Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каллех the word is in our database.
каллех (тĕпĕ: каллех) more information about the word form can be found here.
34. Фараон ҫумӑр та, пӑрпа аслати те чарӑннине курса каллех ҫылӑха кӗме пуҫланӑ: хӑй те, унӑн чурисем те хӑйсен чӗрине хытарса ҫитернӗ.

34. И увидел фараон, что перестал дождь и град и гром, и продолжал грешить, и отягчил сердце свое сам и рабы его.

Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл вара аллине хӗвне чикнӗ; унтан ӑна хӗвӗнчен туртса кӑларнӑ та, акӑ алли каллех ытти ӳчӗ пекех пулса тӑнӑ.

И он положил руку свою к себе в пазуху; и вынул ее из пазухи своей, и вот, она опять стала такою же, как тело его.

Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. [Ҫӳлхуҫа ӑна татах] каланӑ: аллуна каллех хӗвне чик, тенӗ.

7. [Еще] сказал [ему Господь]: положи опять руку твою к себе в пазуху.

Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.

11. Израиль, отец их, сказал им: если так, то вот что сделайте: возьмите с собою плодов земли сей и отнесите в дар тому человеку несколько бальзама и несколько меду, стираксы и ладану, фисташков и миндальных орехов; 12. возьмите и другое серебро в руки ваши; а серебро, обратно положенное в отверстие мешков ваших, возвратите руками вашими: может быть, это недосмотр; 13. и брата вашего возьмите и, встав, пойдите опять к человеку тому; 14. Бог же Всемогущий да даст вам найти милость у человека того, чтобы он отпустил вам и другого брата вашего и Вениамина, а мне если уже быть бездетным, то пусть буду бездетным.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Фараон вӑранса кайнӑ, 5. унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр хут тӗлӗк курнӑ: акӑ пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнӑ; 6. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ выҫӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ; 7. выҫӑ пучахсем ҫичӗ тулли те тутӑ пучаха ҫисе янӑ.

И проснулся фараон, 5. и заснул опять, и снилось ему в другой раз: вот, на одном стебле поднялось семь колосьев тучных и хороших; 6. но вот, после них выросло семь колосьев тощих и иссушенных восточным ветром; 7. и пожрали тощие колосья семь колосьев тучных и полных.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Унтан кайсассӑн, вӑл, хӑйӗн пӗркенчӗкне хывса пӑрахса, каллех тӑлӑх арӑм тумтирне тӑхӑнса янӑ.

19. И, встав, пошла, сняла с себя покрывало свое и оделась в одежду вдовства своего.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Рувим каллех шӑтӑк патне пынӑ; акӑ шӑтӑкра Иосиф ҫук.

29. Рувим же пришел опять ко рву; и вот, нет Иосифа во рве.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑхусене кӗтсе, астуса ҫӳрӗп.

Если только сделаешь мне, что я скажу, то я опять буду пасти и стеречь овец твоих.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. [Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: мана юратманнине Ҫӳлхуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ.

33. И зачала [Лия] опять и родила [Иакову второго] сына, и сказала: Господь услышал, что я нелюбима, и дал мне и сего.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пусӑ ҫӑварне хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; унтан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.

3. Когда собирались туда все стада, отваливали камень от устья колодезя и поили овец; потом опять клали камень на свое место, на устье колодезя.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Авраам пурӑннӑ чухне пулнӑ выҫлӑхсӑр пуҫне ҫак ҫӗрте каллех выҫлӑх пулнӑ; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнӑ.

1. Был голод в земле, сверх прежнего голода, который был во дни Авраама; и пошел Исаак к Авимелеху, царю Филистимскому, в Герар.

Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.

12. Он помедлил еще семь дней других и [опять] выпустил голубя; и он уже не возвратился к нему.

Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ.

10. И помедлил еще семь дней других и опять выпустил голубя из ковчега.

Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн; 18. ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн; 19. ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.

17. Адаму же сказал: за то, что ты послушал голоса жены твоей и ел от дерева, о котором Я заповедал тебе, сказав: не ешь от него, проклята земля за тебя; со скорбью будешь питаться от нее во все дни жизни твоей; 18. терния и волчцы произрастит она тебе; и будешь питаться полевою травою; 19. в поте лица твоего будешь есть хлеб, доколе не возвратишься в землю, из которой ты взят, ибо прах ты и в прах возвратишься.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мана унтах хӑварасшӑнччӗ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер те сӗннӗччӗ, анчах эпӗ килӗшмерӗм — чунӑм каллех тӑван тӑрӑхах туртрӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗр тапхӑр ӳснӗ пек пулчӗ те каллех 15-16 тенке чакрӗ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Анне, тӑватӑ ҫӑкӑр ил, кӗрпе таврашӗ нумайрах туян, атту укҫа пӗтсен каллех выҫӑ ларӑпӑр», — тенӗ Сара.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑштахран каллех йӗри-тавра сӑнанӑ — шӑп.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Каҫхи сӑвӑмччен килти ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт пур, кайран каллех — фермӑна.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed