Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсӗ ыйтакан Иоппипе Газара пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем хӑйсем пирӗн ҫӗршыв халӑхне нумай сӑтӑр турӗҫ; вӗсемшӗн эпир ҫӗр талант парӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Симон патне хӑйӗн пӗр тусне Афиновие унпа калаҫса илсе ҫапла калама хушса янӑ: «эсир манӑн патшалӑхӑмӑн хулисене Иоппипе Газарӑна тата Иерусалим керемне хӑвӑр аллӑрта тытса тӑратӑр; 29. эсир вӗсен таврашӗнче йӑлт ҫаратса хӑварнӑ, ҫӗре пӗтӗмпе тустарса тухнӑ, манӑн патшалӑхӑмри нумай вырӑна ярса илнӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӗнтӗ йышлӑ ҫар пухса ҫитертӗм, ҫар карапӗсем хатӗрлесе тӑратрӑм; 4. эпӗ пирӗн ҫӗре ҫаратса тухнисене, патшалӑхри нумай хулана аркатса хӑварнисене тавӑрмашкӑн хамӑр ҫӗр тӑрӑх каяс тетӗп.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшмансем Иудея ҫӗрне ҫаратса хӑварма ҫӗмӗрсе кӗрес чухне, аллине Турӑ Ҫурчӗ ҫинелле тӑсас чухне 32. вӗсене хирӗҫ Симон ҫӗкленсе тухрӗ, хӑйӗн халӑхӗшӗн вӑрҫӑ вӑрҫрӗ, халӑхӑн хӑюллӑ арӗсене кӑралпа тивӗҫтерсе, вӗсене шалу тӳлесе тӑрса хӑй те нумай тӑкак курчӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ионафаншӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши вӗри куҫҫулӗ тӑкнӑ.26. И оплакивал его весь Израиль горьким плачем, и сокрушались о нем многие дни.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир сирӗн мухтавӑра курса тӑрса савӑнатпӑр; 13. пирӗн вара инкекӗ нумай, тӑтӑшах вӑрҫӑ вӑрҫма тивет: таврари патшасем пире хирӗҫ вӑрҫрӗҫ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Симон хӑйӗн тапӑрне Вефсура хули патне вырӑнаҫтарнӑ, хулана нумай кун хушши хупӑрласа тӑнӑ, хулине питӗрсе лартнӑ.65. И расположил Симон стан свой при Вефсуре, и осаждал его многие дни, и запер его.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ылтӑн-кӗмӗл, тумтир тата ытти нумай парне илсе, вӑл патша патне Птолемаидӑна тухса кайнӑ, унта патша кӑмӑлне килнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудӑн ытти ӗҫӗпе ҫапӑҫӑвне, вӑл тунӑ паттӑрла ӗҫсене, унӑн аслӑлӑхне ҫырса кӑтартман, мӗншӗн тесессӗн вӑл тунӑ ӗҫ питӗ нумай пулнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ уншӑн хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши хуйхӑрса ҫӳренӗ, 21. «ҫав тӗрлӗ вӑйлӑ ҫын, Израиле хӑтаракан, епле ӳксе вилчӗ-ши?» тесе куҫҫулӗ тӑкнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапӑҫӑвӗ хаяр пулнӑ, пӗрисем те, тепӗрисем те питӗ нумай пӗтнӗ, 18. Иуда та пуҫ хунӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан вӑл нумай кун хушши сӑваплӑ Ҫурта хупӑрласа тӑнӑ, ҫӗмренпе, чулпа пемешкӗн унта ҫӗмрен, вут, чул тата сӑнӑ ывӑтакан сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем Идумея ҫӗрӗ урлӑ каҫса Вефсура тӗлӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ та нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хулана ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем лартнӑ; лешӗсем ӗнтӗ сиксе тухнӑ та вӗсене вутпа ҫунтарса янӑ, питӗ хастар ҫапӑҫнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл унта нумай кунлӑхах юлнӑ, йывӑр хуйхи вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ; вӑл ӗнтӗ вилетӗп пулӗ тесе шухӑшла пуҫланӑ.9. И много дней пробыл он там, ибо возобновлялась в нем сильная печаль; он думал, что умирает.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.