучивая глубже на голову капелюхи, угощал побранками себя, черта и кума.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапла каланӑ хушӑра Чуб тӑлӑп ҫинчен туртса ҫыхнӑ пиҫиххине тӳрлетрӗ, ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ, урамра тапӑнса йӑлӑхтаракан йытӑсене хӑратма хатӗрленӗ пушине чӑмӑртаса тытрӗ.

При сем Чуб поправил свой пояс, перехватывавший плотно его тулуп, нахлобучил крепче свою шапку, стиснул в руке кнут — страх и грозу докучливых собак.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Асатте хӑй пултарнӑ таран куҫ-пуҫне чарса пӑрахрӗ, анчах шуйттан ыйхи ҫав тери пусса илчӗ ӑна, ал-урисем лӗнчӗрех кайрӗҫ, пуҫӗ тытӑнса тӑраймарӗ; вара вӑл ӳкрӗ те вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

Дед вытаращил глаза сколько мог; но проклятая дремота все туманила перед ним; руки его окостенели; голова скатилась, и крепкий сон схватил его так, что он повалился словно убитый.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑрман ҫывӑхӗнче, сӑрт ҫинче, пӗр кивелсе кайнӑ йывӑҫ пӳрт тӗлӗрсе ларать; унӑн чӳречисем хупӑ; тӑррине мӑк тата тӗрлӗ курӑксем пусса илнӗ; чӳречисем умӗнче кӑтра улмуҫҫисем сарӑлса лараҫҫӗ; пӳрт ҫине вӑрман мӗлки ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӑл темскерле, ытла тӗксӗм те тискер пек курӑнать; шӗшкӗ вӑрманӗ ҫав пӳрт патӗнчен пуҫланса каять те пӗве патне ҫитиех кӑтраланса анать.

Возле леса, на горе, дремал с закрытыми ставнями старый деревянный дом; мох и дикая трава покрывали его крышу; кудрявые яблони разрослись перед его окнами; лес, обнимая своею тенью, бросал на него дикую мрачность; ореховая роща стлалась у подножия его и скатывалась к пруду.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed