Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак ҫӗр ҫинче каллех ҫуртсем, хирсем, иҫӗм пахчисем туянма пуҫлӗҫ, тет.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй ултавлӑ хӗрӗм, хӑҫанччен аташса ҫӳрӗн-ши эсӗ? Ҫӳлхуҫа халиччен ҫӗр ҫинче пулманнине пултарчӗ: арӑм каллех ар ҫумӗнче.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Израиль хӗрӗ, Эпӗ сана каллех ҫирӗплетӗп, эсӗ ҫирӗпленӗн!4. Я снова устрою тебя, и ты будешь устроена, дева Израилева,
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма, Израильпе Иудӑна, тыткӑнран тавӑрас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каллех хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп те, вӗсем ӑна тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн, 39. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп, 40. сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлнӑ йӑлкӑм каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 32. Иерусалимран йӑлкӑм тухӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ: 10. Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Ҫӳлхуҫа Тира пырса пӑхӗ; ӗнтӗ хула каллех тупӑш илме пуҫлӗ, тӗнчери пур патшалӑхпа та аскӑнланма тытӑнӗ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унӑн вӑхӑчӗ ҫывӑх, унӑн кунӗсем вӑрах кӗттермӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иакова хӗрхенӗ, Израиле каллех кӑмӑл курӗ; вӗсене хӑйсен ҫӗрнех вырӑнаҫтарӗ, вара ют ҫӗр ҫыннисем вӗсемпе пӗрлешӗҫ, Иаков килӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнӗҫ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне — Ассур патӗнче, Египетра, Патросра, Хус патӗнче, Елам патӗнче, Сеннаарта, Емафра тата тинӗс утравӗсем ҫинче тӑрса юлнисене — Хӑй патне тавӑрмашкӑн Ҫӳлхуҫа каллех аллине тӑсӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пурӑнакансенчен вуннӑмӗш пайӗ те пулин юлса каялла таврӑнсассӑн та, ҫӗре каллех тустарса тухӗҫ; анчах, касса янӑ хыҫҫӑн теревинфран та, юманран та тымар тӑрса юлнӑ пек, сӑваплӑ вӑрлӑх ҫакӑ ҫӗрӗн тымарӗ пулӗ, терӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп; 26. вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫылӑхӗсемшӗн типӗ тытакан, кайран каллех унчченхинех тӑвакан та ҫавӑн евӗрлӗ: унӑн кӗллине кам илтӗ? ӳкӗннинчен ӑна мӗн усси пулӗ?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вилене сӗртӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалакан кайран каллех вилене сӗртӗнсессӗн, малтан ҫӑвӑнса тасалнинчен ӑна мӗн усси пултӑр?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл, ырӑ тусассӑн та, ӑнсӑртран анчах тӑвать, кайран усаллӑхӗ каллех ҫиеле тухать.7. Если он и делает добро, то делает в забывчивости, и после обнаруживает зло свое.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Санӑн ывӑлусем сиенленмесӗр сыхланса юлччӑр тесе, Эсӗ ятарласа хушнине пӑхӑнса, ҫӳлтен кӑтартнипе пӗтӗм ҫутҫанталӑк каллех тӗпрен улӑшӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Е тата пӗр-пӗр каскалакан юрӑхлӑ йывӑҫ касса, унӑн пӗтӗм хуппине ӑстайлӑ сӳсе, хитре якатса унран кил-ҫуртра тыткаламалли савӑт тунӑ, 12. турпасӗпе вара апат пӗҫернӗ, тӑраннӑ; 13. пӗр каскаланчӑкне, ниме юрӑхсӑрскере, кукӑр та туратлӑ пуленкене, пушӑ вӑхӑтра тӑрӑшса чутланӑ, ӑста аллипе якатса ӑна этем евӗрлӗ тунӑ 14. е пӗр-пӗр ахаль чӗрчун евӗрлӗ калӑпланӑ, хӗрлӗ сӑрӑпа сӗрсе ҫиелтен каллех сӑрланӑ, пӗтӗм шӑтӑк-путӑкне сӑрласа лартнӑ, 15. вара, ун валли тивӗҫлӗ вырӑн хатӗрлесе, ӑна ҫавӑнта тимӗртен ҫакса хунӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫынна пула шыва путаракан ҫӗре каллех ӑслӑлӑх ҫӑлнӑ, тӳрӗ ҫынна тинӗс ҫулӗпе ертсе кайса, ахаль йывӑҫ пулӑшнипе сыхласа хӑварнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пурӑнӑҫ сӳнсессӗн ӳт каллех тӑпра пулӗ, пурӑнӑҫ чӗмӗ шӗвӗ сывлӑш пек саланӗ; 4. вӑхӑт иртнӗҫемӗн ятӑмӑрсем те манӑҫа тухӗҫ, ӗҫӗмӗрсене те никам та аса илмӗ; пурӑнӑҫӑмӑр пӗлӗт йӗрӗ пек иртсе кайӗ, хӗвел шевлисем сапаланӑ, унӑн ӑшшипе тумла пулнӑ тӗтре пек ҫухалӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.