Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Вӑл шанма-ӗмӗтленме май ҫук чухне те пӗрех шаннӑ, ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне: «санӑн йӑху питех те йышлӑ пулӗ» тенипе нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Е эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ хӑвна ӳкӗнтерме ертсе пынине ӑнланмасӑр Туррӑн нумай ырӑлӑхне, йӑвашлӑхне, вӑраха пыракан тӳсӗмлӗхне хисепе хумастӑн-и?
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн сире ҫырса ямалли нумай та, анчах хут ҫине хурапа ҫырса ярассӑм килмест; сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе, эпӗ хам сирӗн пата пырса куҫа-куҫӑн калаҫасса ӗмӗтленсе тӑратӑп.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сывалас тесессӗн ҫылӑхӑрсене пӗрне-пӗри каласа парӑр, пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр: тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чӗлхе те ҫавӑн пекех: хӑй пӗчӗкҫеҫҫӗ пулсах нумай ӗҫ тӑвать.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр: 2. эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ нумай вӑхӑт иртнӗччӗ, типӗ тытас вӑхӑт та иртнӗччӗ, ун чухне тинӗспе ҫӳреме те хатарлӑччӗ, ҫавӑнпа та Павел канаш парса ҫапла каларӗ: 10. эй ырӑ ҫыннӑмсем! ҫул ҫинче хӗн пуласса эпӗ пӗлетӗп; караппа тиеве ҫеҫ мар, пире хамӑра та пысӑк сиен пулӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумай вӗренни сана ухмаха кӑларать, тенӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Прокуратор Павела калаҫма паллӑ кӑтартсан, вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ ҫак халӑха нумай ҫул хушши тӗрӗс сут туса тӑнине пӗлсе, эпӗ хамӑн ӗҫӗме пӗр шикленмесӗр хӳтӗлӗп.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унти ҫӗрсене ҫӳресе тухнӑ чухне вӑл ӗненекенсемпе питӗ нумай калаҫнӑ, вӗсене ӑс панӑ, унтан Элладӑна ҫитнӗ.2. Пройдя же те места и преподав верующим обильные наставления, пришел в Елладу.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пухура нимӗн йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйсем мӗншӗн пуҫтарӑннине пӗлменнисем те нумай пулнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Павел аллипе Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ: 12. чирлӗ ҫынсем ҫине Павел ҫийӗнчи тутӑра, пилӗк ҫыххине хурсан, вӗсем чирӗсенчен сывалнӑ, усал сывлӑшсем те вӗсен ӑшӗнчен туха-туха кайнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ, 28. Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Павела ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: ан хӑра, кала, калама ан чарӑн: 10. Эпӗ санпала пӗрле, сана никам та усал тӑваймӗ — ку хулара Манӑн ҫыннӑм нумай, тенӗ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Павел ӗнтӗ Ареопаг умне тӑрса каланӑ: эй Афинӑ ҫыннисем! эсир нумай турра хисеплени мана пур енчен те курӑнать: 23. эсир пуҫҫапакан вырӑнсене курса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр парне вырӑнӗ куртӑм, ун ҫине: «Пӗлмен Турӑ валли» тесе ҫырса хунӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл нумай кун хушши ҫапла турӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.