Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумай the word is in our database.
нумай (тĕпĕ: нумай) more information about the word form can be found here.
РФ Монополипе кӗрешекен службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Котеев тупӑшу йӗркелессипе чи нумай ҫӑхав пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа, ҫӗр ҫинчи транспортпа, пулӑшу ӗҫӗ тӑвассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ыйтса пӗлнисен виҫҫӗмӗш пайӗ шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене вӗренӳ енӗпе тӗревлекен, медицина пулӑшӑвӗ паракан, кашни тӑваттӑмӗш пайӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене пӑхса тӑракан организацисем пулӑшу ӗҫӗ ҫителӗксӗр сӗннине ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӑна учительсем нумай пӗлни тӗлӗнтернӗ, чунтан тухакан сӑмахӗ тыткӑнланӑ.

Ее пленили многогранное знание учителей, задушевные слова.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шӑпах унӑн пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗршыв, ҫав шутра регион та, мӗнле ҫул-йӗрпе аталанассине нумай енчен палӑртса хӑварӗ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Экономикӑри лару-тӑру ҫӑмӑлах мар пулин те палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе нумай тунӑ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Таврари нумай ялтан пухӑннӑ ҫамрӑксен командисем кубокшӑн тупӑшрӗҫ.

Help to translate

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республикӑри ветерансен хушшинчи нумай пулмасть вӗҫленнӗ футбол чемпионатӗнче «Волга», «Сталь», «Динамо» командӑсемпе Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси команди ӑнӑҫлӑ тытӑҫрӗ.

Help to translate

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шӑчӑпа 4,70 м ҫӳллӗшне сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чӑваш Ен командисене нумай очко кӳчӗ.

Help to translate

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Курава уҫнине ертсе пынӑ: «Дуслык – Дружба» галерейӑн курав ӗҫӗ-хӗлӗн пай заведующийӗ Магдеев Р.Р тата Раҫҫӗйпе Тутарстанри ӳкерӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспиранчӗ Баймяшкина Е.Ю. Халӑх нумай пулман, ытларах пайӗпе VIP-сем.

Церемонию открытия выставки вели: заведующий отделом выставочной деятельности галереи «Дуслык — Дружба» Магдеев Р.Р. и член Союза художников Росии и Татарстана, аспирант ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Баймяшкина Е.Ю. Народу было немного, большей частью были VIP.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.

Help to translate

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Тукай ял тӑрӑхне кӗрекен ултӑ ялта - Ҫӗнӗ Мӑратра, Анат Тимӗрчкассинче, Тури Тимӗрчкассинче, Тӑманлӑ Выҫлире, Тукайра, Вутланра - пурнӑҫламалли ӗҫ нумай.

В шести деревнях сельского поселения - Новые Мураты, Нижние Тимерчеево, Верхние Тимерчеево, Старые Высли, Тугаево, Вотланы - много дел для выполнения.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Экспертсен шучӗпе нумай тата телейлӗ пурӑнас тесессӗн сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнни, тӗрӗс апатланни пысӑк витӗм кӳрет.

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Дмитрий Анатольевич регионри нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрлӗ пулма пулӑшас, халӑха пурӑнма юрӑхсӑр кивӗ хваттерсенчен куҫарас программӑсемпе та кӑсӑкланнӑ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хирӗҫтерсе ярас кӑмӑллисем питӗ нумай, ҫавӑнпа та пирӗн пӗрле пулмалла, пӗрлешмелле.

Help to translate

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӑл Павел Афандеров нумай ачаллӑ ҫемьере ҫурални пирки пӗлтерчӗ.

Help to translate

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӗренӳре, нумай арҫын ача пекех, Павел математика предметне килӗштерет.

В учебе, как и многие мальчики, Павел любит предмет математики.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫак ӗҫ-пуҫ нумай пулмасть Ишек салинчи отчетлӑ пухура пулса иртрӗ.

Это событие произошло недавно в селе Ишаки на отчетном собрании.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Арҫын ача нумай шухӑшласа тӑмасӑр клуб ертӳҫине пулӑшма васкарӗ, часах зал илемлӗ кӗвӗпе тулчӗ.

Мальчик, не долго думая, поспешил на помощь заведующей, скоро зал наполнился красивой музыкой.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed