Шырав
Шырав ĕçĕ:
Штольц — ҫурма нимӗҫ пулнӑ, ашшӗ енӗпе ҫеҫ: унӑн амӑшӗ — вырӑс пулнӑ; Штольц православнӑй тӗн тытнӑ; калаҫма та ачаранпах вырӑсла калаҫнӑ; вӑл ҫакна амӑшӗнчен, кӗнекесенчен, университетри аудиторисенче, ялти ачасемпе выляса, вӗсен ашшӗсемпе калаҫса тата Мускаври пасарсенче илтсе вӗреннӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем темиҫе вуншар ҫул хушши унчченхи пекех мӑшӑлтатнӑ, тӗлӗрнӗ, анасланӑ, е ялти кулӑшран ахӑлтатса кулнӑ, е ушкӑнпа пуҫтарӑнса, ҫӗрле кам мӗнле тӗлӗк курни ҫинчен кала-кала панӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Поэт ун ҫине кӑлӑхах хавхаланса пӑхнӑ пулӗччӗ: вӑл та поэт ҫине, хула ҫапкаланчӑкӗ хӗрӳллӗн те илемлӗн пӑхнине хирӗҫ ялти чӑмӑр питлӗ пике пӑхнӑ пек пӗр хумханмасӑр пӑхнӑ пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн садӗнче мӗнле ҫимӗҫсем пулассине вӑл ӗмӗтӗнче яр-уҫҫӑн курчӗ те ялти пурнӑҫӗ темиҫе ҫултан мӗнлерех пуласси, хӑйӗн планӗ тӑрӑх тунӑ именире мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл куланай, ака-суха пирки, тӗп ыйтусене хускатрӗ, хресченсене юлхавланма, тарма чарасси пирки ҫӗнӗ, ҫирӗп мел шухӑшласа кӑларчӗ, вара хӑйӗн ялти пурнӑҫне мӗнле майлаштармалли ҫинчен шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗттӗм ялти улпутӑн пуян та канлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен старике урӑх пӗр япала та аса илтермест.Более ничто не напоминало старику барского широкого и покойного быта в глуши деревни.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тумтир ӑна ялти евӗрлӗ ҫӗлетсе параҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар турӑ пӳрнӗ сӑнне ҫеҫ мар, хӑйӗн ялти ҫи-пуҫне те улӑштарма тӑрӑшмасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунашкал юмӑҫ яма ялти кашни кинемиех пултарать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӗсем тӗп хулари ҫӗнӗ хыпарсем, ялти пурнӑҫ, сунар ҫинчен калаҫса ларнӑ.Говорили про столичные новости, про деревенскую жизнь, про охоту.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Анне ҫамрӑкранпах ялти хора ҫӳренӗ, концертпа таҫта та, ҫав шутра Шупашкара та, ҫитнӗ.
«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28
Родион ҫакна лайӑх пӗлнӗ: унӑн ӗлӗкхи пурӑнӑҫне тавӑрма май ҫук, патша флотӗнче матроссен ирӗксӗр пурнӑҫӗ те, ялти сарӑ е кӗрен мальва чечекӗсем хушшинче ларакан симӗс чӳречеллӗ шурӑ пӳрт те, хресченӗн йывӑр пурӑнӑҫӗ те — ҫаксенчен пуринчен те вӑл ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлнӑ.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ахаль салтаксемшӗн горничнӑйсем чи лайӑх хӗрсем пек шутланнӑ пулсан, писарьсемшӗн вӗсем ҫавӑрӑнса пӑхма тивӗҫлӗ мар, «ялти тӑмсайсем» ҫеҫ пулнӑ.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Мӗнле чӗнмелле ӗнтӗ халӗ сире? — терӗ вӑл аптранипе, ҫурчӗ умӗнчи пӗчӗк садра тӗл пулса столовӑйне кӗрсен, кунта вара шӑпах ӗлӗкхи пек, сарӑ урайӗ таса, ун ҫине ялти пек ҫӳхе палас сарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара эпӗ санбата кайнӑ чух урапа ҫинче силленсе пытӑм; халь ӗнтӗ ялти мар, темле урӑх хӗрарӑм мана алӑрӑн тытнӑччӗ, юн тапнине пӗлесшӗн хыпашласа пӗрмаях: — Хуллентерех, хуллентерех, — тесе пычӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам эпӗ ялти килкартишӗнче, сарай патӗнчи утӑ ҫинче выртаттӑм та, ҫав туйӑм хам айӑмри курӑк чиккеленипе, утӑ шӑрши кӗнипе, хама упраса тӑракан ҫӗр вӗлермӗ тенипе ҫӗкленчӗ пулас.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урамсенче, ялти ҫуртсем ҫинчи пек, хулӑн сийлӗ юрпа витӗннӗ пӑрланнӑ трамвайсем чарӑнса тӑни те курӑнмарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ниҫталла пӑхмасӑр, пӗр улт-ҫичӗ ҫулхи ялти ачапа пикенсех темӗскер аппаланать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр ялти пулӑҫӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр вырсарникун, ялти бакенщикран кимӗ илтӗмӗр те, утрав ҫине кайрӑмӑр.В воскресенье мы отправились на остров, взяв лодку в деревне у одного бакенщика.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950